«2017–2018-мĕш ҫулсенче ҫулсене ҫĕнĕрен сарма, реконструкцилеме, ҫуртсем таврашĕнчи территорисене хăтлăлатма 9,5 млрд уйăрнă», – палăртнă Михаил Игнатьев паянхи планеркăра

Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ĕҫе пухăннисем ҫул-йĕр фончĕ урлă объектсене 2018-мĕш ҫулта ҫур ҫуллăхра пурнăҫланă ĕҫсене тĕплĕн тишкернĕ.  Строительство ĕҫĕсен пахалăх шайĕ пирки калаҫнă, автомашина ҫулĕсене сарассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ сăмаха пуҫланă май, 2018-мĕш ҫулта ҫулсене тирпейлеме пурĕ регионта 5 млрд 44 млн пăхса хăварнине хыпарланă. 2017-мĕш ҫулта ҫак кăтарту 4 млрд 456 млн танлашнă. «2017-2018-мĕш ҫулсенче пурĕ объектсене пурнăҫлама республикăра 9,5 млрд тăкакланă. Историре кун пек пулăм нихăҫан та пулман. Укҫа-тенкĕ кун чухлĕ нихăҫан та плана кĕртсе хăварман», тенĕ республика Ертӳҫи Михаил Игнатьев.  

 Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министрĕн ҫумĕ Леонид Вакс хăйĕн сăмахĕнче, регионти объектсене тирпейленине кура, ҫулсем ҫинче инкексем пулнă тĕслĕхсен шучĕ чакнă тенĕ. Кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра  ҫулсем ҫинчи инкексем 26 процента ҫити сахалланнă, вилнисен шучĕ те 27 процента ҫити пĕчĕкленнĕ.  

Чăваш Республикин ҫул-йĕр хуҫалăхĕпе транспорт министрĕ Владимир Иванов  республикăн Ҫул-йĕр фончĕ 5044,2 млн танлашать тесе каланă. Иртнĕ эрне вĕҫĕ тĕлне укҫа-тенкĕрен 31,5 проценчĕпе усă курма та ĕлкĕрнĕ тесе хыпарланă министр.   Регион, муниципалитет, вырăнти хăй пĕлтерĕшлĕ ҫулсене тирпейлесе тăма 410,3 млн тăкакланă, путăк-ҫурăксене юсама 541,8 млн пĕтернĕ, ҫĕнĕрен хута яма вара 176,6 млн куҫарса панă. 

2018-мĕш ҫулта 65 ҫухрăм тăсăлса выртакан ҫула тĕпрен юсама плана кĕртнĕ.   Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ҫулсене саплаштарма 235 ҫухрăм выртакан объекта палăртса хунă. Ҫĕнĕрен 45 ҫухрăм ытла ҫул сарма пăхса хăварнă. Вĕсем ялсенче пулĕҫ. Автомашина ҫулĕсем выртакан лаптăкра электричествăпа тивĕҫтерес ыйту та кун йĕркинче. Пурĕ 17,35 ҫухрăм тăсăлакан вырăнта ҫутăпа тивĕҫтермелле. Мĕнпур ĕҫсене пĕтĕмпех халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тĕллевпе плана кĕртсе хăварнă. 

Ҫулсем ҫинче видео сăнавсем те сахал мар, вĕсене те норматива пăхăнса вырнаҫтарса пынă. Кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫулта 14 комплекс вырнаҫтарма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ, видео сăнавсем пурне те тимлĕ пулма ыйтаҫҫĕ.

Палăртса хăвармалла, кăҫал видеосăнава пула пĕтĕмпе 370 046 йĕрке пăснă тĕслĕхе шута илсе, яваплисене административлă майпа штраф тӳлеттермелле тунă.   Енчен те кăтартăва пĕлтĕрхипе пăхас пулсан, 51,6 процент пысăк пулни сисĕнет.

Федераци шайĕнче пысăк проектсем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ.  «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» проекта пурнăҫа кĕртме федераци хыснинчен сахал мар укҫа куҫнă, палăртнă укҫаран 32 проценчĕпе усă курнă,  палăртса хунă объектсенчен 52 процентне туллин тивĕҫтернĕ. 

«ВКонтакте» сайтра регионти мĕнпур халăх хăйĕн шухăшне пĕлтерме пултарать. Проектпа ҫыхăннă ыйтусене тăратма май пур. Халăх хăйсен сĕнĕвне пĕлтерет. Тепĕр тесен, https://vk.com/bkdcheboksary  сайтра та ҫынсем хăйсен шухăш-кăмăлне ҫырса пĕлтерме пултараҫҫĕ.

Федераци палăртакан мĕнпур программăсене регион хапăл тусах хутшăннине хыпарланă министр. Ял территорийĕсене аталантарассипе ҫыхăннă программа республикăра анлăн пурнăҫа кĕрсе пырать.  Планпа килĕшӳллĕн ĕҫсем пурнăҫланса пыраҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха малалла вакланă май. Хулари Мускав кĕперне те строительсем тĕплĕ тăваҫҫĕ, уйăрнă мĕнпур виҫерен 33 проценчĕпе  усă курнă хальлĕхе организаци. 

Шупашкарти аэропорт ҫывăхăнче автомашинăсене вырнаҫтарса лартмалли уйрăм лаптăка тирпейлеҫҫĕ. Харăсах 200 машина вырнаҫтарма пулать, объект хута кайсан. Ҫĕнĕ микрорайонсенче те хĕрӳ ĕҫ пырать, ҫул-йĕрсене тĕпрен ҫĕнетеҫҫĕ.

Паянхи куна нимĕнле чăрмав та пулманнине, строительсем хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа пынине пĕлтернĕ министр.

Владимир Иванов конкурс ĕҫне тăратакан документсене министерство ҫирĕп тĕрĕслев витĕр кăларнине асăннă. Проект хатĕрленĕ чухне те тимлĕ пулнине пĕлтернĕ. Организацисене яваплăха туйса ĕҫлеме вĕрентсе пынине асăнса хăварнă ертӳҫĕ.  «Темиҫе хут та тĕрĕслев витĕр кăларни - графикран юлса пыма ан пулăштăр, асăрханăр», тенĕ сăмаха тăсса регион Пуҫлăхĕ.

Паянхи пурнăҫ таппинче битум хакĕ ăнсăртран хăпарса кайни пăшăрхантарать. «Тăкакпа ĕҫлеме хатĕрленмеҫҫĕ строительсем. Проектпа килĕшӳллĕн пăхса хăварнă строительство материалне ытти таварсемпе саплаштарма тăрăшаҫҫĕ. Кун пек тума никамăн та ирĕк ҫук.   Ҫак ыйту ҫине те тимлĕн пăхмалла. Пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланмалла», асăрхаттарнă республика Пуҫлăхĕ профильлĕ министерствăна.

Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Максим Иванов хулана хăтлăлатассипе ҫыхăннă ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Пĕтĕмпе кăҫал ĕҫсене пурнăҫлама мĕнпур ҫăлкуҫсенчен 302 млн яхăн укҫа пăхса хăварнине палăртнă вăл.  Программăпа килĕшӳллĕн, 14 муниципалитет пĕрлешĕвĕнче ĕҫсем пурнăҫланассине хыпарланă. Ытларах Патăрьелĕнче, Йĕпреҫре, Куславккара, Сĕнтĕрвăрринче, Пăрачкавра, Вăрмарта, Шупашкарпа Елчĕк районĕсенче, Тăвай, Ҫĕнĕ Шупашкар, Ҫĕмĕрле тăрăхĕсенче  хастар ĕҫленине каланă.  Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе те ҫак муниципалитет пĕрлешĕвĕсем курăмлă ĕҫлесе пынине хыпарланă министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.

2018-мĕш ҫулта  нумай хваттерлĕ ҫуртсем ҫывăхĕнчи 44 лаптăка тирпейлеме палана кĕртнĕ.  Паянхи кун тĕлне 36 объектра тавралăха тирпей-илем кĕртессипе тарăн ĕҫлеҫҫĕ. Кăҫал раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене вĕҫне хĕрне ҫитерме тĕллев лартнă. 

Объектсен пахалăх шайне ҫирĕп тĕрĕслеҫҫĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» парти членĕсем хастар ҫак ĕҫе хутшăнаҫҫĕ. Пĕтĕм Раҫҫейри Халăх фрончĕн пайташĕсем те ĕҫе кӳлĕнни куҫкĕретех. Проектсене пĕтĕмпех Чăваш Республикин тĕп архитекторĕпе килĕшсе йĕркеленине пĕлтернĕ Максим Иванов.  Михаил Игнатьев юлса ĕҫлекенсене ытларах асăрхама чĕнсе каланă. Графика пăсма юраманнине асăрхаттарнă.

«Пирĕн тĕллев – подрядчиксен ĕҫне ҫирĕп тĕрĕслесси. Мĕнпур ĕҫсем пирки халăха вăхăтра пĕлтермелле, уҫăмлă пулмалла.  Ĕҫлеме пĕлменнисене ҫывăха яма юрамасть. Пулса тухать ҫапла – вĕсене пула объект вăхăтра пурнăҫланманни. Укҫапа усă кураҫҫĕ, объекчĕсене вара йĕркеллĕ тумаҫҫĕ»,  тесе каланă регион Пуҫлăхĕ. Ытларах проектпа смета ĕҫне тишкермеллине, унта йăнăш тăвассинчен асăрханма ыйтнă пурне те. Строительство ĕҫне тытăнсан тин ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварни усси сахалтарах.

Ҫул хĕрринчи усал ҫӳп-ҫап куписем вара пурне те пăшăрхантараҫҫĕ. «Енчен те таврара тирпейлĕх хуҫаланмасть пулсан, эпир япăх ĕҫленине ҫирĕплетекен кăтарту ҫакă. Кун пирки никамăн та манмалла мар. Пурин те хар тăрса ĕҫлемелле, тавралăх таса пултăр тесе тăрăшмалла. Хăнасем пирĕн регион урлă иртнĕ чухне тасамарлăха курсан, мĕн шутлаҫҫĕ? Пĕлсе тăрăр, ыррине мар паллах», тенĕ Михаил Игнатьева калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май.     



23 июля 2018
16:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter