Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Социаллă ĕҫчен кунĕпе саламлани

Социаллă сферăн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Социаллă ĕҫчен кунĕпе чĕререн саламланине йышăнсамăр!

Сирĕн профессире пĕлӳпе ăсталăх ҫеҫ мар, этемĕн ятарлă пахалăхĕсем те, ыр кăмăллăх, сисĕмлĕх, ăшăлăх, ыттисене хĕрхенме пĕлни  кирлĕ. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ граждансем, нумай ачаллă ҫемьесем, ачасем, сусăрсем тата ватă ҫынсем кирлĕ пулăшăва шăпах сирĕн урлă илеҫҫĕ. Эсир хăвăр пăхакан ҫынсен шăпине ырă витĕм кӳме ăнтăлни вĕсене йывăрлăхсене ҫĕнтерме вăй хушать, ырăлăхпа тĕрĕслĕхе шанма май парать.

Чăваш Енĕн социаллă ĕҫченĕсем халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕҫтерес ĕҫĕн тухăҫлăхне ӳстермешкĕн хальхи меслетсемпе усă курни савăнтарать. Социаллă учрежденисен ĕҫченĕсем патшалăхăн социаллă политикине пурнăҫа кĕртес ĕҫе яланах ăнăҫлă тата пысăк яваплăхпа хутшăнаҫҫĕ.

Сире ырă кăмăлпа тунă ĕҫĕршĕн, сисĕмлĕхпе чун-чĕре ăшшишĕн, эсир ăна хăвăр пăхакан ҫынсене парнелетĕр  тав тăватăп. Сирĕн ырăлăх хăвăр пата каялла темиҫе хут ытларах таврăнтăр. Сире тата ҫывăх ҫыннăрсене ăнăҫу, сывлăх, ырра шанаслăх тата телей сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                                      Михаил Игнатьев    



08 июня 2018
08:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter