Чăваш Республикин Ертӳҫи Михаил Игнатьев Пуҫлăхсен кунне халалланă мероприятийĕн торжествăлла пайне хутшăннă

Михаил Игнатьев дал старт XI Дню главы и муниципального служащего муниципального образования Чувашской РеспубликиҪĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Ертӳҫи Михаил Игнатьев Пуҫлăхсен кунне халалланă мероприятийĕн торжествăлла пайне хутшăннă. Унта муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчен ятарлă спортпа туслă представительсем пухăннă. Кăҫал спорт ăмăртăвĕсене Элĕк районĕнче йĕркелесе ирттерме килĕшсе татăлнă.

Паллă пулăма Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев,    Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ Александр Федотов, Чăваш Енри муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн Правленийĕн председателĕ, Элĕк районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Александр Куликов, Чăваш Енри муниципалитет пĕрлешĕвĕсен канашĕн ĕҫ тăвакан директорĕ Станислав Николаев, республикăри мĕнпур районсемпе хуласенчен йышлăн халăх пухăннă, вăл шутран район тата хула администрацийĕсенче ĕҫлекенсемпе пĕрле вырăнти пуҫлăхсем те пулнă.   

Пысăк спорт уявне уҫнă ятпа чи малтан пухăннă ентешсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хĕрӳллĕн саламланă.    

Регион Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче ҫакăн йышши спорт уявĕ тĕрлĕ администрацисенче ĕҫлекен ертӳҫĕсемпе специалистсене муниципалитет служащийĕсене пĕр чăмăра пухма, пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе ĕҫлеме витĕм кӳнине каланă. Яланах ăмăртусем савăк кăмăл парнеленине, мала тухнисем вара хисепе тивĕҫнине асăннă. «Паллă ĕнтĕ, спортпа туслисем, кулленех хăйсен сывлăхне ҫирĕплетекеннисем мала тухаҫҫĕ.  Сире пурне те савăк кăмăллă пулма сĕнетĕп.  Пĕрлештернĕ ушкăнсен яланах муниципалитет ҫитĕнĕвĕшĕн тăрăшмалла, халăхăн пурнăҫ условийĕ лайăхлантăр тесе вăй хумалла. Вырăнти ҫынсен влаҫра ĕҫлекенсене ĕненмелле тата вĕсене шанмалла», ҫирĕппĕн палăртса каланă республика Ертӳҫи.  

Михаил Игнатьев яланхиллех, пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Кунсăр пуҫне спортри ӳсĕмсемшĕн хăшĕсем уйрăм парнесене тивĕҫнĕ. «Коси, коса, пока роса» конкурсра мала тухаканĕ Елчĕк районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Николай Миллин пулнă. Иккĕмĕшне вара Красноармейски районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Александр Кузнецов ҫĕнсе илнĕ, виҫҫĕмĕшне Патăрьел районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Рудольф Селиванов тата Элĕк районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Александр Куликов тивĕҫнĕ.

Куракансен кăмăлне каяканнисем вара Улатăр районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Нина Шпилевая тата Ҫĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕнче пуҫлăх ҫумĕ пулса тăрăшакан Ольга Григорьева тивĕҫнĕ.  «Паттăр пуҫлăх» конкурсра Вăрмар районĕнче ĕҫлекен Александр Петрова ҫитекенни пулман. Вăл пурне те кая хăварса мала тухнă.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Енре муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче пурĕ 350 пуҫлăх ĕҫлет тата администрацийĕсен ертӳҫи пулса 2500 ҫын тăрăшать.  

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ Александр Федотов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕн командипе пĕрле халăхăн пурнăҫ условийĕсене лайăхлатассишĕн кулленех тăрăшнине палăртнă, ҫынсемпе тачă ҫыхăнура пулнине хыпарланă. Кирек епле йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене яланах пĕрле татса пама тăрăшнине асăннă.

Торжествăлла пай вĕҫленнĕ хыҫҫăн, регион Пуҫлăхĕ спорт мероприятине пынă ертӳҫĕсемпе тата специалистсемпе курса калаҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ, ҫитĕнӳсемпе малашне те палăрассишĕн ырми-канми тăрăшма чĕнсе каланă.

Фоторепортаж



30 июня 2018
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter