Чăваш Енри вĕренӳ учрежденийĕсене ҫĕнĕ вĕрентӳ тапхăрне хатĕрлеме республика хыснинчен 845 млн ытла куҫарĕҫ

 2018–2019-мĕш ҫулсем валли ҫĕнĕ вĕрентӳ тапхăрне хатĕрленсе  регионта курăмлă пысăк ĕҫсем йĕркелесе пыраҫҫĕ. Утă уйăхĕн 25 -мĕшĕнчен пуҫласа вара ятарлă комисси членĕсем объектсем хатĕррипе хатĕр маррине тĕрĕслеме тухĕҫ. Графикпа килĕшӳллĕн мероприятисене ҫурла уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕҫлеме плана кĕртнĕ. 

Паян Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ҫӳлерех асăннă ыйтупа тĕплĕнрех Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов паллаштарнă. Министр республикăра пĕтĕмпе 932 вĕренӳ учрежденийĕнче тĕпрен юсав ĕҫĕсем пынине хыпарланă.

Кашни ҫул объектсене юсав ĕҫне йĕркелеме плана кĕртсе хăвараҫҫĕ. 2018-мĕш ҫулта 68 организацине графикпа килĕшӳллĕн, тĕпрен юсама палăртнă. Вĕсене валли 382,7 млн пăхса хăварнă. Кунсăр пуҫне ача сачĕсене шкул базисем ҫумĕнче йĕркелесе хăварма палăртнă, пурĕ кун йышши мероприятисем 3 объектра пуласси паллă. Ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Шкулсенче видеосăнавсем вырнаҫтараҫҫĕ, ытти ятарлă асăрхаттару паллисем те пуласси куҫкĕретех. Ҫак ĕҫсене пурнăҫа кĕртме пурĕ 97,7 млн  тăкаклама плана кĕртнĕ. Шкул автобусĕсене кулленех ҫĕнетесси те кун йĕркинче. Республика хыснин укҫипе 2018-мĕш ҫулта 8 транспорт туяннă, вĕсене валли 15 млн пĕтернĕ.

Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕн ҫумĕ Леонид Вакс хăйĕн докладĕнче утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа ачасене ҫулсем ҫинче илсе ҫӳретессипе ҫĕнĕ правила ĕҫлеме тытăннине пĕлтернĕ. Ҫак ҫĕнĕлĕхсене республикăри вĕренӳ учрежденийĕсенче тăрăшакансем пурнăҫлама хатĕррипе хатĕр марри ҫинчен ыйтса пĕлнĕ министр ҫумĕ. Йĕрке пăсакансене административлă майпа явап тыттарасси те паллă пулĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ тĕлне пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитересси пирки пĕлтернĕ министр ыйтăва итленĕ май. Туллин татса парăпăр тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе. «Пĕтĕмĕшле шкулсене юсама республика хыснинчен  845 млн ытла тăкаклама палăртнă», – тесе каланă вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

«Пирĕн тĕллев – ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне шкулсене кирлĕ пек шайра йĕркелесе ҫитересси», тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Ачасен те ашшĕ-амăшĕсен те ҫĕнĕлĕхсене курмалла тата туймалла тенĕ вăл сăмаха малалла вакланă май. Шкулсене реконструкцилес тата ҫĕнĕрен хута ярассипе ҫыхăннă самантсене те тарăн тишкернĕ. Вĕсене валли республика хыснинче 2 млрд ытла укҫа уйăрнине терĕр хут асăнса хăварнă Ертӳҫĕ. 2019-мĕш ҫулта 13 ача сачĕ хута яма плана кĕртнĕ. Кăҫал вара 7 объекта реконструкцилеме тата ҫĕнĕрен хута яма палăртнă.   Вăл шутран Шупашкарти кадетсен шкулĕ те. Объект ҫав тери пысăк пулĕ, харăсах 400 ача вырнаҫтарма май килĕ. Усал хыпар сарма юратакансем объект кăҫал вăхăтра хута каймасть тесе халăха пăтратма та шутларĕҫ, анчах кăлăхах. Суйма юратакан журналистсене ҫынсен ĕненмелле мар, патшалăх влаҫ тытăмĕнче тăрăшакансем пĕтĕмпех ĕҫсене йĕркеллĕ тата вăхăтра пурнăҫлаҫҫĕ, нимĕнле кăлтăк та ҫук, объект вăхăтра пурнăҫа кĕрĕ. «Конкурс иртнĕ, укҫа пĕтĕмпех ҫителĕклĕ уйăрнă. Ĕҫсем уҫăмлă пулса пыраҫҫĕ, нимĕнле вăрттăнлăх та ҫук. Объектăн генеральнăй подрядчикĕ «Старко». Хальхи вăхăтра кашни кун тенĕ пек объект ҫинче планерка иртет. Ҫак ĕҫсене пирĕн йĕркелеме кирлех те мар та, анчах субподрядчиксем хăйсене шанса панă ĕҫе туллин тивĕҫтересшĕн марри сисĕнет. Пирĕн тĕллев, кулленех ĕҫсене тĕрĕслесси, объекта вăхăтра пурнăҫа кĕртесси», тенĕ вăл. Паллă пулăма халăх чăтăмсăррăн кĕтет. 

Объект социаллă пĕлтерĕшлĕ, пĕр-пĕр кану центрĕ мар, пурин те тимлĕ ĕҫлемелле. Яваплăха туйма пĕлмелле строительсен.

Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта чавнă шăтăксене тирпейлеме хушнă, ҫулсене лайăх сарса хăварма каланă.  Иртнĕ эрнере «Устра» ТМЯО нумай хваттерлĕ ҫуртсем патне илсе пыракан ҫула чавса пĕтернĕ. Халăх аэропорт енчен хăйсен килĕсене ҫитме ҫул хывнă. Хальхи вăхăтра администраци ҫуртсем патне хушма ҫул тирпейлесе сарса панă, вăл Трактор тăвакансен проспект енчен выртать.

Михаил Игнатьев Шупашкар хула администрацине тата Чăваш Республикин Строительство министерствине ыйтăва уҫăмлатма хушнă, предпринимательсем хушшинчи кăлтăка сирсе яма чĕнсе каланă. «Ыйтăва туххăмрах татса памалла. Вăл предпринимательсем хулара бизнес йĕркелесе пыраҫҫĕ. Пĕр объект кăна хута ямаҫҫĕ. Кун пек пачах та тума юраман вĕсен. Татса паман ыйтусем сиксе тухсан, вĕсене пĕрле сӳтсе явса тĕрĕс йышăнусем тумалла. Ҫынсене валли кăлтăксем кăларса тăратмалла мар. Халăх хваттерсем илнĕ, анчах та условисем ҫуккишĕн пăшăрханать», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. 

Хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков хăйĕн докладĕнче «Солнечный» микрорайонта автомашина ҫулне сарма конкурс ирттерме ĕҫсем пынине пĕлтернĕ. Енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, ҫитес ҫул унта ҫĕнĕ объект пуласса шантарса каланă.  

Кун йĕркинчи тепĕр ҫивĕч ыйту нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелесси. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин иртнĕ эрнере Фондăн попечительсен канашĕн ларăвĕ иртнине пĕлтернĕ. «Центр взыскания долгов» ТМЯО пулăшăвĕнчен тухнине пĕлтернĕ ертӳҫĕ. Ӳлĕмрен парăмсене пуҫтарас ĕҫпе Фондăн юридици служби пурнăҫлама тытăнĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче чăхсен грипĕ пирки чарăнса тăнă, хуҫалăхсем тăкак тӳснине хыпарланă.

Паянхи кун тĕлне республикăра тăватă районта ҫак инкек сиксе тухнă. Патăрьелĕнче, Каҫал енче, Елчĕкре, Ҫĕрпӳре уйрăм хуҫалăхсенче чăхсем вилсе пĕтнĕ. Йĕпреҫре, Хĕрлĕ Чутайĕнче те кун йышши тĕслĕхсем пуррине палăртнă. Владимир облаҫне экспертизăна тăратма ĕҫ хучĕсене тăратнă. 

«Планпа килĕшӳллĕн, муниципалитетсенче ĕҫсене пĕтĕмпех йĕркеленĕ. Халăха усал амак пирки тĕплĕн ăнлантарса панă. Ҫынсем ҫакăн пирки питĕ лайăх ăнланаҫҫĕ», – тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе вице-премьер. Пирĕн региона ҫак усал япала ăҫтан килсе ҫакланнине тĕпчеҫҫĕ специалистсем. Чулхулапа Ростов облаҫĕсенчен чăх-чĕпе илсе килсе йӳнĕ хакпа халăха тивĕҫтернĕ имĕш.  Шăпах та, вĕсенчен ҫакланнă пулĕ-ха ҫак усал вирус.

«Специалистсем хăйсене шанса панă ĕҫсене кирлĕ пек шайра пурнăҫламаннине кура ҫакăн пек пăтăрмахсем сиксе тухаҫҫĕ», тенĕ сăмаха тăсса Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. 

Чăваш Республикинчен официаллă делегаци «Иннопром» куравра пулнă. Кун пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Инна Антонова тĕплĕнрех каласа кăтартнă. Палăртнă мероприяти утă уйăхĕн 9-12-мĕш кунĕсенче иртнĕ. Пирĕн тăрăхран кайнисем Урал, Ҫĕпĕр тата ытти федераци округĕсенчи субъектсемпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли пирки калаҫса килĕшнĕ.  Кунсăр пуҫне Электротехника кластерĕн ертӳҫисемпе ытти промышленноҫ предприятисен пуҫлăхĕсем Тутарстан Республикин предприятийĕсемпе импорта улăштарассипе таварсем ытларах тирпейлесе кăларасси ҫинчен сӳтсе явнине хыпарланă министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.  



16 июля 2018
16:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter