Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федерацин службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисмемпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ планерка ирттернĕ

Ҫĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федерацин службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисмемпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ планерка ирттернĕ. Ĕҫе пухăннисем, ҫĕртме уйăхăн 3-мĕшĕнче регионта хăш-пĕр участоксенче иртнĕ хушма суйлав кăтартăвĕсем пирки тишкернĕ, ыйтупа тĕплĕнрех регионти Тĕп суйлав комиссийĕн Председателĕ Александр Цветков паллаштарнă.  Суйлавҫăсем Етĕрнере, Шупашкарта, Элĕкре хăйсен участокĕсенче депутатсемшĕн сасăланă.

Малтанласа палăртнă тăрăх, Етĕрнере 9-мĕш суйлав округĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика ректорĕшĕн Владимир Ивановшăн суйлавҫăсенчен 75,92 проценчĕ хăйсен сассисене панă.  Ҫак кандидата «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» парти хăй енчен тăратнă. Явка  палăртнă округра 55,76 процент пулнă. Шупашкарти сасăлавра  «Московский автомобильно-дорожный государственный технический университет МАДИ» ФГБОУ ВО Атăлҫи филиалĕн директорĕ Наталья Евсюкова мала тухнă, уншăн 61,78 халăх хăйсен сассине панă. Вăл та «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» парти членĕ шутланать. Етĕрнере суйлавра ыттисене кая хăварса «Гимназия №1» МОУ директорĕ Надежда Порфирьева мала тухнă. Уншăн суйлавҫăсенчен 80 проценчĕ хăйсен сассисене панă. Элĕкре вара КПРФ парти членĕ Виталий Рыков мала тухнă, уншăн сасăлавҫăсенчен 54,84 проценчĕ хăйсен сассисене панă.

«Суйлав саккунпа килĕшӳллĕн иртнĕ. Сăнавҫăсем ҫителĕклĕ пулнă. Кăтартусем паллă.  Мала тухнисем, чăнласах та халăхпа килĕшсе ĕҫленине ҫирĕплетеҫҫĕ», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе регионти Тĕп суйлав комиссийĕн Председателĕ.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пурне те лайăх ĕҫленĕшĕн тав тунă.  Суйланнă депутатсене халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, саккунсене пăхăнса ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă.



04 июня 2018
12:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter