Правительство ҫуртĕнче ĕҫлĕ тĕлпулу иртнĕ, унта РФ Юстици министерствин Чăваш Енри Управленийĕн ҫĕнĕ пуҫлăхне Ольга Никоновăна сумлă должноҫе йышăннă ятпа саламланă

Ҫĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче ĕҫлĕ тĕлпулу иртнĕ, унта РФ Юстици министерствин Чăваш Енри Управленийĕн ҫĕнĕ пуҫлăхне Ольга Никоновăна сумлă должноҫе йышăннă ятпа саламланă.

Усă калаҫура Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле РФ Юстици министерствин Атăлҫи федераци округĕнчи Тĕп управленийĕн пуҫлăхĕ Сергей Быстревский тата ытти официаллă ҫынсем пуҫтарăннă.

Чăваш Енри управленийĕн ҫĕнĕ пуҫлăхĕпе Сергей Быстревский паллаштарнă, ертӳҫĕ Ольга Никоновăна ҫав тери ăста специалист тесе хакланă.   

Ольга Николаевна Никоновăна ҫак должноҫе 2018-мĕш ҫулта ҫу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Раҫҫей Юстици министерствин приказĕпе ҫирĕплетнĕ.  Чăваш Енре Ольга Николаевна 8 ҫул ĕҫленĕ, унăн тавракурăмлăхĕ, професси пĕлĕвĕ ҫав тери пысăк.

Ҫак кун Сергей Быстревский Ольга Никоновăна удостоверени парса чысланă, республика Пуҫлăхне ҫак кандидата ырланăшăн тав тунă.  

Михаил Игнатьев ҫĕнĕ ертӳҫĕне малашне те пысăк ҫитĕнӳсем туса пыма сĕннĕ, республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн таса чунпа, саккунсене пăхăнса ĕҫлеме чĕнсе каланă.

Палăртса хăваратпăр, ҫак кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата РФ Юстици министерствин Атăлҫи федераци округĕнчи Тĕп управленийĕн пуҫлăхĕ Сергей Быстревский малашнехи тĕллевсем пирки сӳтсе явнă, патшалăх влаҫ органĕсемпе Юстици министерстви хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки канашланă.

«Эпир паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килтерсе саккунсен базине ҫĕнетсе пыма тăрăшатпăр, граждансен интересĕсене хӳтĕлессишĕн ĕҫлетпĕр», — тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе регион Пуҫлăхĕ.

 Сумлă хăна, регионта саккунсен базисене РФ нормисене пăхăнса йĕркеленине, ĕҫ хучĕсене вăхăтра йышăнса пынине палăртнă.  

Фоторепортаж



07 июня 2018
11:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter