«Арçынсен репродуктивлă сывлăхĕ тата нумай çул хастар пурăнасси» программăна пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусене ертӳҫĕсем тарăн тишкернĕ

Обсуждены вопросы реализации программы «Охрана репродуктивного здоровья у мужчин и активное социальное долголетие в Чувашской Республике»Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп специалисчĕпе Олег Аполихинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем регионта арҫынсен сывлăхне ҫирĕплетес тата ĕмĕрне вăрăмлатассипе йышăннă программăна пурнăҫа кĕртес тĕллевпе ҫыхăннă ыйтусем тавра сăмахланă.

Калаҫу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансене паха медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерес тесе сахал мар ĕҫленине хыпарланă. «Эпир медицинăри ҫĕнĕлĕхсене пурнăҫа кĕртме, профильлĕ направленисене те вăй илтерме яланах хатĕр», — тенĕ вăл.

 Раҫҫей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп специалисчĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева регионта сывлăх сыхлавне аталантарассипе курăмлă ĕҫсем йĕркелесе пыма витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Пĕтĕмпех ĕҫсем йĕркеллĕ пулса пыраҫҫĕ.  Чи кирли  — условисем пурри тата вĕсемпе халăх усă курма пĕлни. Ĕҫлес текенсем те сахал мар.  Республика Ертӳҫи кăна мар, ахаль ҫынсем те, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем пурте сиплев учрежденийĕсем ҫирĕпленсе, пысăк технологи пурнăҫа кĕрсе пытăр тесе тимлеҫҫĕ.   Шанатпăр, Чăваш Республики ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрасса. Медицина пайĕнчи пĕлтерĕшлĕ ĕҫсем чăнласах та ҫав тери паха, ачасен, ҫамрăксен, аслисен, ҫемьесен сывлăхне упрама май паракан программăсем те кулленех пурнăҫа кĕрсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Арҫынсен ар енĕпе ҫыхăннă органсене упраса хăварма май паракан «Арçынсен репродуктивлă сывлăхĕ тата нумай çул хастар пурăнасси» программа уйрăмах питĕ кăсăклă», — тенĕ сумлă хăна.

Арҫынсен пурăнас ĕмĕрне тăсассипе йышăннă ятарлă программа виҫ-тăватă пайран тăрать.  Ҫынсен вăраха кайма пултаракан чирĕсене малтанхи тапхăрсенчех специалистсем  тупма палтараҫҫĕ.    

Программăна пурнăҫа кĕртме республика хыснинчен 46 млн ытла пăхса хăварнă. Укҫа-тенкĕне ытларах сиплев учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма куҫарĕҫ. Урологи уйрăмĕнче ятарлă пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсем пулĕҫ.

Палăртса хăваратпăр, Раҫҫей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп специалисчĕ, медицина наукин докторĕ, профессор, РАН член-корреспонденчĕ Олег Аполихин Чăваш Енре ĕҫлĕ визитпа икĕ кун пулать.

Каласа хăвармалла, «Приложение силы» ятарлă программа ҫĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче тӳрĕ эфирта пĕрремĕш каналра тухнă.  Ун чухне регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăхăн ыйтăвĕсем ҫине хурав панă, ертӳҫĕсемпе пĕрле социаллă сферăри, экономика пайĕнчи актуаллă ыйтусене тарăн хускатнă.  Демографи лару-тăрăвĕ те кун йĕркинче ҫивĕч тăнă. Палăртнă программăна, шăпах та ҫак ҫӳлерех асăннă ертӳҫĕ те хутшăннă, тĕрлĕ сĕнӳсемпе хуравсем панă.  

Паян Олег Аполихин хулари Президент перинатальнăй центрĕнче пулнă, уҫă лекци специалистсем валли вуланă. Шăпах та, сывлăх университечĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. 

Фоторепртаж



09 июня 2018
14:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter