Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш районĕн халăхне ĕҫпе юрă спорт «Акатуй» уявĕпе саламланă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев поздравил жителей Канашского района с праздником песни, труда и спорта «Акатуй-2018»Ҫĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш районĕнче пулнă. Муниципалитетра ҫак кун «Акатуй» уявĕ иртнĕ. Мероприятине кăҫал Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкне тата И.Я.Яковлев ҫуралнăранпа 170 ҫул ҫитнине халалланă.

 «Урожай» стадионра мероприятийĕн программипе килĕшӳллĕн, тĕрлĕ куравсем хатĕрлесе тăратнă. Ял хуҫалăх техникисене тирпейлĕн вырнаҫтарнă, курма пыракансем валли пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе паллашма меллĕ пулнă.  Уявăн программи ҫав тери чаплă пулнă. Республикăра килсе ҫитнĕ сумлă хăнасем «Уй-хирĕн мăнаçлă карапĕсем!» куравпа тĕплĕн паллашнă. Ҫĕр улмине чăвашсен йăли-йĕркипе епле лартса хăварнине пултарулăх ушкăнĕ кăтартса панă.

Уявăн торжествăлла пайĕ ĕҫ коллективĕсен шествинчен пуҫланнă. Каярах халăх валли ачасен хорĕ хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Хыҫҫăн ентешсене, пухăннă хăнасене Канаш район пуҫлăхĕ Иван Иванов, район администрацийĕн ертӳҫи Владимир Степанов саламланă. Ертӳҫĕсем муниципалитетра пĕтĕмпе хресчен фермер хуҫалăхĕсем – 88, ял хуҫалăх предприятийĕсем  - 24 шутланнине хыпарланă.  Акса хăварнă ҫĕр лаптăкĕсем пĕтĕмпех ешерсе ларнине, вĕсем районта 19,4 пин га йышăннине пĕлтернĕ.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш районĕн ҫыннисене ăшшăн саламланă, ҫĕре хисеплесе унпа тухăҫлăн усă курнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Сăмаха май, кăҫал ҫак район республикăра пуҫласа «Акатуй» уявне ирттернине асăнса хăварнă. «Ҫутҫанталăк пирĕн хăватлăха тĕрĕслет. Шанатпăр, Канаш район халăхĕ кăҫал тыр-пула кирлĕ пек шайра пухса кĕртессе. Мухтав, ҫĕр ĕҫченĕсене!», - тенĕ хăйĕн саламĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Яланхиллех, уявра мала тухнисене, хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

Мухтава ҫĕнсе илнисем ҫаксем: Валерий Артемьев, Алексей Мурзуков, Тамара Листова, Антонина Тямина тата ыттисем те.

Уяв саламĕсем ҫумне ҫакăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн  депутачĕсем: Кияметдин Мифтахутдинов, Виталий ИвановЮрий Попов тата Петр Краснов, Канаш хула администрацийĕн пуҫлăхĕ  Виталий Михайлов, Каҫал ен районĕн администрацийĕн ертӳҫи Александр Осипов хутшăннă.

Ҫак кун Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти халăхпа пĕрле уявăн куравĕсемпе паллашнă, ҫынсемпе калаҫнă май вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ. Ҫанталăк лăпкă тăмарĕ пулин те, халăх мероприятине сахал мар пуҫтарăннă, пурте савăк кăмăллă пулнă. Акатуй уявĕнче ташласа, юрласа, спорт ăмăртăвĕсенче хутшăнса хăйсен чун-хавалне тултарнă.  

Фоторепортаж



04 июня 2018
08:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter