«МолГород–2018» ҫамрăксен форумĕн эксперчĕсемпе республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулнă

Михаил Игнатьев встретился с экспертами молодежного форума «МолГород – 2018»Ҫĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсемпе Ольга Павловăпа тата Леонид Черкесовпа, паллă актерпа Александр Носикпа, пĕрремĕш каналра «Хыпарсем» кăларăма ертсе пыракан Максим Шарафутдиновпа Евгения Королевăпа уҫă калаҫу ирттернĕ.  

Тĕлпулăва ҫакăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хутшăннă.

Сумлă хăнасем Чăваш Республикине «МолГород» ҫамрăксен форумне  эксперт  шутĕнче килсе ҫитнĕ.   

Территорисене аталантарассипе ҫыхăннă вĕрентӳ пайĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Ольга Павлова тата Леонид Черкесов Шупашкара илемлетесси пирки ыйтусене пăхса тухнă, федераци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн йĕркелемелли ĕҫсем ҫинчен каласа кăтартнă.  Ҫамрăк яш-кĕрĕм умĕнче эксперт пулса Максим Шарафутдинов тата Евгения Королева журналистсем тухса калаҫнă, хăйсен ăсталăхĕсемпе паллаштарнă, мастер-класс кăтартса панă.

«Чăваш Ен пуласлăхĕ, пирĕн çĕршывăн малашлăхĕ мĕнлерех пуласси шăпах çамрăк ăру представителĕсенчен нумай килет. Çавăнпа та влаç органĕсен пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ – этеме пурнăçра ăнăçтарма условисем туса парасси: кашни çамрăк çын хăйĕн интеллект тата пултарулăх вăй-хăватне туллин уçма, пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма, суйласа илнĕ çĕрте хăйне тивĕçлипе кăтартма пултартăр. Пирĕн республикăра çамрăк ăрăвăн пултаруллă, пуçаруллă представителĕсене пулăшас енĕпе тĕллевлĕ политикăна тытса пыратпăр. Ку вăл – ачасемпе тата çамрăксемпе ĕçлессипе çыхăннă инноваци, эксперимент проекчĕсен республика конкурсĕ те, çамрăксен пуçарăвĕсене грант парса пулăшни те, çамрăксен общество пĕрлешĕвĕсене укçа-тенкĕ енчен хавхалантарни те, тата ытти те», тенĕ регион Ертӳҫи.  

Ольга Павлова паллă спортсменка. Вăл ҫăмăл атлетикăра ачасене сахал мар туптанă. Сăмаха май, Чăваш Республики РФ регионĕсем хушшинче спортпа туслă чи вăйлă субъект тесе ҫирĕплетсе каланă. Çулсеренех вĕренӳре, бизнес-проектсем хатĕрлес ĕçре, наукăра, пултарулăх, производство, управлени ĕç-хĕлĕнче ҫамрăк яш-кĕрĕм пысăк çитĕнӳсемпе палăрнине тепĕр хут палăртса хăварнă.

Максим Шарафутдинов  хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енри ҫамрăксем питĕ хастар та пуҫаруллă тенĕ.  Вăл ертсе пынă форумри мероприяти ĕҫне 400 ытла ҫын хутшăннине хыпарланă. Сахал мар тĕрлĕ ыйтусене хускатнине пĕлтернĕ. Ӳлĕмрен те сирĕн тăрăха кисе ҫамрăксемпе тĕл пулма хатĕр тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти яшсемпе хĕрсем журналист пулассишĕн питĕ тăрăшнине пĕлтернĕ. Вăл профессине ҫамрăксем юратнине хыпарланă. Юлашки 25 ҫул хушшинче республикăра массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем тăтăшах тĕрлĕ конкурссенче хутшăннине, ҫитĕнӳсемпе палăрнине каланă. Атăлҫи федераци тăрăхĕнче вырнаҫнисем пĕрле пухăнса ытти субъектсенчисемпе уҫă калаҫусем сахал мар йĕркеленине хыпарланă.   Ют ҫĕршывсенчен те чылай хăнасем килнине, вĕсенчен кашни паха ĕҫ опычĕпе пуян пулнине палăртнă регион Пуҫлăхĕ. Фестивале 900 ытла ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнине те асăннă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.  

Александр Носик  тĕлпулăва пухăннă май, пирĕн ертӳҫĕсене ҫакăн пек курăмлă ĕҫе хăйсене хисеплесе чĕннишĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Ҫамрăксен форумĕ чăннипех те кăсăклă тесе хыпарланă хăнасем. Сăмаха май, хулапа паллашма килĕшнине, ҫав тери хитре тавралăх тенĕ вăл.  «Ҫынсем уҫă чĕреллĕ, пĕрне-пĕри хисеплени курăнать. Шанатăп, ҫамрăксем те пирĕнтен ыррине ҫеҫ вĕресе юласса», тесе хăй шухăшне палăртнă артист.

Пĕр пухăннă пек чухне вĕсем ĕҫ пирки те сăмах пуҫарнă, ҫамрăксене вырнаҫтарас ыйту мĕнле пулса пынипе кăсăкланнă.  Халăх сывă пурнăҫ йĕркине хисеплени куҫкĕретех тенĕ хăнасем. 

Фоторепортаж



09 июня 2018
07:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter