Раҫҫей Федерацийĕнчи регионсене аталантарассипе ĕҫлекен Правительство комиссийĕн членĕ, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паян ларăва хутшăнать

Раҫҫей Федерацийĕнчи регионсене аталантарассипе ĕҫлекен Правительство комиссийĕн членĕ, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче Раҫҫей Правительствин Ҫуртĕнче палăртнă ушкăнăн ларăвне хутшăнать.  Ĕҫе РФ Правительствин Председателĕн Ҫумĕ  Виталий Мутко йĕркелесе ертсе пырать. Ку хыпар пирки регион Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра пĕлтернĕ.

Ларура субъектсемшĕн актуаллă ыйтусене сӳтсе явма плана кĕртнине хыпарланă. РФ регионĕсене дотаципе тивĕҫтересси, вĕсен виҫисене шайлаштарасси, 2019-мĕш ҫул валли тата планпа пăхса хăварнă 2020-2021-мĕш ҫулсенчи кăтартусене те тишкересси паллă. Яланхиллех налуксемпе ҫыхăннă ыйтусем те кун йĕркинчех тăрĕҫ. РФ субъекчĕсен наци проекчĕсене хутшăнас ĕҫ те ҫивĕч тăрать. Историллĕ поселенисене программăсене хутшăнтарса аталантарса пырасси те пĕлтерĕшлĕ ыйтусен йышĕнчех.       РФ регион-донорсене модельлĕ бюджетран пăрăнма, субъектсенче бюджета шайлаштарма дотаципе тивĕҫтермелли йĕркене анлă сӳтсе явма плана кĕртнине те каласа хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Енчен те регионсенче ҫĕр айĕнче ҫутҫанталăк пурлăхĕсем ҫук пулсан, вăл территорисенче пурăнакансен тăкак тӳсмелле мар. Вĕсем ҫине те кирлĕ пек тимлĕх уйăрма тăрăшмалла тенĕ Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. Ҫĕршыв пуянлăхне пурне те пĕр пек валеҫсе парсан аван пулнă пулĕччĕ тесе сăмаха малалла вакланă Михаил Игнатьев. Ҫĕр айĕнчи тупрана мĕнпур регионсене пĕр тан уйăрма тăрăшмалла.   

Федераци шайĕнче нефть таварĕсем пирки акцизсене тапхăр тапхăррăн регионсене валеҫесси, хăш регионсене - автомашина ҫулĕсене сарассипе ытларах тăрăшаканнисене тимлĕх уйăрмаллине асăннă. Алкоголь таварĕсене сутнинчен 50 процентран 85 процента ҫити акцизсене регионсене йышăнса хăвармалли те кун йĕркинче пулнине асăннă Ертӳҫĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче, 2019-мĕш ҫулта тупăшран пухăнакан налук виҫи планпа пăхса хăварнă тăрăх, вăтамран 142 млрд пулассине хыпарланă.  Федераци центрĕнчен дотаци илекен регионсемшĕн пысăк витĕм пулассине те асăннă вице-премьер. Чăваш Республики федераци центрĕнчен 2017-мĕш ҫулта 2016-мĕш ҫулхинчен 2,4 млрд ытларах пулăшăва тивĕҫнĕ, кăҫал вара 2017-мĕш ҫулхинчен хушма укҫа 1,1 млрд ытларах илнĕ. Тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри – йывăр чирлисене, вăраха кайса аптраканнисене эмелсем тивĕҫтермелли ыйтăва РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствине парсан пĕлтерĕшлĕ пулнă пулĕччĕ тенĕ ертӳҫĕсем. Ларура ыйтăвăн хуравне тишкересси паллă. 



17 июля 2018
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter