Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин хĕрарăмсен клиника центрĕнче пулнă, строительство ĕҫне тĕпрен йĕркеленĕ хыҫҫăнхи ĕҫсемпе паллашнă

В Чебоксарах женская консультация Городского клинического центра открылась после ремонтаУтă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти хĕрарăмсен клиника центрĕнче пулнă, строительство ĕҫне тĕпрен йĕркеленĕ хыҫҫăнхи ĕҫсемпе паллашнă, медицина ĕҫченĕсемпе курнăҫса вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ, тĕрлĕ условисене курса хакланă.    

Ҫак объекта хута янăранпа пуҫласа тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫланă.  Строительство ĕҫĕсене ҫак кунсенче вĕҫленĕ. Ҫуртăн ăш-чиккине кăна ҫĕнетмен, инженерипе техника коммуникацине те пĕтĕмпех ҫĕнĕрен улăштарнă. Шыв пăрăхĕсене, ăшăтмалли системăна, вентиляци тытăмне, электричество пайне паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе ҫĕнетнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, объектра пĕтĕмпех пысăк технологи вăй илни курăнать.

Михаил Игнатьев Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Владимир Викторовпа тата организацийĕн тĕп врачĕпе Елена Майоровăпа объекта пăхса хакланă, условисем пирки кăсăкланнă, медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ҫинчен калаҫнă. Кирек-епле объектра та регистратурăран йышăну пуҫланать.  Кунта вара пĕтĕмпех уҫă, сипленме пыраканнисем валли ҫав тери меллĕ, администраторсемпе вĕсем курнăҫса хăйсене мĕн кирли пирки хыпарлама пултараҫҫĕ. Пысăк пӳлĕмре пырса кĕнĕ ҫĕрте телеэкран, врачсем хăҫан йышăнни пирки хыпарсене вырнаҫтарнă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ учрежденире хĕрарăмсемпе тĕл пулса калаҫнă, вĕсен шухăшне ыйтса пĕлнĕ. Шăпах та, вăл вăхăтра, пулас ача амăшĕсемпе вĕрентӳ тапхăрĕ иртнĕ имĕш.  Психолог Надежда Скворцова хăш-пĕр самантсем пирки чарăнса тăнă, амăшĕсем хаваспах ҫĕнĕ пĕлӳ илме тăрăшнине хыпарланă.

Анастасия Доманова пулас амăшĕ ҫакăн пек ҫурта питĕ хитрелетнĕшĕн чун-чĕререн савăннине пĕлтернĕ. «Ҫутă, пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ, условисем чаплă, специалистсем паха пĕлӳллĕ пулни сисĕнет, вăхăтра кирлĕ пек канаш парса пулăшаҫҫĕ. Эпĕ кунта тахҫантанпах консультацине ҫӳретĕп, пĕлетĕп питĕ аван малтан мĕнле пулнине, халĕ мĕнле ҫĕнĕлĕхсемпе пире хавхалантарнине», тесе савăнса пĕлтернĕ.   Михаил Игнатьев пурне те ҫемьере килĕшӳ, ăнланулăх суннă. Ачасем яланах сывă пулччĕр, ан чирлеччĕр тенĕ.

Регион Пуҫлăхĕ тĕрлĕ кабинетсенче пулса курнă, условисене курса тĕлĕннĕ. Ҫав тери паха тесе хакланă ертӳҫĕсем.

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствинче тăрăшакан тĕп акушер-гинеколог Татьяна Дерипаско хăйĕн сăмахĕнче, ҫурта юсанă хыҫҫăн, кунта консультаци илекенсен шучĕ тата та нумайланасса шанса каланă. Сипленме те условисем пĕтĕмпех пур тенĕ тухтăр сăмаха малалла тăснă май.

Объект пысăк пулнине кура, уйрăм блоксем йĕркеленĕ. Хĕрарăмсене тĕрлĕ енлĕ пулăшусемпе тивĕҫтерме питĕ аван.  Тепĕр тесен, юристсем те пур ҫак учрежденире, вĕсем пулас амăшĕсене социаллă пулăшусем илмелли пирки ăнлантарса тĕрĕс сĕнӳсем пама пулăшаҫҫĕ.

«Ҫак база ҫумĕнче хĕрарăмсен клубне йĕркелесе яма шутланăччĕ. Ăнăҫлă пурăнаканнисене чĕнсе, хăйсен паха опычĕ пирки ыттисене те паллаштарма ыйтăттăмăрччĕ. Сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыраканнисем пирки те анлăрах хăйсемпе паллаштарма пултарччĕр.   Медицина бази кăна пулмалла мар кунта, хĕрарăмсен пĕр чăмăра пухăнса пулăшу пама пĕлмелле», хăй шухăшне каласа кăтартнă Елена Майорова.  

Объекта тĕпрен юсама Чăваш Республикин хыснинчен 11,5 млн тăкакланă. «Хĕрарăм ҫав тери хăватлă вăй – вĕсем ача ҫуратса тĕнчене илемлетеҫҫĕ, пуянлатаҫҫĕ. Маларах ҫак ҫуртра условисем аванах пулман тесен те йăнăш мар. Паян вара пăхма чаплă, питĕ хитре, илемлĕ, условисем паха. Ĕҫлекенсем таса чунпа, яваплăха туйса тăрăшни те куҫкĕретех», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, паян ҫакăнта пуҫтарăннисем пĕрремĕш пепке мар, иккĕмĕш е тата виҫҫĕмĕшне кĕтеҫҫĕ пулĕ-ха тенĕ вăл сăмаха тăсса. «Халăх пурнăҫпа кăмăллă, регионта социаллă сфера, экономика хăватлă аталанса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ҫынсене социаллă пулăшусемпе те вăхăтра тивĕҫтеретпĕр. Пирĕн ветерансене анчах мар, ҫамрăксене, ĕҫлеме пултаракан мĕнпур ҫынна тĕрев пама тăрăшмалла, условисем хатĕрлесе тăратмалла», тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев. Раҫҫей Президенчĕ В.В. Путин пуҫарăвĕсене пула, ҫемьесем хушма социаллă пулăшусене тивĕҫеҫҫĕ.  Ҫакă питĕ лайăх, ачасемпе ашшĕ-амăшĕсемшĕн.  

Палăртма кăмăллă, кăҫал медицина учрежденийĕсене республика бюджетĕнчен тĕпрен юсав ирттерме 1,3 млрд уйăрнă. Медицина хатĕрĕсене те сахал мар туянма тăкакланнă. Пурĕ 30 объекта тĕпрен ҫĕнетнĕ. Кăтарту ҫав тери пысăк.  Тата та ĕҫлемеллисем пур-ха, планпа килĕшӳллĕн 38 ҫурта тĕпрен юсав ĕҫне хатĕрлеме шут тытнине ырă хыпара пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ.

Фоторепортаж



19 июля 2018
14:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter