Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Улатăр районĕнче пулнă, муниципалитетăн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăннă

Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Улатăр районĕнче пулнă. Муниципалитетăн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăннă. Ҫитес ҫур ҫуллăх валли палăртакан тĕллевсене вырăнти активпа пĕрле тарăн сӳтсе явнă. Ĕҫлĕ ларăва республика Пуҫлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Лариса Арсентьева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем: Николай Ефремов тата Юрий Кислов, Раҫҫей Пенси фончĕн Улатăр хулипе районĕн уйрăмĕн пуҫлăхĕ Мария Орлова хутшăннă.

Анлă канашлу ĕҫне пуҫличчен, чи малтан республика Ертӳҫи вырăнти ертӳлĕхпе тĕлпулу ирттернĕ, актуаллă ыйтусем тавра кĕскен калаҫнă. Алексей Смирновпа Нина Шпилевая социаллă пурнăҫпа экономика лару-тăрăвĕ ҫинчен кĕскен хыпарланă.

Ларăвăн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паллаштарнă май, кулленех ҫакăн йышши мероприятисене йĕркелесе ирттерни халăха кăсăклантаракан ыйтусене туххăмрах татса пама витĕм кӳрет тенĕ. Кирек-епле ыйтăва та уҫăмлатма май пуррине те асăннă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.

Вырăнти халăха республика Ертӳҫи яваплăха туйса ĕҫленĕшĕн мухтанă. «2018-мĕш ҫулта ҫынсен пуҫаруллă проекчĕсем сахал мар пурнăҫланаҫҫĕ, вĕсен йышĕ 9 ҫитнĕ. Ку питĕ лайăх. Чăвашсен «ниме» йăли-йĕркипе ĕҫлени куҫкĕретех. Халăх кун пек ĕҫлеме кăмăллани сисĕнет», тенĕ вăл.  

Район кăҫал 221 млн республика хыснинчен тивĕҫет. Ҫĕнĕ ФАП хута кайĕ, халăха пысăк медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси паллă. Шкул ҫĕкленсе ларать, унта харăсах 250 ача ҫӳреме пултарать.

«Демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси кун йĕркинче. Ҫынсене валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлесси те ҫивĕч тăрать», – палăртнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. «Холдинг КиПиАй Агро» ТМЯО ĕҫне тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă регион Ертӳҫи. «Муниципалитетра усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсем чылай» тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев тепĕр актуаллă ыйту тавра чарăнса тăнă, вăл пенси пирки ҫĕнĕлĕхсемпе ҫыхăннă.  Пенси ҫулĕ тăсăласси паллă, ҫак ырă улшăнăва республика Пуҫлăхĕ мухтанă. «Халăха тата та лайăхрах пурăнма условисем пуласси паллă. Маншăн, пенси ҫулне ҫитмелли тапхăр вăрăмланни питĕ аван. Ĕҫлеме тата та хушма майсем пулĕҫ. Пенси илмелли укҫа виҫи те пысăкланĕ. Пирĕн тĕп тĕллев – аслă ҫулсенчисене канлĕ ватлăх туса пама витĕм кӳресси. Вĕсемшĕн яваплăха туйса тăрăшмалла», тенĕ вăл.  Пур ҫавăн пек куштан ҫынсем, хăйсем те йĕркеллĕ ăнланмаҫҫĕ, пенси ыйтăвĕпе ҫыхăннă ҫĕнĕлĕхсем  пирки суя хыпарсем салатса халăха пăтратса ҫӳреҫҫĕ. Вĕсене итлемелле мар.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, чăнласах та ҫĕршывра ĕҫлекен ҫынсен шучĕ чакса пынине хыпарланă. Пенси ҫулĕнчи ватăсен йышĕ куҫкĕретех нумайланса пырать.  Фондра 1 трлн укҫа ҫителĕксĕр. Калăпăр, Чăваш Ен хăй тĕллĕн, ватăсене пенси укҫипе тивĕҫтереймĕ. Ҫулсерен республика федераци хыснинчен тĕрев илет. Вăл укҫана пенсионерсене парса пулăшать.

Ларăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа район администрацийĕн пуҫлăхĕ Нина Шпилевая тарăн доклад туса панă. Бюджет пирки тĕплĕн ăнлантарса панă, ял хуҫалăхне аталантарассипе ҫыхăннă самантсем ҫинчен те чарăнса тăнă, вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас ыйту та кун йĕркинче тăнине асăннă. Сывлăх сыхлавĕпе, вĕрентӳ, культура, спорт ыйтăвĕсене те халăх кулленех тапратнине палăртнă вырăнти ертӳҫĕ.

Кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра Улатăр районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕ   132,7 млн танлашнă.  Паллă, кăтарту 2017-мĕш ҫулхинчен 14,3 процент пысăкрах. Районăн харпăр хăй тупăшĕ ӳснĕ. Кăтарту пĕлтĕрхинчен 23,3 процент пысăк пулни курăнать. Налуксенчен те самай укҫа пуҫтарăннă. Пĕлтĕрхипе пăхас пулсан, 56,7 процент пысăк пулни сисĕнет.

Ял хуҫалăх пайĕнче усă курмалли ҫĕр лаптăкĕсене пысăклатни те пĕлтерĕшлĕ. Муниципалитет пурлăхĕпе пĕлсе тата тĕрĕс усă курни куҫкĕретех. Парăмсем чылай пухса яман, арендăшăн та предприятисемпе организацисем укҫасене вăхăтра тӳлеҫҫĕ.

Район экономики ял хуҫалăхĕпе ҫыхăннă, палăртнă тытăм мĕнле аталанасси те пĕтĕмпех унран килет тенĕ ертӳҫĕ сăмаха малалла вакланă май. Районăн акса ҫитĕнтермелли ҫĕр лаптăкĕ  16,6 пин га йышăнать. 2019-мĕш ҫул валли кĕрхи культурăна муниципалитет 8 пин га ҫинче акса хăварма хатĕрленет.

Чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри - усă курăнмасăр выртакан ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕрсем. Кăҫал ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле тата та 1,6 пин га ĕҫлеттесе яма плана кĕртнĕ тенĕ Нина Шпилевая.

Кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра ял хуҫалăхĕпе тимлекенсене федераци пайĕнчен тата республика хыснинчен 6,7 млн тенкĕ парса тивĕҫтернĕ.  Районта 9 предприяти ĕҫлет. «Холдинг КиПиАй Агро» ТМЯО ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче. Кĕрпесем тирпейлесе кăларма ҫĕнĕ производство уҫассишĕн предприяти тăрăшать. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе Янтыков Рестем Мингалиевич хуҫалăхĕ лайăх ĕҫлет. Кăҫал вĕсем 16 млн 500 пин тенкĕлĕх инвестициллĕ проект пурнăҫа кĕртнĕ. Проектсене малашне те хăватлантарса пыраҫҫĕ районта. «Стройкерамика» ТМЯО строительствăра усă курмалли таварсене тирпейлеме 2 млрд тăракан производство уҫма хатĕрленет.

Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем те ҫук мар, тирпейленĕ ял хуҫалăх таварĕсене вырнаҫтарма хĕн. Ял тăрăхĕсен пуҫлăхĕсем хăйсен территорийĕсенче кооперативсем уҫассишĕн тăрăшаҫҫĕ.

Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем пур-пĕрех ытларах пĕлтерĕшлĕ. Кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра 9 проект пурнăҫланнă. Ĕҫсем тата та пур-ха, вĕҫленмен. Ял хуҫалăх министерствине 8 проект тăратнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 4 млн танлашать.

Район администрацийĕн пуҫлăхĕ сывлăх сыхлавĕ, вĕренӳпе культура, спорт енĕпе те ыйтусене уҫăмлатса панă.

Калаҫу вăхăтĕнче йĕрке пăсакансенчен асăрхануллă пулмаллине, вĕсене сыхă тăмаллине, ҫамрăксене усал ĕҫ тăвассинчен пăрмаллине палăртса хăварнă.  

Республика Пуҫлăхĕ право хуралĕнче тăрăшакансене хăйсен тивĕҫĕсене кирлĕ пек шайра йĕркелесе пынăшăн тав тунă. Палăртма кăмăллă, кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫулта йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ  24,3 процента ҫити чакнă. Ӳсĕрле ҫынсем пăтăрмахсем тунă тĕслĕхсен шучĕ вара 4,9 процент чухлĕ пĕчĕкленнĕ, ҫула ҫитмен ҫамрăксем те алхаснă тĕслĕхсем сахаланнă, кăтарту 57,1 процент чухлĕ аннă. Ҫав тери паха. Наркăмăша халăх хушшинче сарнин кăтартăвне илес пулсан та, 3 хут пĕчĕкленни сисĕнет.  

Чăхсен грипĕ уйрăмах юлашки вăхăтра ҫынсене пăшăрхантарать.  Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ветеринари службинче тăрăшакансен кулленех граждансемпе тивĕҫлĕ ĕҫсем пурнăҫламаллине, ӳлĕмрен пирĕн тăрăхра алхасасран сыхă тăмаллине асăрхаттарнă. «Ҫивĕч тĕрĕслевсем пулмалла. Усал амака алхасма памалла мар. Ирĕке каясран пурин те асăрхануллă пулмалла. Ял хуҫалăх предприятийĕсемпе хăй тĕллĕн ĕҫлекенсен уйрăмах ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

 Пенси ыйтăвĕпе ҫыхăннă пулас ырă ҫĕнĕлĕхсем пирки РФ Пенси фончĕн Улатăр тата Улатăр районĕн Управленийĕн пуҫлăхĕ Мария Орлова ăнлантарса панă.  Пурĕ палăртнă территоринче мĕнпур халăхран 44,7 проценчĕ пенсионер. Кăтарту тата та ӳсесси паллă тенĕ вăл.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫпе тивĕҫтерекенсене, предприятисенче Пенси фондĕнче тăрăшакан специалистсемпе пĕрле халăхпа тĕлпулусем йĕркелеме чĕнсе каланă, ҫĕнĕлĕхсене тĕрĕс ăнлантарса пама сĕннĕ.  

Пенси енĕпе пулакан ырă ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Кислов та каласа хăварнă. «Пĕр ватăна икĕ ĕҫлеме пултаракан ҫын тивеҫтерет е тата сахалтарах та. Тĕллев – аслă ҫултисене канлĕ ватлăх туса парасси. Ҫулсем тăсăлнăшăн никамăн та пăшăрханма кирлĕ мар, лайăхрах кăна условисем малашне пулĕҫ. Ку вара - чи пахи», – тенĕ вăл.

Тĕп ыйтусенчен тепри – «сăрă» схемăпа ĕҫлекенсене тупса палăртасси, явап тыттарасси. Кун пирки тепĕр хут уйрăммăн палăртса каланă Юрий Кислов.  

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕ Владимир Путин кăҫал ҫу уйăхĕнче алă пуснă Указ пирки чарăнса тăнă. Наци проекчĕпе кулленех ĕҫлесе пымаллине асăрхаттарнă.   «Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пĕр-пĕринпе килĕшсе ăнланса пурнăҫласа пымалла. Халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлемелле», тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Пуҫлăхĕ.

Паян канашлура хускатнă ыйтусемпе сĕнӳсем малашнехи пурнăҫра муниципалитета тата та лайăхрах аталанса пыма витĕм кӳрессе шанса каланă Михаил Игнатьев

Фоторепортаж



18 июля 2018
14:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter