Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне йĕркелесе ертсе пынă

Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне йĕркелесе ертсе пынă. Ĕҫе пухăннисем Чăваш Республикин саккун проекчĕсене тишкернĕ, ҫĕнĕлĕхпе ҫыхăннисене йышăнса хăварнă. Вĕсем хула строительствипе, ҫĕрсемпе, пурăнмалли ҫурт-йĕрпе тата коммуналлă хуҫалăх ыйтăвĕсемпе пулнă.

Хула строительствин ĕҫ-хĕлĕпе ҫыхăннисене пĕтĕмпех граждансен сĕнĕвĕсене, кунсăр пуҫне федераци саккунне те тĕпе хунă.  Ĕҫ хучĕсен проекчĕсене халăхпа уҫăмлăн тишкерме пулать е тата Интернет сетĕнче те анлă ҫыхăнма ирĕк пур.  Кирек-епле ыйтăва татса парас тесен, граждансемпе пĕрле канашлани питĕ пĕлтерĕшлĕ. Енчен те Интернет ҫыхăнупа ҫак ĕҫе йĕркелес пулсан, халăх ытларах ĕҫе кӳлĕнесси те куҫкĕретех. «Паянхи пурнăҫ таппинче кун йышши меслетсемпе усă курни халăхăн сĕнĕвне итлеме, тĕрĕс ыйтăва татса пама витĕм кӳрет», – тенĕ Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Максим Иванов.   

Ларура нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫне йĕркелессипе ҫыхăннă ыйтусем пирки те чарăнса тăнă.  Республика программи ҫинчен хваттерсен хуҫисене хăйсен сĕнĕвĕсене тăратма чĕнсе каланă, енчен те объектсем ҫав тери юрăхсăра тухнă пулсан, ĕҫ комиссийĕ ҫирĕп пăхса тухса маларахри тапхăрсенче те тĕпрен юсама плана кĕртме пултарĕ. Чи кирли, халăхăн хăй парăмне вăхăтра куҫарса пымалла. Унсăрăн объектсене темĕнле тăрăшсан та ҫывăх вăхăтра тĕпрен юсама нимĕнле те май килмĕ.

Максим Иванов 90 кун хушшинче капремонт программи пирки хыпарсем анлă сарăлччĕр тесен, Чăваш Республикин Строительство министерствин сайтĕнче,  ҫак ĕҫпе тимлекен организацийĕн  те ҫителĕклĕ хыпарсем вырнаҫтарма пĕлмелле тенĕ. Программăн планĕ халăхшăн уҫăмлă пулмалла, ҫынсене хăйсен ҫурчĕсемпе ҫыхăннă хыпарсене вăхăтра вулама, кирлĕ пек мĕнпур условисене ҫирĕп йĕркелесе тăратмалла.

Ĕҫе пухăннисем ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсене ытти категорине куҫарассине  те ҫивĕч тишкернĕ.   Сĕнтĕрвăрри тата Тăвай районĕсем ыйтнипе 3 ҫĕр лаптăкне, пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 5,2015 га йышăнать, пĕрисем масар валли, теприсем вара туристсем валли база тума куҫарма ĕҫ хучĕсене тăратнă. Тăвай тăрăхĕнче, паллах туризм енĕпе аталанса пыма условисем ҫав тери чаплă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев енчен те предпринимательсем ҫак ĕҫсене йĕркелеме шухăшлаҫҫĕ пулсан, ытти категорине вĕсен куҫарма ирĕк ҫук тенĕ. Аренда шучĕпе ыттисене сутма та юрамасть, пĕр сăмахпа каласан тĕллевлĕн усă курмалла. Саккун пуриншĕн те ҫирĕп пулĕ тесе асăрхаттарнă регион Ертӳҫи сăмаха пĕтĕмлетсе. Республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлесе пымалла тенĕ вăл.

Кун йĕркине кĕртнĕ ЖКХ ыйтăвĕсемпе те сахал мар калаҫнă. Кăҫал утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа граждансен ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн кăштах хаксем пысăкланнă.    Чăваш Республикинче вăтамран 3,5–4  процент таран пулĕ стандарт. Чăваш Ен бюджетĕнче 2018-мĕш ҫул валли йышăннă бюджетра субсиди мелĕпе куҫарма 294,3 млн пăхса хăварнă. Кăрлач–ҫĕртме уйăхĕсенче пĕтĕмпе 16,3 пин ҫемье 136,2 млн субсиди илме те ĕлкĕрнĕ.  

Регион Пуҫлăхĕ халăх валли куҫакан субсидисем пирки ҫынсене туллин тата вăхăтра хыпарсене пĕлтерме чĕнсе каланă ертӳҫĕсене.

Патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕ шутланакан ҫĕр вырăнĕ ҫинче объект хăпартса лартас пулсан йĕрке хăйне евĕр ҫирĕп пулнă, халĕ малашне те ҫак ĕҫ пирки ҫĕнĕлĕсем пулĕҫ, унăн йĕркине улшăнусем кĕртнĕ.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ кирек-епле ĕҫе тытăнас пулсан та, чи малтан халăхпа пĕрле пухăнса сӳтсе явмалла, йĕрке пăсма ирĕк никамăн та ҫук тесе асăрхаттарнă. Протоколсем ҫырнă чух вара суя ĕҫсем пирки калăпласа ҫырнисем пачах та пулмалла мар. Халăх протоколĕсем тӳрех Патшалăхăн ҫурт-йĕр инспекцине лекĕҫ. Вĕсен унта 3 ҫул хушши упранмалла.   Енчен те тĕрĕслев ĕҫĕсем вăхăтĕнче кăлтăксем тупса палăртсан, тепĕр хут ĕҫ-пуҫа пуҫарма тивĕ. Чăваш Енри ШĔМ вара тĕплĕн пăхса тухĕ, кирлĕ пулсан айăплисене тупса палăртнă хыҫҫăн, мĕн пуласси те паллă. Ĕҫсем яланах уҫăмлă пулмалла, суя хыпарсем тума юрамасть. Ытти ҫĕнĕлĕхсем пирки те сахал мар тишкернĕ, пуринпе те тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.



11 июля 2018
18:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter