Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунне хатĕрленессипе йĕркеленĕ комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел заседание организационного комитета по подготовке и проведению в 2018 году Дня РеспубликиҪĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунне хатĕрленессипе йĕркеленĕ комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Григорьев хăйĕн докладĕнче регион Пуҫлăхне экономика енĕпе ҫыхăннă мероприятисен планĕ пирки каласа кăтартнă, уявăн программипе килĕшӳллĕн, «Завод им. В.И. Чапаева» АО, «ЧП «Сеспель» АХО, «Чувашторгтехника», «АККОНД» АОсенче ҫĕнĕ производство линийĕсене уҫма тĕллев лартнине хыпарланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫак производствăсене хута ярсан, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленессине палăртнă, ҫамрăксем валли уйрăмах ҫак ыйту ҫав тери пĕлтерĕшлĕ тесе асăннă. Ҫĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Предпринимательсен кунĕ иртет.  Ун чухне вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хурса хисепе тивĕҫнисене, патшалăх наградисене тивĕҫтерме тĕллев лартнине те каласа хăварнă.

Ҫĕртме уйăхĕн 14-15-мĕш кунĕсенче регионта «Росатом» Патшалăх корпораци Чăваш Енри промышленноҫ предприятийĕсемпе пĕрле конференци йĕркелеме плана кĕртнĕ.  Мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ – таварсемпе ытларах та ытларах «Росатом» тытăмĕнче усă курма тĕрев парасси.

Аса илтеретпĕр, 2017-мĕш ҫулта ҫурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регион пирки презентаци кăтартса панă пулнă.  Ун чухне шăпах та, «Росатом» Госкорпораци Чăваш Республикине килсе курма хурав панă.     

Кăҫал ҫĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта РФ Патшалăх Думи ҫавра сĕтел мелĕпе лару йĕркелеме палăртнă, РФ субъекчĕсене финанс тĕрĕшĕнчен пулăшмалли ыйтусем тавра канашлама палăртнă. Ҫĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикинче алюмини тирпейлесе кăларассипе ятарлă конференци ĕҫне палăртса хунă, актуаллă ыйтăва тĕпрен сӳтсе явма килĕшнĕ. Раҫҫейри паллă предприятисем ҫак ĕҫе хутшăнма кăмăл тунă. Ҫĕртме уйăхĕн 23-24-мĕш кунĕсенче Шупашкарта тĕрлĕ куравсем ĕҫлĕҫ, промышленноҫ, строительство, наукăпа вĕрентӳ, сывлăх сыхлавĕнчи ҫĕнĕлĕхсемпе паллашма пултараҫҫĕ ҫынсем. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ҫĕртме уйăхĕн 23-24-мĕш кунĕсенче Пĕтĕм халăхсен фейерверксен фестивалĕ иртет. Унта 5 команда хутшăнасси паллă.   Хальлĕхе каҫхине 11 сехетрен пуҫланакан мероприятине 10 сехете е тата 10 сехет те 30 минута куҫарасси пирки калаҫу пырать.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев Республика кунĕнчи культура программи пирки ытларах чарăнса тăнă. «Акатуй» уявĕ кăҫал ҫĕртме уйăхăн 23-мĕшĕнче республикăра иртет. Чăваш Енри Ачасен хорĕ те куракансем валли илемлĕ юрă-кĕвĕ хатĕрленĕ.  Наци музейĕнче куравсем пулĕҫ, хăнасем Санкт-Петербуркран килме кăмăл тунă.  Яланхиллех пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарĕҫ.  

Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче, кăҫал мероприятисенче 220 коллектив пулассине хыпарланă. РФ 33 регионĕнче пултарулăх ушкăнĕсем килсе ҫитме кăмăл тунине пĕлтернĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков ҫĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне юсав ĕҫĕсем пĕтĕмпех вĕҫленмеллине асăннă. Баннерсем ҫинчи хыпарсем вырăсла тата чăвашла ҫырăнассине каланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ уяв мероприятийĕсенче халăх валли ытларах хамăр тăрăхра тирпейленсе тухакан таварсене  туянма тăратмаллине асăннă.  

Кăҫал уявăн тĕп мероприятийĕ Красноармейски районĕнче иртет.  Уяв мероприятийĕсене йĕркелеме, объектсене ҫĕнетме муниципалитет Чăваш Ен Пуҫлăхĕн грантне тивĕҫнĕ, унăн виҫи 10 млн танлашать.

Район администрацийĕн пуҫлăхĕ Александр Кузнецов хăйĕн сăмахĕнче, муниципалитет пĕтĕмĕшле уява ирттерме хатĕр тесе каланă. Хăш-пĕр объектсенче тавралăха тирпей-илем кӳртес ĕҫ хĕрӳ пынине асăннă. Чи пахи уяв мероприятийĕсемпе килĕшӳллĕн, районта ҫĕнĕ объектсем те хута каяҫҫĕ, вĕсем: ФАП, «Юмах» ачасен кану вырăнĕ тата ытти те.   Пĕр сăмахпа калас пулсан, ҫав тери уяв мероприятийĕ пуян. Ҫак кун ларура ертӳҫĕсем Ҫĕнĕ Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕн представителĕсене те итленĕ, вĕсен тăрăхĕнче йĕркелесе ирттернĕ ĕҫсемпе кăсăкланнă.

Тĕп уяв тивĕҫлĕ тата ҫӳллĕ шайра йĕркеленсе иртмелле тесе асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май.  Ялсен сăн-сăпачĕсем ырă енне улшăнмаллине, халăх валли условисем йĕркеллĕ пĕтĕмпех пулмаллине, таврара тирпейлĕх хуҫаланмалла тесе чĕнсе каланă. 

Фоторепортаж



07 июня 2018
15:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter