Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Газпром» ПАО Правленийĕн Председателĕн ҫумĕпе Валерий Голубевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Состоялась рабочая встреча Главы Чувашии Михаила Игнатьева и заместителя Председателя Правления ПАО «Газпром» Валерия ГолубеваУтă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕҫлĕ визитпа «Газпром» ПАО Правленийĕн Председателĕн ҫумĕ Валерий Голубев килсе ҫитнĕ.   

Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Газпром» ПАО Правленийĕн Председателĕн ҫумĕпе Валерий Голубевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă акционерсен обществине, унăн ертӳҫине Алексей Миллера «Газпром» ПАО Правленийĕн Председательне пĕр-пĕринпе ҫыхăнусене сарассипе анлă ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă Михаил Игнатьев.  Кăтарту та ҫук мар, тухăҫлăха ҫирĕплетекенни регионта 81 процента ҫити халăха газпа тивĕҫтерни тенĕ вăл. «Газпром» витĕмлĕхĕпе Шупашкарта центра тĕпрен газ кĕртнĕ. Ҫĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар районĕсенче те сахал мар объект пурнăҫланă.  Бизнеса вăй илме меллĕ, халăха туллин газ кĕртсе панă, условисем чаплă.

Валерий Голубев хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республики Раҫҫейри ытти субъектсем хушшинче хисеплĕ вырăн йышăннине ырласа пĕлтернĕ.  «Газпром» ПАО ӳлĕмрен те халăха, предприятисемпе организацисене газпа тивĕҫтерме тĕллев лартнине хыпарланă, малашне тата та тухăҫлăрах ĕҫлесе пыма шантарнă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ тата Правлени Председателĕн ҫумĕ республикăри ертӳҫĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Чăваш Енре газ кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă. Ытти актуаллă ыйтусем тавра та канашланă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă. 

Фоторепортаж



19 июля 2018
15:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter