Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев FIFA 2018 футбол выляссипе пулнă тĕнче чемпионатĕнче волонтер пулса ĕҫленисемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии пообщался с волонтерами чемпионата мира по футболу FIFA 2018Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев FIFA 2018 футбол выляссипе пулнă тĕнче чемпионатĕнче волонтер пулса ĕҫленисемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ.

Чăваш Ен ҫак паллă пулăма сахал мар тӳпе хывнă. «Российские Студенческие Отряды» регионти организаци Чăваш Республикинчи ҫамрăксен пуҫарăвĕн центрĕпе пĕрле «FIFA 2018»  студентсен сервис центрне йĕркеленĕ. Унта аслă шкулта вĕренекен 44 студент хутшăннă. Вĕсем Саранск хулинче FIFA FanFest 2018 мероприятире куракансем пулса хăйсен кăмăлне те тултарнă.  Фестиваль вăхăтĕнче аккредитаци ĕҫне хутшăннă, йĕрке пултăр тесе тимлĕ тăрăшнă.

Шупашкарти волонтерсен центрĕ ҫакăн пекех 15 ҫынран тăракан ятарлă ушкăнсем те йĕркеленĕ. Вĕсем 9 направленипе Саранск хулипе Мускавра ĕҫленĕ.  Пĕтĕмпе футбол ăмăртăвĕсенче пулăшу пама  Чăваш Енрен пĕр аслă ҫулти волонтер, ĕҫлекен 2 ҫын, 56 студент хутшăнма кăмăл тунă.

Тĕлпулăва пухăннисене саламланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫамрăксене тĕнче шайĕнче иртнĕ мероприятине хутшăнса хăйсен пурнăҫĕшĕн сăваплă та ырă ĕҫ туса витĕм кӳнĕшĕн мухтанă.

«Футбол асăнмаллăх савăк кăмăл пурне те парнелерĕ. Футбол уйĕсене тĕнче шайĕнче илемлетсе, кирлĕ пек условисемпе тивĕҫтерчĕҫ. Халăх ăмăртусене юратнине ҫирĕплетсе пачĕ. Куракансем ҫав тери чылай пулчĕҫ. Пирĕн ҫĕршывăн команди маттур пулнине кура, ҫитĕнекн шăпăрлансем футбол вăййисене юратма пуҫлани те куҫкĕретех. Ҫамрăксем ытларах ҫак ăмăртусене кăмăл туни паллă», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.      

Михаил Игнатьев мероприятисенче хăйсене тивĕҫлĕ пек шайра кăтартса панăшăн ҫамрăк яш-кĕрĕме мухтанă. Ют ҫĕршывсенчен килнисемпе те тарават пулнишĕн ырланă.  «Пĕлсех тăратăп, ют ҫĕршывсенчен килнисем сирĕнпе калаҫнă хыҫҫăн, лайăх кăмăл-туйăмпа хăйсем патне каялла таврăннине», тенĕ Михаил Игнатьев.  

Тĕнче шайĕнчи паха опыт, ӳлĕмрен хамăрăн тăрăхра йĕркеленĕ мероприятисенче те кирлĕ пулĕ. Тата тепĕр тесен, ҫамрăк яш-кĕрĕм волонтерсен юхăмне аталантарса пыма вĕренсе пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар.

«Цивильский аграрно-технологический техникум» ГАПОУ ĕҫлекен ертӳҫĕ Александр Васильев уйрăм ҫитĕнӳсем пирки каласа кăтартнă, хăйсен савăнăҫне мĕнпур пухăннисемпе пĕрле пайланă.

Калаҫу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев футбол турнирĕ туризма аталантарма пысăк витĕм кӳнине асăннă. Хăнасем пирĕн ҫĕршывпа ытларах та ытларах кăсăкланнине хыпарланă. Раҫҫей чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче ытти ҫĕршывсемшĕн пулнине курса ĕненнĕ.  Халăх пĕр-пĕринпе туслă пурăннине те хаклама пултарчĕҫ. Кашни ҫын хăйне валли ырă ĕҫ курса савăннă тенĕ регион Пуҫлăхĕ ҫамрăк яш-кĕрĕмпе пӳпленĕ май.   Халăхсен хушшинчи мероприятисем пирки ыйтса пĕлнĕ регион Ертӳҫинчен ҫамрăксем. Спорт ăмăртăвĕсем халăха пĕрлештерме май панине ҫирĕплетнĕ вĕсем.

Ыйтусене хуравланă май, республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, регионта массăллă спорта аталантарас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтернĕ ҫамрăксене. «Ăста  профессионалсене тытса тăма хĕн.  Вĕсене укҫа-тенкĕ енчен те вăхăтра тивĕҫтермелле. Пирĕн регионта футбол валли условисем хăтлă. Шанатпăр, республикăра спортăн ҫак енĕ  профессионал шайĕнче сарăласса», тенĕ вăл.   

Калаҫу вĕҫленнĕ май, ҫамрăксем республика Правительствин командипе юлташла матч ирттернĕ.   Хĕрӳ тупăшура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ мала тухнă, 6:2 шутпа выляса илнĕ.

Мала тухас тесен, кулленех спортпа туслă пулмалла, хатĕрленӳ ĕҫне хастар хутшăнмаллине те ҫамрăксем курса ĕненнĕ. Шăпах та, ҫакăнта ĕнтĕ ăнăҫу секречĕ тенĕ пĕр харăссăн вĕсем.    

Фоторепортаж



23 июля 2018
08:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter