Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулин ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством города АлатыряУтă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулин ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва республика Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Улатăр хулин хуҫи Николай Зайкин тата хула администрацийĕн ертӳҫи Юрий Боголюбов хутшăннă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче вырăнти ертӳлĕхе бюджета тултарассипе активлăрах ĕҫлеме чĕнсе каланă, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене туллин тивĕҫтерме хушнă.  Кăҫал республика хыснинчен муниципалитет 321 млн тивĕҫет. Укҫа-тенкĕн ытларах пайĕ территорине тирпей-илем кӳртме тата ҫулсене сарма тăкакланĕ.  

Тăван тăрăха пурăнма ҫамрăксем юлччăр тесен, вĕсене валли хăтлă условисем йĕркелесе памалла. Апла пулсан, муниципалитетăн ку енĕпе ытларах тăрăшмаллине чĕнсе каланă регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.

Калаҫу вăхăтĕнче пуҫлăхсем Улатăр кунĕ пирки те сăмах пуҫарнă, ăна йĕркелесе ирттерессипе ҫыхăннă самантсем ҫинчен чарăнса тăнă, ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне шкулсене хатĕрлесси ыйту та кун йĕркинчех тăнă. Ҫурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕрентӳ учрежденийĕсенче юсав ĕҫĕсене вĕҫлессине вырăнти пуҫлăхсем шантарса каланă.     

Фоторепортаж



18 июля 2018
14:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter