Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствин анлă ларăвне регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в расширенном заседании коллегии МВД по Чувашской РеспубликеУтă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерстви анлă канашлу ĕҫне ирттернĕ. Унта Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă.

2018-мĕш ҫулхи пĕрремĕш ҫур ҫулти ĕҫ кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕ, генерал-майор Сергей Неяскин тарăн доклад туса панă.

Ларăва пухăннисене, ведомство ертӳлĕхне регионта йĕрке пултăр тесе тухăҫлă ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствин мӗнпур подразделенийӗпе тытӑмӗн сотрудникӗсем саккунлӑхпа право йӗркине шанчӑклӑн хураллаҫҫӗ, чи кӑткӑс тӗллевсене пурнӑҫланӑ чухне те килӗштерсе тата йӗркеллӗ ӗҫлеме пултарнине уҫҫӑн кӑтартса параҫҫӗ тенĕ Ертӳҫĕ.

Республика Правительствипе Шалти ӗҫсен министерстви ведомствӑсем хушшинче тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленӗрен регионта ҫирӗп те лӑпкӑ лару-тӑру сыхланса юлать, халӑх власть органӗсене шанасси ӳсет тенĕ сăмаха тăсса регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев. Халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче яланах ҫирĕп йĕрке хуҫалланнине асăнса хăварнă. Республика кунĕ, Акатуй, Сабантуй уявĕсем республикăра анлă иртнине, ун чухне те право хуралĕнче тăрăшакансем пысăк витĕм кӳнĕ тенĕ Михаил Игнатьев. «Сирĕн сахал мар пысăк ҫитĕнӳсем пур. Ҫакнах республикăри районсемпе хуласенче пурăнакансем ĕҫлĕ тĕлпулусенче уҫăмлăн ҫирĕплетсе калаҫҫĕ», — тенĕ Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, ҫула ҫитмен ҫамрăксем хушшинче профилактика ĕҫне йĕркелессине ытларах плана кĕртмелле тесе чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.

Яланхиллех канашлура, хисепе тивĕҫнисене, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене ертӳҫĕсем патшалăх наградисене парса чысланă.

Палăртса хăваратпăр, юлашки ҫулсенче палăртнă службăн пурлăхпа техника бази пуянлансах пырать. Шалти ĕҫсен пайĕнче ĕҫлекенсем валли хăтлă условисем пурри те куҫкĕретех.  Паян хаваслă лару тăрура Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин  министерство ĕҫченĕсене Lada Granta тата Lada Vesta машинăсене служба тивĕҫне пурнăҫлама парса чысланă. Ҫĕнĕ 12 машина ӳлĕмрен тата та лайăхрах ĕҫлеме хавхалантарĕҫ.  

Фоторепортаж



20 июля 2018
12:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter