Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ

Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Пухăннисене чи малтан регион Ертӳҫи Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ команди Испанипе футболла выляссипе ҫĕнтернине, пирĕннисем ыттисене пурне те кая хăварса мала тунине ырă хыпара асăннă, ҫĕнтерӳшĕн пурне те саламланă.   

Ку хутĕнче республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин бюджет политики пирки ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнине палăртнă, 2019-мĕш ҫул валли тата планпа килĕшӳллĕн 2020-2021-мĕш ҫулсем валли те пăхса хăварнине палăртнă.  Михаил Игнатьев укҫа-тенкĕпе тĕллевлĕн тата тухăҫлă усă курма пĕлмелле тенĕ.  Бюджетăн тупăш пайне ӳстерсе пырасси чи приоритетлă ыйтусенчен пĕри. Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен харпăр хăй пухнă тупăш пысăк пулсан, социаллă ыйтусене татса пама та ансат тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

               Канашлу ĕҫне пуҫтарăннисем коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тарифсен улшăнăвĕ пирки те чарăнса тăнă. Ҫĕнĕлĕхсем кăҫал утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кĕрĕҫ.  

Коммуналлă пулăшу ĕçĕсен, энергоресурссен тарифĕсем çуллен утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пысăкланнине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Тарифсем пĕтĕм Раççейĕпех пысăкланаççĕ, республика та çапла тăвать. Электроэнергин киловатт/сехечĕн тарифĕ утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса хула çыннисемшĕн 3,25 тенкĕпе танлашĕ — 14 пус /4,5%/ хушăнать. Ял çыннисемшĕн — 2,28 тенкĕ /10 пус, 4,4%, хакланать/. Республикăра пурăнакансене ваккăн сутакан газăн пĕр кубометрĕн хакĕ 3% пысăкланса 5,53 тенкĕпе танлашĕ. Ку хакăн ял-хулапа çыхăннă уйрăмлăхĕ çук — виçе пĕрешкел.

Шывпа, ăшăпа тивĕçтерессипе çыхăннă хаксем тĕлĕшпе вара цифрăсем тĕрлĕ муниципалитетра тата хăш организацисем пулăшу кӳнине кура тĕрлĕ. Урăхла каласан потребитель вĕсемшĕн çак ресурссене хăш организацирен илнине кура тӳлет. Сивĕ шывшăн тӳлемелли виçе республикăра вăтамран 4,1% пысăкланать, ăшă энергийĕшĕн — 3,6%. Раççей Правительстви граждансен тӳлевĕсен чи пысăк ӳсĕмне тивĕçлĕ индекссем палăртса чикĕлет. Чăваш Республики валли кăçал ăна 3,9% шайĕнче çирĕплетнĕ, çак индексран 2,3% ытла пăрăнма юрамасть. Эппин, 2018 çулта граждансен коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн хывакан тӳлевĕсен ӳсĕмĕ 6,2% иртмелле мар. Республика шайĕнче вара вăтам ӳсĕме 3,9% ирттерме юрамасть. Тариф служби çак чикĕсене çирĕп палăртнă.

Канаш хули тĕлĕшпе уйрăм калаçу хускатнă. Çак хулара тата Канаш районĕнчи Хучел ял тăрăхĕнче шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен тарифĕ 12% чухлех пысăкланать. Сăлтавĕ — Канаша шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă инвестици проектне пурнăçласси. Хулара шыв парса тăрас тĕлĕшпе пăтăрмахсем те пулкаланă — инвестици проектне пурнăçламаллах. Самай пысăк укçа кирлĕ. Шывпа усă куракансен тăкаксен пĕр пайне хăйсен шучĕпе саплаштарма тивет — пысăкланакан тарифсен шучĕпе. Апла пулин те, пусăм тусах палăртнă Марина Кадилова, граждансен тӳлевĕсем Правительство çирĕплетнĕ чикĕрен иртмĕç — шывшăн илекен тӳпе тӳлевсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче питĕ пысăк тееймĕн. Тарифсене хушма тупăшран илекен налукăн 18% танлашакан виçине тĕпе хурса çирĕплетнĕ.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев социаллă пулăшусемпе тивĕҫтерессипе ҫыхăннă самантсем ҫинчен каласа кăтартнă. Хăш-пĕр уйрăмлăхсем пирки те чарăнса тăнă.  ЖКХ тӳлеме республикăра пурăнакан 311 пин ҫын ҫăмăллăх мелĕпе усă курни паллă, вĕсене валли 790 млн ытла тăкакланă.  

Канашлу вăхăтĕнче йăлари хытă каяшсене пухса пуҫтармалли ыйтăва та хускатнă.  Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре вунă ҫулăха   «МВК «Экоцентр» ТМЯО килĕшӳ хутне те алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Ҫак ыйтупа канăҫсĕрлетекен самантсене те ҫирĕп тишкернĕ, уйрăмлăхсем пирки канашланă. Михаил Игнатьев тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса ĕҫлекеннисемпе тачă ҫыхăнса пымаллине, усал ҫӳп-ҫапа пуҫтарса тирпейлекен компанисемпе питĕ асăрхануллă пулмаллине, кирек-кампа та явăҫса кайма юраманнине асăрхаттарнă. 2019-мĕш ҫултан пуҫласа саккунсен базине ҫĕнĕлĕхсем кĕрĕҫ, апла пулсан, ҫĕнĕлĕхсене халăх патне вăхăтра илсе ҫитермелле, кирлĕ пек ăнлантарса памалла тесе ҫирĕппĕн каланă регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.   



02 июля 2018
15:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter