Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата «Газпром» ПАО Правленийĕн Председателĕн ҫумĕ Валерий Голубев ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ

Вопросы газоснабжения и газификации Чувашии, платежной дисциплины потребителей региона и состояния расчетов за поставленный газ обсуждены в Доме Правительства республикиУтă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата «Газпром» ПАО Правленийĕн Председателĕн ҫумĕ Валерий Голубев ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Ларăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, право хуралĕнче тăрăшакан пуҫлăхсем, республикăри уйрăм районсемпе хуласен администраци ертӳҫисем пуҫтарăннă.

Регионта пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайĕ пысăк пултăр тесе, «Газпром» ПАО ĕҫченĕсем пысăк тӳпе хывнăшăн, республика Пуҫлăхĕ мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Субъектра халăха, предприятисемпе организацисене газпа тивĕҫтерес ĕҫ 81 процента ҫити пурнăҫланнине ырă хыпара асăннă вăл. Пуласлăхра тĕллевсем тата та пысăк – Атăл леш енне газ кĕртме плана кĕртсе хăварнă.

Паянхи пурнăҫ таппинче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту – газпа усă курнăшăн парăмсем ӳссе кайни тесе хыпарланă Михаил Игнатьев.

РФ регионĕсем хушшинче, 2014-мĕш ҫулччен газ ыйтăвĕсене татса парассин кăтартăвĕпе  Чăваш Республики малта пыракан вунă субъект хушшинче тăнă имĕш. Хальхи вăхăтра лару-тăру пачах урăхла, парăм уйрăм пысăк предприятисен чылай пухăнни куҫкĕретех.  Ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кăтарту 2 млрд 347 млн ҫитнĕ. 2017-мĕш ҫулпа танлаштарас пулсан, ӳсĕм 29 процент хăпарни сисĕнет.  

«Мĕнпур парăмсенчен 70 проценчĕ «Коммуналлă технологи» предприятийĕн парăмĕ.  Парăм вĕсен 1,6 хут ытла хăпарса кайнă. Ыйтăва уҫăмлатас тесе право хуралĕнче тăрăшакансене те яăҫтарнă. Пирĕн тĕллев –  вĕсене парăмсене парса таттарасси», ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

«Газпром» ПАО Правлени Председателĕн ҫумĕ Валерий Голубев хăйĕн сăмахĕнче регион газ ыйтăвĕпе курăмлă ĕҫлесе пынине палăртнă, кăтарту ытти республикăсемпе танлаштарсан питĕ лайăх тенĕ. Малашне те объектсене газпа тивĕҫтерме плана кĕртнине хыпарланă. Пирĕн приоритет халăха хĕллехи вăхăтра нимĕнле кăлтăксемсĕрех ăшăпа тивĕҫтересси тенĕ ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. Мĕнпур ыйтусене тивĕҫлĕ шайра татса парас тесе, асăннă организаци мощностьсене кулленех ӳстерсе пырать.

«Раҫҫейĕпе калас пулсан, пĕтĕмпе ҫĕршывăн парăмĕ 170 млрд ҫитнĕ. Газпа усă куракансен хăйсен тӳписене вăхăтра татса пыма тăрăшмалла. Никамăн та вăрлама ирĕк ҫук. Енчен те пурлăхпа усă курнă пулсан, уншăн укҫана вăхăтра куҫармалла», тесе асăрхаттарнă.

«Газпром межрегионгаз» ТМЯО генеральнăй директорĕн ҫумĕ, вăлах влаҫ органĕсемпе тата регионсемпе ĕҫлекен Николай Исаков хăйĕн докладĕнче уйрăм кăтартусем пирки чарăнса тăнă, газпа усă куракансен хăш-пĕр парăмĕсем ҫинчен каласа хăварнă.  Пурĕ Атăлҫи федераци тăрăхне кĕрекен субъектсен парăм ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 30 млрд пуҫтарăннине хыпарланă, вăл шутран Чăваш Республикин парăмĕ 2,4 млрд йышăнать тесе сăмаха малалла тăснă вăл.   Регионсенче пуринче те пĕрпектерех лару-тăру тенĕ ертӳҫĕ. Вăл та «Коммуналлă технологи» предприяти пирки чарăнса тăнă. Чăнласах та, вĕсен парăм 1 млрд та 424 млн ҫитнĕ тесе ҫирĕплетнĕ. Кăҫал ҫулталăк пуҫланнăранпа виҫе 271,3 млн хăпарнă тесе тепĕр хут аса илсе хăварнă.

Регион хăй ҫине илнĕ мĕнпур ĕҫе туллин тивĕҫтерсе пырать. Ҫапах та уйрăм муниципалитетсем вара кăлтăксем кăларса тăратни пур-ха. Сăлтавĕ мĕнре-ши тенĕ ертӳҫĕ. Парăм мĕншĕн пысăк «Коммуналлă технологи» предприятийĕн? Уҫăмлатма каланă ыйтăва. Ҫак сăмахсене «Газпром газораспределение Чебоксары», «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ТМЯО генеральнăй директорĕ те Кияметдин Мифтахутдинов ҫирĕплетсе хăварнă, ҫӳлерех асăннă предприятийĕн регионта чи пысăк парăм пуҫтарăннă тенĕ.  Пĕлнĕ тăрăх, «Коммунальные технологии»  ТМЯО ҫулталăкри тупăшĕ 2 млрд 560 млн ҫитнĕ. Вĕсенчен пĕтĕмпе те 400 млн шалу укҫипе тăкакланнă предприяти. Ытти вара ăҫта? Кун пирки тĕплĕнрех каласа пама хушнă Кияметдин Мифтахутдинов.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче, предприятипе кулленех ĕҫлĕ канашлусем ирттернине хыпарланă, ҫирĕп график та йышăнса хăварнă тенĕ пуҫлăх.  Федераци центрĕнчен тĕрев илесси пирки те пĕр хутчен ҫеҫ мар канашланине палăртнă. Ятарлă программăсене хутшăнсан, тен укҫа та пулĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса. Тарифпа кăмăллă маррине, ӳстересси пирки ыйтăва татса пама та май килменнине каланă Алексей Ладыков.  Паян вара, ҫак предприятипе килĕшӳ хутне пăрахăҫланă хула администраци. Хутса ăшăтмалли тапхăра ҫине тăрсах хатĕрленмелле тенĕ муниципалитет ертӳҫи, актуаллă ыйтусем чылай тесе сăмаха малалла тăснă.

«Коммунальные технологии» ТМЯО генеральнăй директорĕ Дмитрий Крюков парăм хăйне евĕр сăлтавсăр пухăннă тенĕ, пулăшу кĕтнĕ пуҫлăхсенчен. Ыйтăва никам та тивĕҫтермен.  «Газпром межрегионгаз» ТМЯО генеральнăй директорĕн ҫумĕ Николай Исаков ҫапларах каланă: «Юлашки ҫулсенче предприяти парăмсене парса татасси пирки пачах та тăрăшни сисĕнмерĕ», – тенĕ.

«Коммунальные технологии» ТМЯО ĕҫлени палли те ҫук. Усăсăр вăхăт ирттерни кăна. Енчен те сире тарифсем килĕшмеҫҫĕ пулсан, парăм пысăк пулсан, парса татма условисем ҫук тетĕр пулсан, ма урăх организаци йĕркелеместĕр. Урăх ҫĕре ĕҫлеме ҫул тытмастăр. Апла пулсан, сире килĕшет, вăрттăнлăхĕ пур пулĕ-ха. Хăвăра тивĕҫтерет имĕш»,тенĕ Дмитрий Крюкова Николай Исаков ятласа. «Тĕрĕссине темĕн чухлĕ шырасан та тупаймăпăр. Вĕҫĕ хĕрри те паллă мар, ҫук. Вăхăта усăсăр ҫеҫ пĕтеретпĕр. Вĕсем пурпĕр пирех критиклеҫҫĕ: тариф кирлĕ пек мар шайра, бюджетран укҫа ҫителĕклĕ куҫса пымасть, никам та вĕсемшĕн тĕрĕс ҫынсем мар»,тесе хăй шухăшне каланă регионсемпе ĕҫлекен ертрӳҫĕ.    Темиҫе ҫул ĕнтĕ судсем тăрăх ҫӳреҫҫĕ вĕсем, укҫи вара ăҫта каять-ши? Вĕсемсĕрех пурăннă та пурăнăпăр та. Чăваш Республики пур-пĕрех малта пыракан регион шутĕнче тăрать, малашне те регион тĕслĕх вырăнĕнче пулассине нимĕн иккĕленмесĕрех ĕненетпĕр тенĕ сумлă ертӳҫĕсем.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин  парăм ҫак асăннă предприятийĕн 2006-мĕш ҫултанпах пуҫтарăнса пынине тепĕр хут аса илсе хăварнă. 2014-мĕш ҫултан пуҫласа тĕрлĕ банксем вĕсене пачах та  кредитсем пама пăрахнă.  Шăпах та, ҫакă вĕсен тĕп сăлтавĕсенчен пĕри пулма пултарать тенĕ сăмаха малалла вакланă май Иван Моторин.   Сахал мар тĕрĕслев ĕҫĕсем йĕркеленĕ, вĕсене тĕрĕс ҫул ҫине тăма витĕм кӳнĕ. Усси сахал – вĕсем вырăнтан та тапранман. «Коммунальные технологии» ТМЯО ертӳҫин хуравне итленĕ хыҫҫăн, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫапларах каланă, пирĕн тĕллев – халăха ăшăсăр хăварма юраманни. Ку енĕпе тĕллевлĕн малашне те ĕҫлемелле тенĕ канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тишкернĕ май, канашлура республикăри район тата хула администрацийĕсен хăш-пĕр ертӳҫисен докладне итленĕ.  «Газпром»  ПАО Правленийĕн Председателĕн ҫумĕ Валерий Голубев парăм ыйтăвĕсене ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă республика ертӳлĕхне. Эпир сире яланах тĕрев пама хатĕр тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе сумлă хăна.  Халăха кирлĕ пек условисемпе тивĕҫтересси пирĕн тивĕҫ тенĕ вăл. 

Фоторепортаж



20 июля 2018
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter