Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством Алатырского районаУтă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр районĕн пуҫлăхĕпе Алексей Смирновпа тата район администрацийĕн ертӳҫипе Нина Шпилеваяпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Вырăнти халăх пуҫаруллă пулнине кура, вĕсен проекчĕсем пурнăҫа кулленех йĕркеллĕ кĕрсе пынине палăртнă регион Ертӳҫи.  Ҫынсен социаллă пĕлтерĕшлĕ хăш-пĕр ыйтăвĕсем тивĕҫĕнсе пынине асăннă. Калăпăр, ачасене вылямалли ятарлă тӳремсем хута яни, шыв пăрăхĕсене тирпейлени, вăтам шкулсенче чӳречесене, алăксене ҫĕннипе ылмаштарни те ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ муниципалитетшăн. Электроэнергине перекетлеме май паракан режима куҫни хăйне евĕр пысăк пулăшу парать ҫынсене те администрацине те.  

Кăҫал район 221 млн республика бюджетĕнчен трансферт мелĕпе пулăшу илет. Кăтарту каламасăрах паллă, 2017-мĕш ҫулхинчен чылай пысăк. Вырăнти ертӳлĕх, халăхăн ыйтăвĕсене тивĕҫтерессишĕн тăрăшать. Уйрăмах, социаллă пĕлтерĕшлисем пурнăҫа кĕрсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  

Паянхи пурнăҫ таппинче, чи пĕлтерĕшли – ҫамрăксене ялта пурăнма хăтлă условисем туса парасси, ĕҫпе тивĕҫтересси. Кун пирки те ҫирĕплетсе каланă регион Пуҫлăхĕ. Ертӳҫĕсем ытти актуаллă ыйтусене те сӳтсе явнă.   

Фоторепортаж



18 июля 2018
11:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter