Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонне пĕтĕмлетнĕ ятпа ирттернĕ мероприятие хутшăннă

Жители Чувашии собрали в копилку благотворительного марафона «Именем детства, во имя детства» 7,8 млн рублейУтă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонне пĕтĕмлетнĕ ятпа ирттернĕ мероприятие хутшăннă. Мероприяти "Лесная сказка" ача-пăча санаторийĕнче иртнĕ.

Марафон нарăс уйăхĕнче старт илнĕ. Республикăра пурăнакансем ҫур ҫул хушшинче марафон фондне 7 миллион та 701 пин те 452 тенкĕ тултарнă. Уявра  РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов 100 пин тенкĕ хывса пуянлатнă.  Уява çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Кислов, сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов, ачасен ирĕкне хӳтĕлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина хутшăннă.

Чăваш Енри Ача-пăчасен фончĕн председателĕ Юрий Кислов тарăн отчет туса панă, укҫа-тенкĕне мĕне валли тăкакланнипе паллаштарнă.

Пĕлтĕр Чăваш Енре пурăнакансем пурĕ 7 млн 657 пин тенкĕ пухмача пуҫтарнă. Пысăк пулăшăва тĕллевлĕн тăкакланă. Кăҫалхипе марафон 21-мĕш хут йĕркеленсе иртнĕ.   Пухмача чи  нумай укҫа хывакансем: Шупашкар, Улатăр, Канаш, Ҫĕмĕрле, Красноармейски, Елчĕк тата ытти хăш-пĕр муниципалитетсем.  Уйрăм ҫынсем те сахал мар пулăшу куҫарса панă, вĕсен йышĕ 1500 ҫитнĕ.

Предприятисемпе организацисем айккинче тăрса юлман, вĕсем те тĕрев панă.  Вĕсем: Чувашпотребсоюз, АККОНД, Шупашкарти 2-мĕш №-лĕ ҫăкăр завочĕ, Федерацин травмотологин, ортопедин тата эндопротезированин центрĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ тата ыттисем те.   Медицина пайĕнче тимлекенсем 700 пин тенкĕ хăйсен кăмăлĕпе ырă сунса куҫарса панă. Вĕрентӳ пайĕнче тăрăшакансем вара – 1,1 млн хывнă.  

Ачасене пулăшу парас ĕҫе регионта пурăнакансенчен кашни хăй тӳпине хывма тăрăшнине хыпарланă Юрий Кислов.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ, марафонăн йĕркелӳ комитечĕн председателĕ Михаил Игнатьев пурне те ырă та пархатарлă ĕҫе хастар хутшăннăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  

«Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин Ачалăх вунă ҫуллăхĕ тесе палăртать. Ачалăха хӳтĕлесси пирĕн тĕп тĕллев. Ачасене аталанса вăй илме тĕрлĕ условисем хатĕрлесе тăратасси те приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулса тăрать», – тесе сăмаха малалла тăснă Михаил Игнатьев.  

Кашни тенки тĕллевлĕ тăкакланĕ, тесе ҫирĕппĕн каланă республика Пуҫлăхĕ. Йывăр ҫемьесене лекнисене, сусăр ачасене, ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр тăрса юлнисене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрасси куҫкĕретех тенĕ вăл.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче пурлăхпа техника базине ҫĕнетме те тăкакланĕ ҫак укҫасем.

Пултаруллă ачасене тĕрев парасси те кун йĕркинчех. Мала тухнисене наградăсемпе хавхалантарĕҫ. Енчен те ачасем ытти регионсенче сипленеҫҫĕ пулсан, вĕсен тăкакне те саплаштарма плана кĕртнĕ. «Ачалăх ҫав тери илемлĕ вăхăт. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисем сывă та тĕрĕс-тĕкел ҫитĕнччĕр тесе чылай вăй хураҫҫĕ. Шăпăрлансене санаторисене вырнаҫтараҫҫĕ. Шкул ҫумĕнче ачасене канма ятарлă уйрăмсем хатĕрлени те усăллă, сывлăха ҫирĕплетме май парать», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Федерацин травмотологин, ортопедин тата эндопротезированин центрĕн тĕп тухтăрне Николай Николаева, Чăвашпотребсоюз канашĕн председательне Валерий Павлова ыр кăмăллăх марафонне сумлă тӳпе хывнăшăн "Ачалăх меценачĕ" медальпе наградăланă. Савăнăçлă уяв ачасен концерчĕпе вĕçленнĕ.

Хăнасем ҫак кун сывлăха ҫирĕплетмелли комплекс ĕҫĕпе паллашнă, условисене курса хакланă.

Аса илтерсе хăваратпăр, марафон Чăваш Енре 1995 ҫултан ĕҫлеме тытăннă.   Юлашки 5 ҫул хушшинче пĕтĕмпе 40,6 млн ытла пухмача пуҫтарăннă. Ачасем чăннипех те, пысăк пулăшăва тивĕҫнĕшĕн чун-чĕререн хĕпĕртеҫҫĕ, йĕркелӳ комитетне тав тăваҫҫĕ.   

Фоторепортаж



23 июля 2018
11:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter