Правительство ҫуртĕнче республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Енĕн стратегиллĕ аталанăвĕн çул-йĕрне, чи малтан пурнăçламалли проектсене палăртакан канашăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

В Доме Правительства обсуждены подходы к реализации в Чувашской Республике национальных проектов и программ, определенных майским указом Президента РоссииУтă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Енĕн стратегиллĕ аталанăвĕн çул-йĕрне, чи малтан пурнăçламалли проектсене палăртакан канашăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, наци проекчĕсен программисем пирки тарăн чарăнса тăнă. Раҫҫей Президенчĕ кăҫал ҫу уйăхĕнче алă пуснă ҫĕнĕ Указа пурнăҫа кĕртесси ҫинчен тĕплĕн ыйтусене тишкернĕ.  

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче 2018-мĕш ҫулта юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Раҫҫей Правительстви патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе пĕрле программăсем хатĕрленине хыпарланă. Вăл ĕҫе регионсем те кӳлĕннине асăннă. Пуласлăхра документа Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫумĕнчи канаш ларăвне тăратассине хыпарланă. Приоритетлă проектсемпе мĕнпур шайра тимлекенсем тарăн тĕпчесе ĕҫленине асăннă Ертӳҫĕ.   Проектсем 12 тĕрлĕ пуласси паллă. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, сывлăх сыхлавне ҫирĕплетесси, вĕренӳпе, спорт, культура, хваттер ыйтăвĕсем те кун йĕркинчех. Экологи, паха ҫулсем, халăха ĕҫпе тивĕҫтересси, наукăпа, тĕпчев ĕҫĕсене вăйлатасси, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне аталантарас ыйтусем те ҫивĕч тăраҫҫĕ. Пуҫаруллă ĕҫсем яланах тĕп вырăнта пулĕҫ. Таварсене экспорта куҫарассипе те кулленех  ĕҫлеме плана кĕртнĕ.

«Палăртнă тĕллевсемпе эпир пĕрремĕш ҫул кăна вăй хумастпăр. Пирĕн вăйлă енсем те сахал мар. Кăтартусем ҫулран ҫул ӳссех пыраҫҫĕ. Татса паман ыйтусем те пур-ха хальлĕхе. Вĕсене те пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшмалла. Халăхăн тупăш пайне ӳстерес ыйту ҫине тимлĕх уйăрмалла», — тесе каланă Михаил Игнатьев.

РФ Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăҫлама виҫĕ ҫул хушшинче 8 трлн. тăкаклама пăхса хăварнă. Влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсен, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче тимлекенсен кирлĕ пек мĕнпур документсене вăхăтра тата пахалăх енчен пысăк шайра йĕркелесе тăратмалла. Палăртнă ĕҫсене графикран юлса пурнăҫлама никамăн та ирĕк ҫук.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата ҫакна та палăртнă, юлашки икĕ эрне хушшинче РФ Президенчĕ ҫумĕнчи канаш наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, тăватă ҫул-йĕрпе ыйтусене тарăн тĕпченине палăртнă.  Вĕсем: паха ҫулсем, сывлăх сыхлавĕпе ĕҫ тухăҫлăхĕ, предпринимательлĕх тытăмне вăй илтересси ҫине ытларах тимлĕх уйăрнине асăннă Ертӳҫĕ.

«Ĕҫ хăвăртлăхне ӳстермелле, таварсен калăпăшне ҫултан ҫул пысăклатсах пымалла.  Халăхăн ĕҫ укҫине ӳстермелле, тупăш пысăк пулмалла, чухăн пурăнакансен йышне 2 хут пĕчĕклетмелле», — тесе чĕнсе каланă Михаил Игнатьев. Шăпах та, ҫаксем приоритетлă ыйтусем тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

2017-мĕшĕнче ҫурла уйăхĕнче ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерме май паракан программа ĕҫлеттерсе янă. Халăха ĕҫпе тивĕҫтерессипе курăмлă ĕҫлеме тытăннă. Ҫак ĕҫе 200 предприяти хутшăннă. РФ 16 регион программăпа тивĕҫлĕ ĕҫлет. Вăл шутран Чăваш Республики те. Регионăн ăнăҫлă предприятийĕсем хастар программăпа ĕҫлеҫҫĕ, вĕсем: «Химпром», «Перкарбонат», «Хевел», чебоксарское предприятие «Сеспель», «ЧЭАЗ», «ВНИИР», ЧПО им. В.И. Чапаева», «Чувашторгтехника», Вурнарский завод смесевых препаратов, «Ядринмолоко».

Производствăсем хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ хатĕрсем туянаҫҫĕ, предприятисене модернизацилеҫҫĕ, ĕҫ тухăҫлăхне ӳстереҫҫĕ. «Потенциал республикăн пысăк. Кăтартусем япăх мар, Атăлҫи федераци округĕнче регион малти вырăнта тăрать. Пурпĕрех пирĕн лăпланса лармалла мар, малалла та ҫитĕнӳсемпе палăрассишĕн ырми-канми ĕҫлемелле», —  тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Вак тата вăтам бизнесра ĕҫлекенсен йышне ӳстересси те кун йĕркинчех тăрать. Ҫĕршыв Президенчĕ кун пирки тăтăшах аса илтерсех тăрать. Кăтартăва 25 миллиона ҫитермелле тесе чĕнсе калать Ертӳҫĕ.

Налуксен ыйтăвĕсемпе ҫăмăллăхсем кĕртмелле, условисене лайăхлатмалла, тен ун чухне тата та кăтартуллăрах ĕҫлеме пуҫлĕҫ предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем, вĕсен йышĕ те хăпарĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев докладра социаллă сферăна аталантарма 3 трлн 600 млрд тăкакланасси паллă тенĕ. 2030-мĕш ҫулсем тĕлне халăхăн пурăнас ĕмĕрне 80 ҫултан та ирттермелле. Халăха сывă пурнăҫ йĕркине явăҫтарасси, кулленех спорта ҫӳресси те тĕп вырăнта. Мĕнпур халăхран 55 проценчĕн хăйсен сывлăхне ҫирĕплетессишĕн тăрăшмалла.

Нумай ачаллă ҫемьесене патшалăх тĕревне парасси, сусăрсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси те кун йĕркинче. Михаил Игнатьев хăш-пĕр ҫитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă.

2007-мĕш ҫултан пуҫласа Чăваш Енре амăшĕн капиталне 84 пин ҫемье тивĕҫнĕ. Вĕсем ытларах хваттер ыйтăвĕсене татса пама тăкакланнă. Регионтан амăшĕн капиталне хушса тӳлеме 2018-мĕш ҫулта пурĕ  147 млн уйăрнă. «Ҫав тери пысăк укҫа куҫарнă. Халăхшăн усăллă ĕҫсем тунă», — тенĕ Михаил Игнатьев.  

Сывлăх сыхлавĕпе ҫыхăннă ыйтусене ĕнер Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин сывлăх сыхлавĕн Министрĕпе Вероника Скворцовăпа тарăн тишкернĕ. Медицина пулăшăвĕн пахалăх шайĕ кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. Демографи лару-тăрăвĕ те приоритетлă тесе асăнса хăварнă Михаил Игнатьев. Чĕре чирĕ, шыҫăпа аптрани халăха вăраха кайса канăҫсĕрлетет. Ҫынсем вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлаҫҫĕ. Ӳлĕмрен  тата та хăватлăрах медицина пулăшăвĕ пуласси, пысăк технологисем чир-чĕре шала каяссинчен сыхă тăма витĕм кӳресси паллă. Чирсене малтанхи тапхăртах тупса палăртсан, сываласси куҫкĕретех. Темĕнле йывăр чирлесен те, парăнтарма пулать. Раҫҫейре 1200 ФАП тĕпрен ҫĕнетме плана кĕртнĕ.   Регионта кашни 3-мĕш ФАП ҫĕнелсе улшăнĕ. Ҫак тĕллеве республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫирĕплетсех каланă.

Нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче тирпей-илем кĕртессине халăхпа пĕрле уҫăмлăн сӳтсе явмалла. Сĕнӳсене шута илсе, тĕрĕс приоритетсем палăртмалла. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси, профилактика ĕҫне ытларах плана кĕртсе хăварасси ҫине те тимлĕх уйăрмалла.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин наци проекчĕсем пирки тĕплĕнрех каласа хăварнă. Федераци программисем пирки ăнлантарнă. Чăваш Республики хутшăнакан мероприятисем ҫинчен чарăнса тăнă. Регионăн паха ĕҫ опычĕ пур тесе каласа хăварнă ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнине палăртнă вице-премьер. Республикăра нормативлă база йĕрки ҫĕнелсе пынине ырă хыпара асăннă.   Ларура кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те уҫăмлăн тишкернĕ, тивĕҫлĕ пек мерăсем йышăнса хăварнă.  Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне аталантарасси приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулса тăрать тенĕ.  Пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртме ытларах патшалăх енчен тĕрев памаллине чĕнсе каланă.  Пирĕн республикăра пĕтĕмпе 46,8 пин ытла  вак тата вăтам предпринимательлĕх тесе шута илнĕ. Вĕсенче пурĕ 138,4 пин ҫын тăрăшать. 2017 ҫулта вĕсем пурĕ 303,2 млрд тавар тирпейлесе кăларнă.

Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, регионта федераци пĕлтерĕшлĕ 8 проект пурнăҫа кĕртме хатĕрленнĕ. Тĕп кăтартăва хаклаканни – бизнесра ĕҫлекенсен йышне ӳстерни, 2024-мĕш ҫулсем тĕлне кăтартăва 142,6 пин ҫынна ҫитерме плана кĕртмелле тенĕ вице-премьер.  

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов медицина пулăшăвĕсен пахалăх шайне ӳстерессипе ҫыхăннă ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Федераци енчен 8 проект пурнăҫа кĕрсе пынине, вĕсемпе республика тĕллевлĕн ĕҫленине асăннă.   

Чи ҫивĕч тăракан ыйту – ракпа чирлесе вилнисен шутне чакарасси тенĕ министр. Чĕре чирĕпе аптракансем те сахал мар, вĕсене те хавшасран кирлĕ пек условисем йĕркелесе памаллине, вăраха каясран кулленех сыхă тăмаллине асăрхаттарнă вăл. Ачасен сывлăхне ҫирĕплетесси вара тата та пысăкрах пĕлтерĕшлĕ. Пурин те палăртнă ыйтусемпе тивĕҫлĕ шайра ĕҫлесе пымалла. Условисене кулленех ҫĕнетмелле, медицина пулăшăвĕн пахалăх шайне ӳстермелле тенĕ Владимир Викторов.

Вĕренӳ пайĕнчи ыйтусемпе Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов тĕплĕн калаҫнă.  Пултаруллă ачасен тавракурăмлăхне ӳстерме регионсенче ятарлă центрсем хута кайнине палăртнă.  "Пултаруллăх тата ăнăҫу" вĕрентӳ фончĕн паха ĕҫ опычĕ пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăнине асăннă министр. Культура, спорт кулленех юнашар тăмаллине, ачасене пур енлĕн аталантармаллине каланă вăл сăмаха тăсса. 2019 ҫул тĕлне ҫӳлерех асăннă пек центр ĕҫлесе каймалла. Унта республикăри мĕнпур хуласемпе районсенчен ачасем вĕренсе хăйсен ăсталăхне туптаса пыма пултарĕҫ.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хваттер ыйтăвĕсемпе калаҫнă, хула хăтлăхĕ пирки те чарăнса тăнă.  Федераци шайĕнчи проект тăватă пайран тăнине палăртнă: «Ипотека», «Жилье», «Формирование комфортной городской среды», «Обеспечение устойчивого сокращения непригодного для проживания жилищного фонда» тенĕ министр.

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин ҫурт-йĕр строительствин калăпăшне ӳстерме ыйтать. Кăтартăва  ҫулталăкне 120 млн тăваткал метр чухлĕ ҫитермелле тет. Чăваш Ен ыйтăва пурнăҫлама плана кĕртнĕ. 2024 ҫул тĕлне ӳсĕм пуласси паллă тенĕ вăл.

Хулана хăтлăлатас ыйту та приоритетлă. Патшалăх программи чаплă пурнăҫа кĕрсе пырать. 2022-мĕш ҫул тĕлне  ҫуртсем таврашĕнчи 1157 объекта ҫĕнетме тĕллев лартнă. Вĕсене валли  1 422,8 млн пăхса хăварма шут тытнă.  

Муниципалитетсенче тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ĕҫленĕ ыйтусемпе район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсем паллаштарнă. Шупашкар, Ҫĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Ҫĕмĕрле, Канаш хулисем епле ҫĕнелсе пынине вырăнти ертӳҫĕсем пĕлтернĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ те хăйсен территорийĕнчи кăтартусем пирки чарăнса тăнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене наци проекчĕсемпе ĕҫлеме тĕллевлĕн программăсем йышăнма чĕнсе каланă. Ĕҫсене федераци проекчĕсемпе тӳр килтерсе пымалла танĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.   

Фоторепортаж



24 июля 2018
19:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter