Регионти «Тракторсен завочĕ», «Промтарктор-Вагон» тата «Промтрактор-Промлит» предприятисен ертӳҫисемпе республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев уҫă калаҫу ирттернĕ

Регионти «Тракторсен завочĕ», «Промтарктор-Вагон» тата «Промтрактор-Промлит» предприятисем хăйсем патне ĕҫлеме йыхравлаҫҫĕ. Хальлĕхе ҫак организацисенче  икĕ пин ытла ҫын ҫитмест. Кун пирки хыпара республика Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле ирттернĕ ĕҫлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче Игорь Шпак тата Юрий Костромичев пĕлтернĕ.

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Григорьев хутшăннă. Ертӳҫĕсем предприятисен пуласлăх ҫул-йĕрĕ пирки тишкернĕ, актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă.  «Промтрактор – Вагон» АО генеральнăй директорĕ Игорь Шпак кăҫал ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне предприяти пурĕ 374 ҫурмавагонсем калăпласа кăларнине палăртнă. «Ҫурла-авăн уйăхĕсенче хаксем ахăртнех хытă улшăнмасан, организаци тупăшпа ĕҫлеме пуҫласси паллă», – тенĕ вăл.  Сăмаха май, предприятинче тăрăшакансем тулли ĕҫ кунĕпе тимленине, ĕҫ укҫине те вăхăтра тивĕҫсе пынине хыпарланă.  

Михаил Игнатьев ҫĕнĕ заказсемпе кăсăкланнă, вĕсене пурнăҫа кĕртме хатĕрсем ҫителĕклĕ пулнипе пулманнине ыйтса пĕлнĕ. Регионти Тракторсен завочĕн шăпи пурсăмăра та кăсăклантарать, уйрăмах ыйтусене республика ертӳлĕхĕ пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшать тенĕ  вăл сăмаха малалла тăснă май. «Кирек-епле йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтăва та уҫăмлатма эпир яланах хатĕр, май пулсан, витĕм кӳме те тăрăшăпăр», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ. Ку хутĕнче ертӳҫĕсем налук ыйтăвĕсем пирки те чарăнса тăнă, парăмсене парса татассипе йышăнмалли мерăсем ҫинчен калаҫнă.

Фоторепортаж



07 июня 2018
11:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter