Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тавралăха хӳтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун тата Эколог кунĕпе саламлани

Хаклă ентешĕмĕрсем! 

Сире Тавралăха хӳтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун тата Эколог кунĕпе чĕререн саламлатăп!

Чăваш Енре экологи ыйтăвĕсемпе, ҫут ҫанталăк ресурсĕсемпе тĕрĕс усă курас енĕпе ҫине тăрса ĕҫлеҫҫĕ. Республикăра тавралăха хӳтĕлес сферăра ҫĕнĕ технологисене ĕҫе кĕртеҫҫĕ, вăрман ресурсĕсене ҫĕнетес тĕлĕшпе мероприятисем иртеҫҫĕ. Экологи пĕрлешĕвĕсен хастарлăхĕ ҫулсеренех ӳсет, экологи волонтерлăхĕ аталанать, экологи акцийĕсен тата вĕсене хутшăнакансен шучĕ пысăкланать. Эпир пурте пĕрле тăрăшнипе тавралăх тăрăмĕ, шыв, тăпра тата сывлăш пахалăхĕ лайăхланать. Чăваш Ен ҫĕршывăн чи лайăх экологи лару-тăрăвĕллĕ вунă регионĕ йышĕнче ҫирĕпленчĕ.

Ҫут ҫанталăка хӳтĕлекенсене, общество хастарĕсене тăван тăрăхăн ҫут ҫанталăкне лайăхлатас ĕҫе тӳпе хывнăшăн чĕререн тав тăватăп. Сывлăх, ырлăх-тивлетлĕх тата малашне те ăнăҫу сунатăп.

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                                           Михаил Игнатьев



05 июня 2018
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter