Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Ахазов тата М.Павлов урамĕсенче пурăнакан халăхпа курнăҫнă

Михаил Игнатьев в ходе встречи с горожанами, обратившимися к нему с коллективными жалобами на уплотнительную застройку в г. Чебоксары: «Нужно учитывать мнение граждан, защищать интересы и право жителей на комфортную городскую среду»Ҫĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Ахазов тата М.Павлов урамĕсенче пурăнакан халăхпа курнăҫнă. Кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйту ҫынсене хĕссе, вĕсене пурăнма кансĕрлекен объектсем хута кайни. Ҫак тата ытти ыйтусене регион Пуҫлăхĕ кулленхи тĕрĕслеврех тытать.

«Эпир хамăрăн шухăш-кăмăлсене 2010-мĕш ҫултах палăртнă. Ҫуртсене пĕр-пĕринпе ҫав тер ҫывăх вырнаҫтарса лартма юрамасть.  Строительсем валли объектсем хута яма сахал мар уйрăм вырăнсем палăртса хăварнă. Ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсенче халăх валли ҫурт-йĕр хăпартма плана кĕртнĕ. Хулан границине пĕтĕмпех ĕҫ докуменчĕсемпе килĕшсе йышăнса хăварнă. Сахал мар ятарлă вырăн муниципалитетра»,тесе каланă Михаил Игнатьев халăх умĕнче вĕсен ыйтăвĕсене итленĕ хыҫҫăн.

Хулари Ахазов урамĕнче пурăнакансем 540 ҫын ҫĕнĕ объект пирки пăшăрханса пĕлтереҫҫĕ. Вĕсем хăйсен шухăшĕ ҫинчен сахал мар регион Пуҫлăхĕ патне ыйтса ҫырнă.  

«МКФ «Стромон-Китр» ТМЯО 2007-мĕш ҫулта ҫуртсем хăпартса лартма ҫĕрсене аренда шучĕпе илнĕ. Каярах виҫĕ уйăх иртсен, вĕсем объектсене хута яма субаренда шучĕпе «Алза» ТМЯО куҫарса панă.  Хула администраци ҫак килĕшĕве прахăҫлама йышăну тунă, суда тухнă. Йĕркесĕрлĕхсене те сахал мар тупса палăртнă Суд ĕҫченĕсем.  Аса илтерсе хăваратпăр, 06.06.2018 ҫул тĕлне  объекта хута яма ирĕк паманни пирки ĕҫ хутне те ҫирĕплетнĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков йывăрлăхран тухма икĕ вариант пуррине каланă.

«Эпир паянхи пурнăҫра право йĕркисене пăхăнса пурăнатпăр. Суд йышăнăвĕ пур. Апла пулсан, малашне ĕҫсене саккуна пăхăнса йĕркелесе пымалла. Халăхăн сĕнĕвне те шута илмелле. Вĕсен ирĕкне пăрахăҫлама никамăн та сăлтав ҫук», тенĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Суда ĕҫ хучĕсене тăратнă чухне хула администрацийĕн нумай хваттерлĕ ҫуртсенче пурăнакансен шухăш-кăмăлне те шута илмелле пулнă.  Анчах та, хула ертӳлĕхĕ граждансен сĕнĕвĕсене пачах та тăратман.  Паянхи куна строительство ĕҫне пуҫлама никамăн та ирĕк ҫук. Пирĕн тĕллев – халăх сĕнĕвне шута илесси, вĕсене пурăнма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратасси», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Хулари 27-мĕш №-лĕ шкул ҫывăхĕнче пурăнмалли ҫурт-йĕр хута яма шут тытни те ҫынсене кăсăклантарнă. Вĕсем йышăнăва пăрахăҫлама Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне 840-ĕн ҫырупа тухнă.  Палăртнă вырăнта 9 хутлă ҫурт хăпартса лартма йышăннă, ҫĕр айĕнче парковка йĕркелеме плана кĕртнĕ. Анчах та ыйтăва 2012-мĕш ҫулта халăхпа пĕрле сӳтсе явнă чухне, пурте тенĕ пекех хирĕҫ  пулнă. «ПКФ «Гейзер» ТМЯО 2008-мĕш ҫулта пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулăн теплица вырăнне туянса строительство йĕркелеме ĕҫ хутне ҫирĕплетнĕ.  Нумай хваттерлĕ ҫурт хăпартса лартма предприниматель ҫĕр лаптăкне межевани тунă.  Уҫă итлев вăхăтĕнче халăх тата хирĕҫ пулнă. Ĕҫ хучĕсене  тишкернĕ хыҫҫăн, каллех ирĕк паман строительство ĕҫне пурнăҫлама предпринимателе.  Социаллă сферăн ҫĕр лаптăкĕсем пĕтĕмпех муниципалитет пурлăхĕ тесе шутланмалла.  Йĕркесĕрлĕх вырăнта хуҫаланмалла мар тесе тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтусене предпринимательсемпе пĕрле ҫавра сĕтел калаҫура сӳтсе явăпăр.  Кăткăс лару-тăруран тухмалли ыйтусенчен пĕри   вĕсене урăх вырăнта ҫĕр лаптăкĕпе тивĕҫтересси.  Маларах палăртнă ҫĕр лаптăкĕсене тирпейлесе халăх валли кану вырăнĕ туса памалла», тесе уҫăмлăн каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Фоторепортаж



07 июня 2018
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter