Хĕрлĕ тӳремре Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулакан Олимп кунне Шупашкарта та ирттернĕ

Чувашия присоединилась к празднованию Всероссийского олимпийского дняҪĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Хĕрлĕ тӳремре Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулакан Олимп кунне Шупашкарта та ирттернĕ.  Ҫуллахи спорт ăмăртăвне тĕрлĕ темăсемпе йĕркеленĕ.

Уяв программи массăллă зарядка тунинчен пуҫланнă.  Ăна Чăваш Енри  фитнес-аэробика федерацийĕн спортсменĕсем йĕркеленĕ. Каярах спорт уявне савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă.  Ентешсене, пухăннă хăнасене саламлама Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев килсе ҫитнĕ.  

Паллă мероприятине ҫакăн пекех унпа пĕрле Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, паллă Олимп чемпионĕсем Елена Николаева, Валентина Егорова, Олимп призерĕсем Олимпиада Иванова, Владимир Андреев, 2018-мĕш ҫулта иртнĕ хĕллехи Олимп вăййисене хутшăннă Татьяна Акимова тата Лана Прусакова пулнă.     

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ спорт уявне пуҫтарăннисене саламланă май, ҫакăн йышши мероприятисене ҫĕршыври мĕнпур кĕтессенче ирттернине асăннă.  Палăртма кăмăллă, хальхи вăхăтра тĕнчипе футбол ăмăртăвĕсене халăх сăнать, Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕшĕн хавхаланать. Михаил Игнатьев спорт ветеранĕсене саламланă, хăйсен паха опычĕпе ҫитĕнекен яш-кĕрĕме савăнтарнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

«Йĕркелӳҫĕсене, спорта кăмăллакансене пурне те пысăк чыс.  Сывă пултăр яланах Раҫҫей, Чăваш Ен!», тенĕ хăйĕн саламĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Спортри пысăк ҫитĕнӳсемшĕн Раҫҫей Федерацийĕн Спорт министерствин Тав ҫырăвне Марина Алякинăна, Борис Борисова тата Евгения Михайловăна савăнăҫлă лару-тăрура парса хавхалантарнă.  

Спортсменсем ячĕпе уява пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн финанс ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕн ҫумĕ, СССР тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева ăшшăн саламланă.   

«Паян пухăннисенчен кашни олимп ҫул-йĕрĕ витĕр тухнă.  Ҫĕршывра ҫак мероприяти йĕркеленнĕ май, эпир савăнса кĕтетпĕр, пĕлтерĕшлĕ самантсене аса илетпĕр», тенĕ вăл.  Ҫитĕнекен яш-кĕрĕме, ҫамрăксене спортра пысăк ҫитĕнӳсем тума чĕнсе каланă Елена Николаева.

Хыҫҫăн мĕнпур халăх старта тухнă, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев велосипедпа ярăнса ăмăртнă.  

Каярах регион Пуҫлăхĕ спорт лапамĕсене пăхса ҫаврăннă, мастер-классене курса тухнă. Ҫамрăксем футболла, баскетболла аванах вылянă.  Спортăн ытти енĕсемпе те хастарсем хăйсен ăсталăхне ҫак кун кăтартса панă.

Аса илтеретпĕр, ҫĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Енре Спорт кунĕ иртнĕ.  Палăртнă кун кашни ҫын тӳлевсĕр спорт учрежденийĕсене ҫӳреме пултарнă.

Фоторепортаж



02 июля 2018
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter