Шыва кĕнĕ чухне пулнă инкексен сăлтавĕсене тарăн тишкернĕ планеркăра

Ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа  паянхи кунччен регионта шывра пулнă инкексен шутне 21 шута илнĕ. Вĕсенче 20 ҫын вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнă. 5 ача шывра путса вилнĕ. Пĕлтĕр ҫак тапхăрта 19 инкеке тупса палăртнă, 12 ҫын вилнĕ, ачасемпе ҫыхăннă пĕр инкек те пулман.  

Ҫуллахи тапхăрта ҫынсем шыва кĕнĕ чухне тăтăшах пулакан инкексем ҫинчен паян, утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабиннечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан планеркăра тĕплĕн тишкернĕ. Асăннă ыйтăва Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров тарăнрах каласа кăтартнă. Официаллă майпа шыва кĕме ҫынсене валли 13 объект хута янă. Унсăр пуҫне хатĕрленĕ ятарлă вырăнсем 43 тесе палăртнă.  

«Лайăх кăтартупа Шупашкар, Ҫĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Канаш районĕ, Ҫĕмĕрле, Елчĕк, Муркаш районĕсем палăраҫҫĕ», – тесе хыпарланă Чăваш Енри ГКЧС председателĕ.  Инкексем вара ытларах шыва кĕме юраман вырăнсенче сиксе тухнине пĕлтернĕ вăл. Уйрăмах, ҫула ҫитмен ҫамрăксем, шăпăрлансем шыв-йĕр правилисене пăхăнманни сисĕнет. Аслисем те ачасене куҫран вĕҫертни сисĕнкелет. «Пăтăрмахсем пачах та сиксе тухман пулĕччĕҫ, енчен те вĕттисем хăйсен ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле шыв хĕрне анаҫҫĕ пулсан. Ҫуллахи кану вăхăтĕнче шăпăрлансене пĕччен шыва кĕме яма юрамасть аслисен», – ҫирĕппĕн асăрхаттарнă Вениамин Петров.   

Тепĕр пысăк ҫитменлĕх – халăх ӳсĕрле шыва кĕни. Вилнĕ 15 ҫынран 11-шĕ ӳсĕр пулнă шыва кĕнĕ чухне. Ҫакă пурсăмăра та хытă пăшăрхантарать.

Граждансем хушшинче профилактика ĕҫне кулленех йĕркелемелле. Чăваш Енри ГКЧС специалисчĕсем халăхпа тăтăшах тĕл пулаҫҫĕ, кирлĕ пек сĕнӳсемпе пулăшаҫҫĕ. Ял администрацийĕсенче тăрăшакансем те шывпа асăрхануллă пулмалли ҫинчен пĕлтерсех тăраҫҫĕ, анчах та кăлăхах, хăшĕсем ҫакна итлеменни, йĕрке пăсни куҫкĕретех, халăх вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайни те ҫирĕплетет.  Волонтерсем, полици ĕҫченĕсем, обществăра активлă ĕҫлекенсем малашне те палăртнă ыйтупа тĕллевлĕн ĕҫлеме шантараҫҫĕ.  



23 июля 2018
14:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter