Планеркăра кун йĕркине кĕртнĕ актуаллă ыйтусене тарăн тишкернĕ, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă

 Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов хăйĕн сăмахĕнче, кăҫал регионта пĕрремĕш сменăпа пурĕ 4525 шкул ачи кану лагерĕсенче хăйсен сывлăхне ҫирĕплетнине хыпарланă. Кăтарту япăхах мар тенĕ министр сăмаха малалла тăснă май. Иккĕмĕш сменăра 4180 ача канма кăмăл тунă.  Пĕтĕмĕшле ҫуллахи тапхăрта пурĕ 11 пин ытла ачана кану легерĕсене явăҫтарма плана кĕртнĕ. Пĕлтĕр пурĕ те 9,9 пин ача хăйсен сывлăхне ҫирĕплетнĕ.    Профиль енĕпе йĕркеленĕ сменăри мероприятисем ачасен кăмăлне питĕ хавхалантараҫҫĕ, вĕсем хăйсен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыраҫҫĕ, тĕрлĕ ăмăртусенче хутшăнса ăсталăхне кăтартса пыраҫҫĕ. Кăҫал пурĕ профиль енĕпе 13 смена йĕркелеме плана кĕртнĕ. Вĕсенче 950 ача канма шут тытнă. Кăнтăрлахи уйрăмра пĕтĕмпе 29 пин шкул ачи хăйсен тавракурăмлăхне ӳстерсе пырать. Пурĕ республикăра ку тĕлĕшпе 376 учреждение хатĕрлесе тăратнă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ тата ҫакна та палăртнă, лагерьсенче пысăк квалификациллĕ специалистсем ĕҫлеҫҫĕ тенĕ сăмаха малалла тăснă май.  Хăрушсăрлăх теми малти вырăнта, ку енĕпе тăтăшах профилактика ĕҫĕсене йĕркеленине хыпарланă министр.

Чăваш Енри Роспотребнадзор Управленийĕн ертӳҫин ҫумĕ Вячеслав Егоров хăйĕн докладĕнче кăҫал пĕрремĕш сменăра ачасем пачах та чирлеменнине, лару-тăру пĕтĕмпех йĕркеллĕ тесе пĕлтернĕ.  

«Мĕнпур службăсенче тăрăшакансен пĕр-пĕринпе килĕшсе, тухăҫлă ĕҫлесе пырассишĕн ҫине тăмалла. Тăватă сменăра та пăтăрмахсем пачах та тума юрамасть. Ачасене кулленех сыхă тăмалла, пушартан та асăрхаттарса пымаллла», - тесе ҫирĕппĕн каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Паянхи планеркăра кун йĕркине кĕртнĕ ытти актуаллă ыйтусене те тарăн тишкернĕ, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. Сапантуй уявĕ пирки чарăнса тăнă, ăна кăҫал Хĕрлĕ тӳремре Шупашкарта ирттерме плана кĕртнĕ. Федераци шайĕнче пулакан мероприятине мĕнпур тăрăхран хăнасем килме кăмăл тунă.  Раҫҫейри 40 регионтан тутарсен пĕрлешĕвĕсем пирĕн патне хăнана килсе курма кăмăлланă.

 



02 июля 2018
16:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter