Нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсама фонд 813 млн ҫити куҫарса парать, апла пулсан подрядчиксем валли ĕҫ сахал мар, вĕсен таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлемелле

Нумай хваттерлĕ ҫуртсене 20172018-мĕш ҫулсенче тĕпрен юсав ĕҫне йĕркелессипе йышăннă программăна пурнăҫа кĕртесси вĕҫленсе пырать. Ҫĕртме уйăхĕ вĕҫленнĕ тĕле планпа килĕшӳллĕн, нумай хваттерлĕ 285 ҫурта ҫĕнетмелле, объектсене  тирпейлес ĕҫе тĕпрен вĕҫне-хĕрне ҫитермелле.  

Паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ.  Ĕҫе пухăннисем 2018-2020-мĕш ҫулсем валли йышăннă тепĕр программăн ĕҫĕ пирки сӳтсе явнă, ăна пурнăҫлассипе ҫыхăннă актуаллă ыйтусене тапратнă.

Нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсассипе ĕҫлекен регионти фондăн генеральнăй директорĕ Олимпиада Епифанова хăйĕн докладĕнче кăҫал нумай хваттерлĕ 252 ҫурта тĕпрен ҫĕнетме плана кĕртнине хыпарланă. Вĕсенче пурĕ 22,8 пин ҫын пурăнать. Объектсенче ĕҫлеме 813,5 млн тенкĕ пăхса хăварнине каланă ертӳҫĕ.  

«Пĕлтĕрхи пекех, кăҫал та объектсенче ытларах ҫуртсен ҫивĕттисене сарассипе ĕҫлемелле.  Палăртса хунисенчен, кашни иккĕмĕшĕ ҫак ĕҫе ыйтать.  Объектсенче канализаци, ăшăпа тивĕҫтермелли пăрăхсене, электричество пайне тĕпрен улăштармалла», тенĕ Олимпиада Епифанова.  

Кăҫал пĕтĕмпе 247 аукцион палăртнă. Вĕсенчен 185-шĕпе предпринимательсене тупса палăртса, объектсенче юсав ĕҫĕсене йĕркелеме пуҫланă. Вĕсем пурĕ нумай хваттерлĕ 149 ҫуртра тăрăшаҫҫĕ, тепĕр аукционĕ ҫĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче пулмалла тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Планпа килĕшӳллĕн, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕҫ-пуҫа вĕҫлесе пыма тăрăшăпăр», тенĕ ертӳҫĕ.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хăйĕн сăмахĕнче, ҫуртсене тĕпрен юсанă чухне, лифтсене ҫĕнетсе пымаллине асăннă. 2017-мĕш ҫул тĕлне регионта 237 лифт юрăхсăра тухнă тесе шута илнĕ, вĕсенчен 81-шне ылмаштарнă та.  «Ытти юлнисене те ҫĕнетме тĕллев лартнă, укҫа-тенкĕпе перекетлĕ усă курсан, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ», тенĕ министр.

Плана кĕртсе хăварнă ҫуртсенчен 14-шне кăлармалла. Вĕсенче маларахри тапхăрта тĕпрен юсанă тесе хыпарланă регион Пуҫлăхĕ.  Кун пек ҫитменлĕхсем тума юрамасть, енчен те объектсене ҫĕнетнĕ пулсан, тепĕр хут юсама плана кĕртмелле мар тесе асăрхаттарнă республика Ертӳҫи ятарлă службăсемпе муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пуҫлăхĕсене. Сăмаха май, вăл подрядчиксен ĕҫĕпе те кăсăкланнă.  

«Кам та кам хăй ҫине илнĕ ĕҫе вăхăтра пурнăҫламасть, вĕсене эпир тӳрех ҫирĕп тĕрĕслеве илетпĕр, УФАС та тĕпчеме пуҫлать. Яваплăха туйса ĕҫлеменнисен шутне кĕртсе хăваратпăр», тенĕ Олимпиада Епифанова.  

Патшалăхăн ҫурт-йĕр инспекцийĕн регионти ертӳҫи Виктор Кочетков хăйĕн докладĕнче, кулленех вĕсем Строительство министерствин специалисчĕсемпе объектсене тухса тĕрĕсленине хыпарланă.

«Ҫулсерен нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсама фонд 850 млн ҫити куҫарса парать. Апла пулсан, подрядчиксем валли ĕҫ сахал мар, вĕсен таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлемелле», тенĕ Михаил Игнатьев.



04 июня 2018
14:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter