Ҫурхи тапхăрпа яшсене салтак ретне тăратассипе ҫыхăннă ыйтăва планпа килĕшӳллĕн туллин тивĕҫтернĕ

Ака уйăхĕн  1-мĕшĕнчен пуҫласа утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен Раҫҫейре граждансене ҫар службине тăратмалли тапхăр пынă.  Чăваш Республикинче асăннă ыйтупа туллин ĕҫленĕ. Пĕтĕмпе ҫар ретне тăма 1359 ҫынна йыхравланă.  РФ Хĕҫ-пăшаллă вăйсен ретне тăма – 1289 ҫынна ăсатнă, РФ Наци гвардине 70 ҫынна янă.

Ҫуркуннехи тапхăрпа яшсене ҫар ретне тăратнин ĕҫ кăтартăвĕпе ҫыхăннă ыйтăва паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен пуҫлăхĕсемпе кашни эрнере ирттерекен ĕҫлĕ планеркăра тĕплĕн тишкернĕ. Асăннă ыйтупа Чăваш Енри ҫар комиссарĕ Александр Мокрушин калаҫнă.   Ертӳҫĕ хăйĕн сăмахĕнче, ҫар ретне тăнисенчен 279-шĕ аслă пĕлӳ илнисем тесе хыпарланă. Яшсенчен 183-шĕ вара Раҫҫей ДОСААФ организацийĕн вĕрентӳ уйрăмĕнче ятарлă ăс пухнине асăнса хăварнă. Пĕтĕмпе 5508 ҫын тĕрĕслев витĕр тухнине, ҫар ретне тăма вĕсенчен 98,6 проценчĕ юрăхлă тесе ырă хыпара каланă.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа ҫакăн пекех Чăваш Республикин пурлăх хутшăнăвĕсен тата юстици министрĕ Наталья Тимофеева та калаҫнă.

Салтаксене кирлĕ пек мĕнпур хатĕрсемпе тивĕҫтернĕ тесе хыпарланă министр. Йĕрке пăснă тĕслĕхсем пачах та пулман тенĕ вăл сăмаха тăсса.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, паянхи пурнăҫ таппинче яшсем салтака кăмăл тусах кайнине асăннă. Тăван ҫĕршыва сыхласси пархатарлă ĕҫ пулнине питĕ лайăх ăнланаҫҫĕ ҫитĕнекен ăру тенĕ вăл.  Чи пахи – яшсем сывă пулни, спортпа туслă, кулленех сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыни хавхалантарать.  

«Апла пулсан, эпир тĕрĕс ҫулпа пыни куҫкĕретех. Патшалăх политики те ҫакнах ҫирĕплетет. Сывă апатлану та хăйĕн ҫитĕнĕвне кăтартса парать.  Малашне те кун пек ĕҫлеме тăрăшăпăр, ку пирĕн тивĕҫ», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  



23 июля 2018
13:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter