Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫейре полици тытăмне йĕркелесе янăранпа 300 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă

В Чувашии отметили 300-летие российской полицииҪĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫейре полици тытăмне  йĕркелесе янăранпа 300 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă. Паллă пулăма Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствин акт залĕнче йĕркеленĕ.

Уява ҫакăн пекех саккунсен ĕҫ-хĕлĕнче тăрăшакансем, хула ертӳлĕхĕ, суд тата право хуралĕсенче вăй хуракансем, обществăлла организацисен представителĕсем, республикăра ачасен тата ҫыннăн прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйсем килсе ҫитнĕ.

Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин еҫчешĕсем умĕнче доклад тунă май, РФ Шалти ĕҫсен Министрĕн Владимир Колокольцевăн салам ҫырăвне вуласа панă.   «Шалти ĕҫсен органĕсенче тăрăшакансем мĕнпур тапхăрта та хӑйсен професси тивӗҫӗсене чыслӑн пур­нӑҫлаҫҫĕ. Пурнӑҫӑн кирек хӑш сферинче те ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫĕ, пра­во йӗркине шанчӑклӑн тытса пырса обществӑра тăнăҫлăха, йĕркепе тивĕҫтерес ĕҫе курӑмлӑ тӳпе хываҫҫӗ», - тенĕ саламла.

Ҫак кун паттăр ентешсене асăнса мероприятине пухăннисем пĕр минутлăха шăплăха тытса сума суннă. Пурĕ 1921-мĕш ҫултан пуҫласа Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствин списокĕнче, хĕрӳ вăрҫăсенчен таврăнайман салтаксен шучĕ 101 ҫитнĕ.  Вĕсем патшалăха упраса, хăйсене шеллемесĕр пуҫне хунă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев полицире тимлекенсем   професси ӑсталӑхне малашне те ӳстерсе пы­­расса, граждансен конституцире палӑртнӑ ирӗкӗсемпе ирӗк­лӗ­хӗсене тата саккунлӑ интересӗсене чыслӑн та тӳрӗ кӑмӑлпа хӳтӗлессе ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп тенĕ.  

Регион Пуҫлăхĕ служба тивӗҫне чыслӑн тата тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пынӑшӑн, тӳсӗмлӗхшӗн тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннӑшӑн  пурне те тав тунă. Ҫӗршывӑмӑр ырлӑхӗшӗн мӗн пур вӑйне парса тӑрӑшнӑ, паян хӑйсен нимрен те хаклӑ опычӗпе пӗлӗвне сотрудниксен ҫӗнӗ ӑрӑвне паракан ветерансене уйрӑммӑн мухтаса хăварнă.

«Эпир чăнласах та, паттăрсемпе мăнаҫланатпăр. Обшествӑри социаллӑ пурнӑҫпа экономика тата политика тӑнӑҫлӑхӗ, ӑна преступла тапӑнуран хӳтӗлес лару-тӑру, ҫынсем малашлӑхалла шан­чӑклӑн пӑхни ытларах чухне полицин лайӑх ӗҫӗнчен килет. Чӑваш Енри патшалӑх влаҫӗн, право сыхлавӗн органӗсем тата об­щество организацийӗсем пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑн ҫыхӑнса ӗҫленине пула республика территорийӗнче преступлени тӑвассин шайӗ чакас туртӑм па­лӑрать», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Ҫивӗч ыйтусене гражданла эксперт пӗрлӗхӗсене анлӑн явӑҫтарса тӗрлӗ вырӑнта уҫҫӑн та тӗплӗн сӳтсе явни хӑрушлӑхсене вӑхӑтра сирме пулӑшать.

Мероприятире ҫак кун хисепе тивĕҫнĕ паттăрсене патшалăх наградисене парса чысланă.

Торжетвăлла пулăма пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Альбина Егорова пухăннисене Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн Председателĕ ячĕпе хĕрӳллĕн саламланă. Полици сотрудникĕсене пурне те тӳсĕмлĕх тата саккуна пăсакансен çулне пӳлме яланах хатĕр пулма, çавăн пекех йĕри-тавралăхра пулса иртекен мĕн пур ĕç çине тимлĕрех пăхма суннă.

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тата обществăри çирĕплĕхе упраса хăварас тĕллевпе обществăри йĕркелĕхе сыхлас профессие суйласа илнĕ çынсем чăннипех те пысăк хисепре пулнине ҫирĕплетсе каланă. Раççей Шалти ĕçсен министерствин органĕсен ĕçченĕсене обществăри йĕркелĕхе сыхлас, йывăр преступленисене уçса парас енĕпе ырми-канми ĕçленĕшĕн мухтанă.

Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерстви ҫумĕнчи Общество канашĕн председателĕ Валерий Андреев саламсем ҫумне хутшăннă. Вăл массăллă информаци хатĕрĕсенче тимлекенсем хушшинче  ирттернĕ конкурс ҫĕнтерӳҫисене наградăсем парса хавхалантарнă.  

Сумлă ентеш, полици ветеранĕ Михаил Киселев служба ĕҫĕ пирки кăштах чарăнса тăнă, тĕрлĕ тапхăрти пулăмсене каласа панă. «Яланах хĕрӳ вăхăтсем пулнă. Вĕсене татса парас ĕҫе полицире тăрăшакансем хастар хутшăннă. Йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтусене вĕсемсĕр татса пама хĕн», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне вăл.  Пурне те çирĕп сывлăх тата кил вучахĕн ăшшине туллин туйма, иксĕлми вăй-хал, çирĕп шанăç, палăртса хунă тĕллевсемпе ĕмĕтсене пурнăçлама, гражданла общество çирĕплĕхĕшĕн тата халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатассишĕн тăвакан кулленхи ĕçре çитĕнӳсем суннă.

Уяв яланхиллех чаплă концертпа вĕҫленнĕ. 

Фоторепортаж



09 июня 2018
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter