Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре Чăваш Енри шалти ĕҫсен министерствинче тăрăшакан полицисемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

На Красной площади г. Чебоксары прошла встреча сводных отрядов полиции МВД по Чувашской Республике Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствинче ĕҫлекен полицисем Хусантан служба командировкинчен таврăннă. Вĕсем хăйсен умне лартнă тĕллевсене тивĕҫлĕ шайра пурнăҫланă. FIFA 2018 тĕнче шайĕнче иртекен футбол Чемпионатĕнче обществăра хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе тимлĕн тăрăшнă.

Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре право хуралĕнче тăрăшакансене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев торжествăлла пулăмра тав тунă.  Саламсем ҫумне Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев хутшăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Михаил Игнатьев полици ĕҫченĕсене тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел каялла таврăнăшăн, палăртнă тĕллевсене пысăк шайра йĕркелесе пурнăҫланăшăн ырланă. Шалти ӗҫсен министерствин мӗнпур подразделенийӗпе тытӑмӗн сотрудникӗсем саккунлӑхпа право йӗркине шанчӑклӑн хуралланине, чи кӑткӑс тӗллевсене пурнӑҫланӑ чухне те килӗштерсе тата йӗркеллӗ ӗҫлеме пултарнине уҫҫӑн кӑтартса панине каланă.

Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин пухăннă ентешсене тав тунă май, обществăра халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе ҫыхăннă паха ĕҫ опычĕ ӳлĕмрен хамăр регионта тĕнче шайĕнчи спорт мероприятийĕсене йĕркеленĕ чухне кирлĕ пуласса шанса каланă. «Эсир кирек-ăҫта та, професси ӑсталӑхне тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине кăтартса пама пĕлетĕр, сиртен кашниех хӑйӗн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласса шанатăп, чăваш полици ятне ҫӳллĕрен те ҫӳле чыслăн ҫĕклессе ĕненетĕп», тенĕ ертӳҫĕ.

Шупашкар хула ертӳҫи Евгений Кадышев  пурне те ырлăх-сывлăх, професси шайне ӳстерсе пыма сĕннĕ.

Пӗрлехи тӗллев – республикӑра пурӑнакан кашни ҫын малашлӑха ырӑ шанӑҫпа пӑхтӑр тесе мӗн кирлине пӗтӗмпех тӑвасси. Ĕҫре хастарлăхпа тата пысăк кăтартусемпе палăрнисене наградăсем парса чысланă.

Палăртса хăваратпăр Чăваш Енри ШĔМче тăрăшакансем Хусан хулинче ҫу уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пулнă.  Вĕсем ҫак тапхăрта йĕрке пăснă тĕслĕхе 21 тупса палăртнă, 2494 ҫынна административлă майпа явап тыттарма йышăннă.  Тутарстан Республикин ШĔМ 119 сотрудника тивĕҫлĕ ĕҫленĕшĕн тав тунă, награда панă.     

Фоторепортаж



13 июля 2018
12:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter