Вăрнар районĕнче республика шайĕнче ҫуллахи тапхăрпа пулакан ял ăмăртăвĕсем иртнĕ

В Чувашии стартовали XIX Республиканские сельские спортивные игры Ҫĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Вăрнар районĕнче республика шайĕнче ҫуллахи тапхăрпа пулакан  ял ăмăртăвĕсем иртеҫҫĕ. Мероприятине кăҫал  «Химик» стадионĕнче йĕркеленĕ.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов,  Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Вăрнар районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Леонид Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче ял хуҫалăх пайĕпе тимлекен Комитетăн председателĕ Сергей Павлов, «Урожай» физкультурăпа спорт обществин Чăваш Енри ĕҫ тăвакан директорĕ Сергей Грибов килсе ҫитнĕ.   

Чи малтан пухăннă хăнасене, вырăнти халăха Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.  

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, республикăра массăллă спорта аталантарасси йăлана кĕрсе пынине, кулленех регионта тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем пулнине уйрăммăн палăртса хăварнă. Кăҫалхи мероприятине пĕтĕмпе республикăри районсенчен 700 ытла спортсмен хутшăнма кăмăл тунă.

«Ял ăмăртăвĕсем кăҫалхи ҫул Вăрнар тăрăхĕнче иртеҫҫĕ.  Пурте хăйсен хастарлăхне, пысăк ăсталăхне кăтартса парассишĕн ҫине тăрсах тăрăшаҫҫĕ, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн вăй хураҫҫĕ», – палăртнă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ҫакăн йышши мероприятисем ялти ҫамрăк яш-кĕрĕме ытларах та ытларах спорта явăҫтарма витĕм кӳнине каланă регион Ертӳҫи.  Ĕҫе вĕрентме, сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пыма та сахал мар пулăшнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Ял спорт ăмăртăвĕсене аталантарса пынине кура, ятарлă спортăн хăш-пĕр енĕсем вăй илсе пыраҫҫĕ. Ку паллă, пĕтĕмпех ҫамрăксем спорта кӳлĕннипе ҫыхăннă», – тенĕ Ертӳҫĕ.  Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулакан спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма чи вăйлă та пултаруллă ушкăн хатĕрленет, регион чысне хӳтĕлессишĕн вĕсем ырми-канми тăрăшаҫҫĕ, сахал мар хăйсен ăсталăхне туптаҫҫĕ.  

Кăҫал ҫуллахи ял ăмăртăвĕсем Раҫҫей шайĕнче Курскра иртеҫҫĕ. Апла пулсан, специалистсем ҫак ăмăртусене ҫирĕп хатĕрленеҫҫĕ. Мероприяти ҫурла уйăхĕнче пуласси те халех паллă тенĕ Ертӳҫĕ сăмаха малалла вакланă май.

Михаил Игнатьев юлашки ҫулсенче регионта массăллă спорт аталантăр тесе сахал мар ĕҫленине, инфратытăма ҫĕнетнине, граждансем валли спорта ҫӳреме кирлĕ пек мĕнпур условисене хатĕрлесе тăратнине тепĕр хут асăнса хăварнă. Енчен те спортра пысăк ҫитĕнӳсем тăваҫҫĕ пулсан ҫынсем, вĕсем ĕҫре те хастар, мал ĕмĕтлĕ тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

 Вăрнар районĕн администрацийĕн ертӳҫи Леонид Николаев ентешсене саламланă май, муниципалитет пĕрлешĕвĕнчи ĕҫ-хĕлпе те кăштах паллаштарса хăварнă, пурне те ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем тума чĕнсе каланă. «Пире ҫак ăмăртусене йĕркелесе ирттерме шанни ҫав тери пысăк чыс. Эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе тăратма тăрăшрăмăр», – тенĕ вырăнти ертӳҫĕ пухăннисене саламланă май.  

Уҫă спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакансене ҫак кун Чăваш Енри «Урожай» физкультурăпа спорт обществин директор ĕҫне пурнăҫлакан  Сергей Грибов ăшшăн саламланă. Регионти пĕрлештернĕ ушкăн, Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркеленсе иртекен Ял ăмăртăвĕсенче кашни ҫул тенĕ пекех хисеплĕ вырăн йышăннине хыпарланă.

Ăмăртусем регионта кăҫал ҫĕртме уйăхĕн 29-30-мĕш кунĕсенче иртеҫҫĕ. Спортсменсем спортăн 16 тĕсĕпе хăйсен ăсталăхне тĕрĕслеҫҫĕ.  Мала тухнисене яланхиллех Хисеп хучĕсене парса чыслĕҫ. 

Фоторепортаж



30 июня 2018
07:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter