Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулинче ĕҫлĕ визитпа пулнă, унта вăл муниципалитетăн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлу ĕҫне хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в совещании по подведению итогов социально-экономического развития города Алатыря в I полугодии 2018 года Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулинче ĕҫлĕ визитпа пулнă. Унта вăл  муниципалитетăн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлу ĕҫне хутшăннă, ҫитес иккĕмĕш ҫур ҫуллăх валли палăртнă тĕллевсене халăхпа пĕрле сӳтсе явнă.  Мероприяти хулара администрацийĕн залĕнче иртнĕ.

Канашлу ĕҫне тытăннă май, регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫакăн йышши мероприятисем йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене вăхăтра татса пама анчах мар, халăха пăшăрхантарканнисене те итлеме май парать тенĕ. Хăшĕ-пĕрисене тимлĕх уйăрма хистет тесе палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Сăмаха май, хăй РФ субъектсене аталантарассипе ĕҫлекен Правительство комиссийĕн членĕ пулнă май, утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче анлă ларăва хутшăннине хыпарланă. Виҫĕ ҫуллăха бюджета йышăнса хăварассипе ыйтăва тарăн тишкернине палăртнă Ертӳҫĕ. Наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртме сахал мар тĕрев пулассине те ырă хыпара пĕлтернĕ. РФ Президенчĕ кăҫал ҫу уйăхĕнче алă пуснă Указне пурнăҫлассипе кашнин тăрăшса ĕҫлемелле тенĕ Михаил Игнатьев. Сывлăх сыхлавĕпе вĕрентӳ тытăмĕн пурлăхпа техника базине ҫĕнетме курăмлă пысăк укҫа-тенкĕ уйăрассине те пĕлтернĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Юрий Боголюбов тĕплĕ доклад туса панă. Вырăнти бюджетăн тĕп кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, инвестици явăҫтарассипе тимленĕ ĕҫсем ҫинчен каласа кăтартнă, социаллă сферăпа, хула хуҫалăхĕпе тарăнрах паллаштарнă.

2018 ҫулта пĕрремĕш ҫур ҫулта муниципалитетăн бюджечĕ 214,9 млн танлашнă. Вăл шутран харпăр хăй тупăшĕ 64,8 млн ҫитнĕ. Бюджетран ытларах пайĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама тăкакланать, кăтарту питĕ лайăх, 84,6 процента ҫитет.   

Хулара предприятисемпе организацисем муниципалитетăн пурлăхĕсемпе аренда шучĕпе усă курнăшăн укҫана вăхăтра куҫарса пыни те куҫкĕретех. Кăтарту япăх мар тейĕпĕр, палăртнă калăпăшран 21 процент чакни хăйех ҫакна ҫирĕплетсе парать. Енчен те маларахри вăхăтра 1719,1 пин тенкĕ пулнă пулсан, халĕ 1357,3  ҫитнĕ.  

Кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра Улатăр хулин экономикине тĕрлĕ ҫăлкуҫсенчен 123 млн кĕнĕ. Халăх валли ҫĕнĕ 57 вырăн хатĕрленнĕ.

Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ хула экономикине 39 млн инвестици хывнă. Халăх валли хушма 32 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленнĕ.

Иккĕмĕш ҫур ҫуллăхра та инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртес ĕҫ хĕрӳ пырать. Предприятисем модернизациленеҫҫĕ.  Технологисене ҫĕнетме 300 млн ытла тăкакланнă. Малта пыракан предприяти: «Завод «Электроприбор» АО. Вăл 262 млн инвестици хывма плана кĕртнĕ, халăх валли ҫĕнĕ 13 вырăн хатĕрлеме тăрăшать.  

Нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫ тăвасси те планпа килĕшӳллĕн пулса пырать. Халăх активлă хăй тӳпине хывать. Енчен те кăтарту 2017 ҫулта ҫур ҫуллăхра 76 процентпа ҫеҫ танлашнă пулсан, кăҫал ҫак тапхăрта 107 процента ҫити хăпарнă,  ӳсĕм чылай.  Енчен те Чăваш Республикинчи кăтартăва илес пулсан, асăннă муниципалитет ҫӳлти вырăнта тесе хыпарланă Юрий Боголюбов.   Халлĕхе нумай хваттерлĕ 4 ҫурта тĕпрен юсанă, вĕсене валли 11 млн тăкакланă.  Иккĕмĕш ҫур ҫуллăхра тата та 7 объект тирпейлеме плана кĕртнĕ, вĕсене валли 20 млн пăхса хăварнă тенĕ ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. Автомашина ҫулĕсене сарассипе те курăмлă ĕҫлет хула. Пурĕ 39 млн тăкаклама планпа пăхнă. Пурĕ 2 ҫухрăм ҫул сарса тирпейлемелле.  Виҫĕ объектра хĕрӳ ĕҫ пырать.  Администраци ĕҫсене пĕтĕмпех ҫуллахи тапхăрта вĕҫлеме плана кĕртнĕ. Енчен те укҫана перекетлеме май килсен вара, ытти лаптăксене юсама шухăш пур тенĕ вăл.

Хула администрацийĕн ертӳҫи пуласлăхри тĕллевсене те каласа кăтартнă. Шкулсене юсасси, ҫуртсен таврашне хăтлăлатасси, туризма аталантарасси те ыйтусем кун йĕркинчех тăнине хыпарланă. Хăйĕн сăмахне вĕҫленĕ май, ертӳҫĕ пурне те Улатăр хулине 466 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен мероприятине килсе курма йыхравланă. Вăл кăҫал ҫурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче пулать.  

Михаил Игнатьев хулан хăтлăхĕ пирки кăсăкланнă, ĕҫсем епле пурнăҫланса пыни ҫинчен ыйтса пĕлнĕ вырăнти ертӳлĕхрен. Кăҫал ҫуртсем таврашĕнчи 7 объекта тĕпрен ҫĕнетме плана кĕртнĕ. Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем те кун йĕркинче. Ҫынсем сахал мар пĕлтерĕшлĕ проектсем тăратаҫҫĕ. Ачасене вылямалли ятарлă лаптăксене тирпей-илем кĕртме тĕллев лартнă вырăнти ертӳлĕх. Мĕнпур ĕҫсене пĕтĕмпех юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕҫлеме шантарнă Юрий Боголюбов.

Хулана илемлетес ĕҫе вырăнти халăха, предпринимательсене явăҫтарма чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Калăпăр, Улатăр районĕнче халăхăн 9 проекчĕ пурнăҫа кĕрет тесе ырă хыпара палăртнă. Организацисен хăйсен территори ҫывăхĕнчи лаптăксене ҫум-курăкран тасатмалла, вăхăтра курăка ҫулмалла, халăх валли илемлетмелле. «Пĕтĕмпех сирĕн ҫĕр вĕт вăл, юратмалла ăна», тесе каланă Ертӳҫĕ вырăнти халăха. Граждансене хумхантаракан ыйтусем ҫине хурав панă. Ҫулсене тирпейлесе тăрасси, ҫӳп-ҫапа вăхăтра тиесе тухасси, урамсене ҫутăпа тивĕҫтересси, хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси, пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси ыйтусем хăйсен хуравĕсене паян тупнă.  Ҫамрăксене аталанса пыма условисем йĕркелесси, кану вырăнĕсене хăтлăлатасси те ҫивĕч тăрать. Культура ҫурчĕн малтанхи ертӳҫи ĕлĕкрех яшсемпе хĕрсем валли ташă каҫĕсене кулленех йĕрекелеттĕмĕр тесе хыпарланă.  Паян вара яш-кĕрĕм барсенче, кафесенче сăра ĕҫсе ларнине кура пулать тесе пăшăрханса каланă. Михаил Игнатьев унăн шухăшĕпе килĕшнĕ. «Енчен те ҫамрăксен культура пулмасан, пуласлăх йĕркеллĕ пуласси пирки калама хĕн», тенĕ вăл. Апла пулсан, хула ырă ене улшăнасси те ик телейлĕ пулĕ. Енчен те каҫхине барсем ĕҫлеҫҫĕ пулсан, унта пĕтĕмпех йĕркене ҫирĕп пăхăнмалла, ҫула ҫитмен ҫамрăксене эрехпе алхастарма юрамасть тесе асăрхаттарнă Ертӳҫĕ вырăнти пуҫлăхсене.  

Кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйту – бюджетăн харпăр хăй тупăшне ӳстерсе пырасси. «Сăрă» схемăпа ĕҫлекеннисене тупса палăртмалла, ҫийĕнчех явап тыттармалла. Вĕсене пула, ытларах чухне чăрмавсем сиксе тухаҫҫĕ.   Асăннă ыйтăва уҫăмлатассишĕн налук службинче тăрăшакансемпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине хыпарланă Юрий Боголюбов. Калăпăр, коммерциллĕ предприятисем сывлăх сыхлавĕпе ҫыхăннисем те йĕрке пăснине тупса палăртма пулать тенĕ вырăнти хуҫа. Врачсем хăйсен шалу укҫине 10 пин ҫеҫ илетпĕр тесе ҫирĕплетеҫҫĕ тенĕ сăмаха малалла вакланă май. Лавккасенче сутăҫăсем кунĕпе ĕҫлеҫҫĕ пулсан та, ҫур кун ҫеҫ тăрăшатпăр тесе суя справкăсем тăратни сисĕнет тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев кун пек ҫитменлăхсем пирки вăхăтра пĕлтерсе тăма хушнă, айăплисене тупса палăртсан явап тыттарма сĕннĕ.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн ҫумĕ Алевтина Федорова хăйĕн докладĕнче  ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне шкулсене епле хатĕрленипе паллаштарнă. Сăмаха май, Улатăр хулинчи шкулсене тирпейлеме бюджетран 44 млн уйăрнине пĕлтернĕ. Строительство ĕҫсене ҫурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕҫлемеллине асăрхаттарнă.    

Ача садне нимĕнле черет те ҫук. Хулара ыйтăва туллин татса панă. Ача сачĕсенче, шкулсенче ĕҫлекенсем вăтамран 45 ҫула ҫитнисем тенĕ вăл сăмаха тăсса. Шкулсенче ачасене хушма пĕлӳ парас ывйту ҫине ытларах тимлĕх уйăрмалла тенĕ министр ҫумĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ку сĕнӳпе килĕшнĕ. Хушма пĕлӳ ачасене тарăнрах аталанса пыма витĕм кӳрет тенĕ Ертӳҫĕ. «Пирĕн тĕллев – шкул ачисене пĕлӳ пухма условисем йĕркелесе тăратасси, ҫакна ашшĕ-амăшĕсен те ырă енне улшăнса пынине сисмелле тата туймалла», –  тенĕ Михаил Игнатьев.   

Раҫҫей Пенси фончĕн Улатăр хулипе Улатăр районĕнчи уйрăмĕн ертӳҫи Мария Орлова ҫĕнĕлĕхсем пирки чарăнса тăнă, ырă улшăнусем халăхăн пурнăҫне тата та лайăх енне улшăнма май панине мухтаса каланă. Пенси ҫулне ҫитмелли тапхăра 2034-мĕш ҫулччен тăсма плана кĕртеҫҫĕ.  

Михаил Игнатьев вырăнти халăха ҫĕнĕлĕхсене лайăх ăнланма, кирлĕ-кирлĕ мар суя хыпарсем салатса ҫӳреме юраманнине асăрхаттарнă. Пурте лайăх пĕлетпĕр, пире валли ӳлĕмрен патшалăх тата та лайăхрах условисем туса парассишĕн тăрăшнине.

Хальхи вăхăтра калас пулсан, Пенси фондне 1 трлн укҫа ҫителĕксĕр. 90-мĕш ҫулсенчи йывăр самансем пирки те аса илсе хăварнă Михаил Игнатьев. Ҫынсене ун чухне укҫа парас вырăнне хаклă хакпа таварсене тивĕҫтернĕ пулнă. Ун пекки малашне ан пултăр тесен, пирĕн пурсăмăрăн та тăрăшсах ĕҫлемелле. Тепĕр тесен ĕҫ ҫынна илем кӳрет ҫеҫ. Кăна эпир лайăх чухлатпăр.  Ырă улшăнусене Правительство та мухтать, эпир пурте пĕр шухăшлă, пире ҫĕнĕлĕх килĕшет тенĕ Ертӳҫĕ. Ĕҫ вырăнĕ пурне те ҫитĕ-ши тесе пăшăрханнă вырăнти халăх. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пурин валли те ĕҫ ҫителĕклĕ тенĕ, кăмăл пулсан, пур ҫĕре те вырнаҫма майсем пур тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе. Лайăх вĕренмелле, пысăк профессионалсем пулмалла, ун чухне предприятисемпе организацисем специалистсене хапăл тусах йышĕнĕҫ.

Канашлу ĕҫне вĕҫленĕ май, пурне те уҫăмлăн пĕр-пĕринпе калаҫнăшăн тав тунă регион Ерӳҫи.

Фоторепортаж



18 июля 2018
19:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter