Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă май, «Холдинг КиПиАй Агро» ТМЯО ĕҫĕпе паллашнă

Михаил Игнатьев в Алатырском районе ознакомился с деятельностью растениеводческого предприятия ООО «Холдинг КиПиАй Агро»Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă май, «Холдинг КиПиАй Агро» ТМЯО ĕҫĕпе паллашнă. Районти пысăк предприятисенчен пĕри, ӳсен-тăран акса ҫитĕнтерессипе ыттисемшĕн кăтартуллă ĕҫлесе пыраҫҫĕ. Хуҫалăхăн акса ҫитĕнтермелли лаптăк 8992 га йышăнать. Ҫурхисем – 7 пин га, кĕрхисем – 1200 га, кĕрхи рапс – 740 га, нумай ҫул ӳсекен курăксем 52 га йышăнаҫҫĕ.  Михаил Игнатьев тыр-пула типĕтсе кĕртмелли производствăпа кăсăкланнă. Пĕр сехетре комплекс 20 тонна тырăна тирпейлесе кăларма пултарать.     

Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Виктор Журба тĕрлĕ сортлă вăрлăхсем пирки каласа панă, паха ĕҫ опычĕпе паллаштарнă. Хура тулă кĕрпине хуҫалăх Ульяновск облаҫне ăсатать. Михаил Игнатьев предприятийĕн пуласлăхĕ пысăк тесе хакланă.  Асăннă культура паянхи рынокра тивĕҫлĕ вырăн йышăннине ҫирĕплетсе хăварнă. Тухăҫа тирпейлесе пуҫтарса хумалли складсем сахал мар. Ҫĕнĕ технологисене тĕпе хурса ĕҫлеҫҫĕ специалистсем.  

«Предприяти ҫав тери пысăк ҫĕр лаптăкĕ ҫинче тăрăшать. Кăтартусене ӳлĕмрен тата та ӳстерсе пырассишĕн тимлет. Усă курăнмасăр выртакан ҫĕрсене те ĕҫлеттересшĕн. Вырăнти халăхăн шалу укҫин виҫи пысăк. Ҫамрăксем хаваспах вĕсем патне ĕҫлеме юлаҫҫĕ», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

Ял поселенийĕн ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче, ҫак предприяти хута кайнă хыҫҫăн, ҫамрăксем ялтан кайма пăрахрĕҫ тесе ҫирĕплетнĕ. Халăх выльăх усрать, питĕ кăмăллă вĕсем тенĕ пуҫлăх.

«Ялта пурăнма хăтлă пулсан, ҫынсем аякка тухса кайса ĕҫлемеҫҫĕ», тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха пĕтĕмлетсе.  

Чăваш Республикинче, ҫав шутрах Улатăр тăрăхĕнче те сахал мар усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсем. Пур предприятисем, ҫĕрпе ĕҫлеме кăмăл тăваканнисем. Вĕсене витĕм кӳме тăрăшмалла тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.    «Республика Правительствин, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче тăрăшакансен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - предпринимательлĕх пайне аталанса пыма кирлĕ пек ҫителĕклĕ таран условисем хатĕрлесе тăратасси», тесе хушса каланă вăл.  

Хальхи вăхăтра «Холдинг КиПиАй Агро» ТМЯО тыр-пула пухса типĕтмелли ҫĕнĕ комплекс хута ярассишĕн тăрăшать. Кĕрпесем тирпейлемелли лини те ҫĕклесе лартасси кун йĕркинчех вĕсен. Специалистсем тăрăшуллă ĕҫлеҫҫĕ строительство ĕҫĕпе. Производство Канашра уҫма хатĕрленеҫҫĕ. Ăна туллин 2019-мĕш ҫулта йĕркелесе пĕтерме плана кĕртнĕ. 

Фоторепортаж



18 июля 2018
15:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter