Чăваш Енре кăҫал халăха шыва кĕме 12 пляжпа 45 ятарлă вырăн хута кайĕ
Паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ĕҫе пухăннисем регионта ҫу уйăхĕн 30-мĕшĕнче ҫут ҫанталăк асар-писер тăнă чухне, республикăри чылай районсемпе хуласенче шар кăтартни ҫинчен тепĕр хут аса илнĕ, шыва кĕмелли тапхăр пуҫланни ҫинчен те чарăнса тăнă.
Аса илтерсе хăваратпăр, регионта ҫу уйăхĕн 30-мĕшĕнче ҫил вăтамран 20-25 м/ ҫек. хăвăртлăхпа вĕрнĕ, 17 районта ҫут ҫанталăк пăтăрмах кăтартнă, 69 ялта ҫутăсăр халăх тăрса юлнă, объектсен ҫивĕттисене иле-иле пăрахнă. Пĕр сăмахпа каласан, таврара аслати кĕрленĕ, ҫиҫĕм ҫиҫнĕ, ҫил-тăвăл алхасса ҫуртсен тăррисене вырăнтан хускатса иле-иле пăрахнă. Ҫак инкек пирки Чăваш Ен Правительстви туххăмрах пĕлнĕ, кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварнă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ регионта чрезвычайлă лару-тăру пирки ятарлă режим йышăнса килĕ пек документа алă пусса ҫирĕплетнĕ.
Республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче тимлекенсене пулнă инкексене сирсе яма вăхăтра кирлĕ пек мерăсем йышăнма хушнă. Ятарлă службăсем кунне-ҫĕрне пăхмасăр вырăнти пăтăрмахсене пĕтерессишĕн вăй хунă. Халăха тимлĕх уйăрнă, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе, инкеке лекнисене пулăшу пама тăнă.
Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйĕн докладĕнче регионти 14 районта пăтăрмахсене пĕтĕмпех пĕтернине, халăха кирлĕ пек пулăшупа тивĕҫтернине хыпарланă. Урамсенче тирпейлĕх хуҫаланнине, ҫутăпа та граждансене тивĕҫтернине каланă.
Республикăра Вăрмар районĕ ыттисенчен ытларах инкек тӳснĕ. Ҫуртсен ҫивĕттисене тăвас ĕҫ виҫĕ эрне хушши те тăсăлма пултарассине каланă ертӳҫĕ. Пăрачкав тăрăхĕнче нумай хваттерлĕ ҫуртсен тăррисене юсаса пĕтернине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Красноармейски районĕнче шкул тăррине специалистсем ҫине тăрсах тирпейленине каланă вăл. Ҫĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне вĕҫлеме плана кĕртнĕ тенĕ ертӳҫĕ сăмаха малалла вакланă май.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ яваплă ҫынсене, мĕнпур ĕҫсене вăхăтра пурнăҫласа пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.
Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров тепĕр ҫивĕч ыйту пирки те чарăнса тăнă. Ҫанталăк ăшăтса пырать, халăх шыва кĕме ҫӳресси те куҫкĕретех тенĕ вăл. Кăҫал ҫынсене валли ятарлă 12 пляж регионта уҫăлассине пĕлтернĕ вăл. Унсăр пуҫне халăха шыва кĕме ятарлă вырăнсем те чылай хатĕрленине каланă, вĕсен шучĕ регионта 45 ҫитнĕ тенĕ ертӳҫĕ. Ҫак палăртнă ыйтупа республикăра Шупашкарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Сĕнтĕрвăрринче, Муркашра, Шăмăршăра, Етĕрнере, Елчĕкре тивĕҫлĕ хатĕрленнине хыпарланă.
Шывпа ҫыхăннă инкексенчен 75 проценчĕ, халăх ӳсĕрле пулнипе ҫыхăннă. Пĕчĕк ачасене яланах сыхă тăмалла, вĕсене куҫран вĕҫертме юрамасть тенĕ ертӳҫĕ сăмаха тăсса. Кирлĕ-кирлĕ мар ҫĕрте ачасемпе пачах та шыва кĕме юрамасть, шыв тимсĕрлĕхе каҫармасть. Хальхи вăхăтра ҫынсемпе ытларах профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттерни те питĕ вырăнлă, йĕрке пăсассинчен халăха ҫакă та чылай пулăшать.
Вениамин Петров Чăваш Республикинче ҫăлавҫăсем хатĕррине, вĕсем кирек-епле инкекре те граждансене ҫăлса хăварма пĕлнине каланă. Специалистсем ăста, хăйсен пĕлӳ шайне кулленех ӳстерсе пынине хыпарланă.
Шупашкарта ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа 4 пляж хута кайнă. Кун пирки хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ. Тĕрĕслев ҫивĕч пулассине, пляжсем кану кунĕсенче ĕҫленине палăртнă.
Ҫĕнĕ Шупашкарта пĕр пляж хута янă. Муниципалитет ертӳҫи Ольга Чепрасова хула шыва кĕмелли тапхăра хатĕр тенĕ. Тавралăхра тирпейлĕ, мĕнпур ĕҫсене пĕтĕмпех йĕркелесе ирттернĕ тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.
Пĕлтĕр тĕрĕслев вăхăтĕнче Ҫĕнĕ Шупашкарта шыва кĕме юраман вырăнсенче халăх каннине тупса палăртнине аса илнĕ регион Пуҫлăхĕ. Кун пек йĕркесĕрлĕхсем пулсан, вырăнти пуҫлăхсен явап тытма тивет тесе асăрхаттарнă сăмаха пĕтĕмлетнĕ май. Инкекрен кашнин асăрханма пĕлмелле, йĕрке пăсма никамăн та ирĕк ҫук тенĕ тепĕр хут республика Пуҫлăхĕ, пурне те тимлĕ пулма чĕнсе каланă.
Чăваш Енри Роспотребнадзор Управленийĕн ертӳҫи Надежда Луговская пляжсене уҫиччен вĕсен службинчен ятарлă справка илмеллине тепĕр хут аса илнĕ, санитари правилисене пурин пăхăнмалла тенĕ вăл.