Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Атăлҫи федераци округĕнчи наци гвардийĕн командующийĕпе Александр Порядинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии встретился с командующим Приволжским округом войск национальной гвардии Российской ФедерацииУтă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Раҫҫей Федерацийĕн Атăлҫи федераци округĕнчи наци гвардийĕн командующийĕпе Александр Порядинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Ертӳҫĕсем обществăра хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе ҫыхăннă ыйтусем тавра сăмахланă. Тĕнчери FIFA 2018 футболла выляссипе чемпионат вăхăтĕнчи лăпкăлăха упрамаллипе ҫыхăннă самантсене сӳтсе явнă, обществăра йĕрке хуҫалантăр тесе сăмахланă. Александр Порядин пĕтĕмпе Атăлҫи федераци округне кĕрекен тăватă регионта тивĕҫлĕ шайра йĕрке тытса пынине хыпарланă, вĕсенче 22 матч иртнĕ тесе сăмаха малалла тăснă ертӳҫĕ.  Раҫҫей Федерацийĕнчи  наци гвардийĕн ĕҫченĕсем мĕнпур мероприятисенче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ĕҫе туллин хутшăннине каланă, вăл шутран Чăваш Енрисем те питĕ тăрăшуллă ĕҫленине уйрăммăн палăртнă.  Халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланнă тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ сумлă хăна.

Михаил Игнатьев палăртнă ведомствăра тимлекенсем граждансемшĕн ҫав тери усăллă ĕҫсем пурнăҫланине, обществăлла политика лару-тăрăвне те тăнăҫ аталанса пыма витĕм кӳнине каланă. 

Фоторепортаж



13 июля 2018
13:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter