Пенси ыйтăвĕпе ҫыхăннă Федераци шайĕнчи саккун ҫĕнĕлĕхĕ пирки проекта Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ырлать

 Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кун пирки паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра пĕлтернĕ.   Сăмаха май, РФ Патшалăх Думине проект ҫинчен отзыв тăратнине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра палăртнă ыйтăва регионсем шайĕнче хакланине асăннă, халăхпа пĕрле тĕплĕн тишкернине хыпарланă. Чăваш Енре асăннă саккун проектне Патшалăх Канашĕ утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче сӳтсе явма палăртнă.

Регион Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче пенси енĕпе ҫыхăннă ыйтăва ҫынсем тарăн тишкернине пĕлтернĕ.  «Хăш-пĕр ҫынсем ыйтăва ăнлантарса парас вырăнне, усал хыпар сарма та ĕлкĕрчĕҫ. Хăйсем пирки пĕлтерме тăрăшаҫҫĕ. Нимĕнле чăрмав та кăларса тăратмалла мар, граждансем питĕ лайăх чухлаҫҫĕ, кун пек ҫĕнĕлĕхе кĕртсе хăварсан ӳлĕмрен тата та лайăхрах пуласси куҫкĕретех пулнине», — тенĕ Михаил Игнатьев.  Влаҫ органĕсенче тăрăшакансен ҫынсемпе кулленех тĕлпулусем йĕркелемелле, ыйтăва уҫăмлатса памалла.

«Саккун проектне ырлатăп. Енчен те кун пек ҫĕнĕлĕхем кĕртсе хăвармасан, ҫăмăллăхсем пирки шутлама хĕн, уйрăм йывăрлăхсем те пулма пултарĕҫ», тенĕ вăл. «Пирĕн тĕп тĕллев – хамăр ҫине яваплăх илесси. Пирĕн пенсионерсене кирлĕ пек условисемпе тивĕҫтермелле. Саккунпа килĕшӳллĕн ĕҫ-пуҫа йĕркелесе пымалла. Урăхла пулма та пултараймасть», тесе ҫирĕппĕн каланă регион Ертӳҫи. РФ Пенси фончĕ 8 трлн танлашать. Дефицит 1 трлн яхăн. Пирĕн регион яланах пенси ыйтăвĕсене тивĕҫтерме федераци хыснинчен дотаци илнине палăртнă вăл. 

РФ Пенси Фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн Управляющийĕ Роза Кондратьева пирĕн фонд 62 млрд танлашнине хыпарланă. 2018 ҫулта страховани пенсине тӳлеме 57 млрд куҫарма плана кĕртнине асăннă. Налук служби пĕлтернĕ тăрăх, регионти предприятисемпе организацисем страховани взносне 20 млрд пĕтĕмпе куҫараҫҫĕ.   Федераци центрĕнчен Чăваш Ен 37 млрд трансферт мелĕпе илет.

«Эпир пурте вăрҫă хыҫҫăн ҫуралнă ачасем. Совет самани вăхăтĕнчи япаласене питĕ лайăх чухлакалатпăр. Ун чухне ватăсем пенси укҫи вырăнне пысăк хаксемпе кирлĕ кирлĕ мар таварсем туяннă пулнă. 90-мĕш ҫулсем хыҫҫăн, ҫăмăлах мар пулнă. Паян каламасăрах паллă, пурнăҫ питĕ лайăх. Ăмсанмалли ҫеҫ юлать. Лайăх пурăннă чухне, япăх пулнă вăхăтсем хăвăрт манăҫа тухаҫҫĕ. Кун пирки халăха ăнлантарса памалла, аса илтермелле, тен вара чухлакалама пуҫлаҫҫĕ», тесе каланă регион Пуҫлăхĕ. 

Патшалăхăн ĕҫлев инспекцийĕн ертӳҫи Алексей Метелкин хăйĕн сăмахĕнче пенси ҫулне тухмалли ҫынсем сахал мар пулнине хыпарланă. Пенси фондĕнче вĕсен йышĕ 48 пинрен те иртнине палăртнă вăл. Йĕрке пăсакансем те хальлĕхе пуррине, ултă уйăх хушшинче сахал мар тĕслĕх тупса палăртнине асăннă ертӳҫĕ. Инспекци ĕҫченĕсем предприятисемпе организацисене тухса ҫӳренине, ҫитменлĕхсене тупса палăртнине хыпарланă. «Хĕрӳ лини» ĕҫлет, унăн телефонĕ 62-90-61, 62-01-79 халăх ĕҫ кунĕсенче ирхине 9 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултарать. 

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев кăҫал ватăсем, пенси ҫулне ҫывхарнă 899 ҫын ĕҫпе тивĕҫтерме ыйтнине пĕлтернĕ. Вĕсенчен 618-шне палăртнă службăра тăрăшакансем  ĕҫ тупса панине хыпарланă.  Паянхи  пурнăҫра сутăҫсем, диспечерсем, медицина ĕҫченĕсем, кондукторсем тата ыттисем те кулленех рынокра кирлине хыпарланă. Сăмаха май, министр енчен те пенси ҫулĕ тăсăлас пулсан ĕҫ рынокĕнче лару-тăру япăхах мар пулассине хыпарланă.  Ҫулсерен пенсине тухнă ҫынсенчен 50-60 проценчĕ ĕҫ пăрахманнине, малалла та тăрăшсах ĕҫленине палăртнă. Михаил Игнатьев ватăсене ĕҫе юратнăшăн, республика ырлăхĕшĕн яваплăха туйса ĕҫленĕшĕн мухтанă.  



16 июля 2018
17:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter