Регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин автономлă учрежденийĕ «А.Игнатьев ячĕпе хисепленекен Чăваш Республикин пĕрлелĕх командисене хатĕрлекен спорт центрĕ» ĕҫĕпе паллашнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев ознакомился с результатами реконструкции стадиона «Олимпийский» Ҫĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин автономлă учрежденийĕ «А.Игнатьев ячĕпе хисепленекен Чăваш Республикин пĕрлелĕх командисене хатĕрлекен спорт центрĕ» ĕҫĕпе паллашнă. Унпа пĕрле ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков пулнă.    

Ҫак палăртнă объекта 2018-мĕш ҫулта Тĕнче чемпионатне хатĕрленсе йĕркелесе пыраҫҫĕ.  Шупашкарти «Олимпийский» тата «Спартак» стадионсене тĕпрен реконструкцилеме плана кĕртсе хăварнă пулнă.  Паян ҫак объектсенче хĕрӳ ĕҫ пырать, стандартсене пĕтĕмпех пăхăнса пыраҫҫĕ специалистсем. Ҫав тери чаплă вырăн пуласси куҫкĕретех. Условисем каламасăрах паллă, пĕтĕмпех люкс тесен те йăнăш мар.

Калăпăр, «Олимпийский» стадионра ĕҫсене йĕркелесе пĕтернĕпе пĕрех. Спортсменсемпе куракансем валли те темĕн чухлĕ хăтлă условисем пур. Пур ҫĕрте те видеосăнавсем вырнаҫтарнă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  футбол уйĕсене тирпейлесе ҫитернине, инфратытăм тĕпрен ҫĕнелнине, хăй курса ĕненнĕ.     «Реконструкци тунине кура, Чăваш Ен спортсменĕсем валли спортри ăсталăхне туптаса пыма ҫав тер меллĕ пулать. Условисем Пĕтĕм тĕнче стандарчĕпе пĕтĕмпех тӳр килсе тăраҫҫĕ», — тенĕ регион Пуҫлăхĕ.   

Фоторепортаж



04 июня 2018
18:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter