Раҫҫей МЧС Ертӳҫи ҫĕршыври регионсен пуҫлăхĕсемпе пĕрле халăха хăрушсăрлăхпа комплекслă тивĕҫтерессине сӳтсе явнă

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн МЧС Министрĕ Евгений Зиничев регионсен пуҫлăхĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ. Паллă мероприятине РФ Президенчĕн полномочиллĕ представителĕсем, субъектсенчи гражданла хӳтĕлев ĕҫĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата ҫутҫанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕҫĕн тĕп Управленийĕн представителĕсем хутшăннă.  Кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйту – халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси.

Видеоканашлура Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Герман Михайлов, Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров пулнă.  

Евгений Зиничев хăйĕн сăмахĕнче субъектсенчи вышкайсăр лару-тăру тата ҫутҫанталăк инкекĕсен сиенĕ ҫĕршывăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне хавшатнине асăннă.

2017-мĕш ҫулта шыв-шура пула, пушарсем алхаснипе РФ 9 регионĕнче пĕтĕмпе 42 пин ҫын инкек тӳснĕ тесе хыпарланă Министр. Федераци хыснинчен инкексене сирсе яма 2 млрд ытла укҫа тăкакланине пĕлтернĕ вăл. Паллах, регионсенчи тăкаксене кунта кĕртмен-ха.

«Раҫҫейре чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерме кирлĕ пек мĕнпур условисене хатĕрлесе тăратнă. Пирĕн тĕп тĕллев – халăха инкек пулассинчен асăрхаттарасси, кулленех профилактика ĕҫне йĕркелесси», – тесе ҫирĕплетсе каланă Министр хăйĕн сăмахĕнче.   Хальхи пурнăҫ таппинче  пысăк технологисемпе ытларах усă курмалла, ҫĕнĕлĕхсене тĕпе хурасси те тĕп вырăнта пулмалла тесе асăрхаттарнă Ертӳҫĕ. «Чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерессишĕн ĕҫлемелле кăна мар, асăрхаттару ĕҫне ытларах ирттермелле», тенĕ Раҫҫей МЧС Министрĕ.  Инкек пулсан, ăна пĕтерме вара сахал мар бюджетран укҫа тăкакланать, кун пирки никамăн та манма юрамасть.

РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, регионсенче гражданла хӳтĕлев ĕҫĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата ҫутҫанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕҫĕн комисси председателĕ субъектсен пуҫлăхĕсен пулмаллине чĕнсе каланă Евгений Зиничев.  Енчен те ҫакăн пек ĕҫлесен тухăҫлăх пысăк пуласси те куҫкĕретех тенĕ Министр сăмаха малалла тăснă май.

Видеоканашлура регионсен ертӳҫисем Министра хăйсен территорийĕсенче пурнăҫланă ĕҫсем пирки хыпарланă. «112» пĕрлехи номер пурнăҫа туххăмрах кĕрсе пынине пĕлтернĕ регион Ертӳҫисем. Субъектсенче «Хăрушлăхсăр хула» программа та анлăн пурнăҫа кĕнине пĕлтернĕ вĕсем.

Министр палăртнă тĕллевсене итленĕ май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра патшалăхăн ятарлă программисем пурнăҫа кĕнине асăннă. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси малти вырăна тухса тăнине каланă Ертӳҫĕ. «112» тытăма ĕҫлеттерме федераципе республика хыснинчен сахал мар укҫа куҫнине те палăртнă, 2016–2018-мĕш ҫулсенче кăтарту 125 млн танлашнă тенĕ вăл. Кунсăр пуҫне регионта «Хăрушлăхсăр хула» программа лайăх ĕҫлет. Кăҫал республика бюджеĕнчен 166,2 млн куҫарма планпа килĕшӳллĕн пăхса хăварнă тенĕ Ертӳҫĕ.

«Республикăра 10000 кая мар видеосăнав вырнаҫтарнă тĕрлĕ ҫĕрте. Мониторинг кулленех туса тăраҫҫĕ. Пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланать. Ҫак ĕҫе шăпах та, ятарлă техникăсем те витĕм кӳреҫҫĕ», – тенĕ Михаил Игнатьев

2018-мĕш ҫулта ҫĕнĕ 17 автомашина туяннă.  Вĕсене илме республика бюджетĕнчен 89 млн пĕтернĕ. Муниципалитетсенче пушар сӳнтермелли машинăсем ҫителĕклĕ.

«Чăваш Ен çăлавçисем пысăк профессионализмне, ăсталăхĕпе паттăрлăхне хăйсен ĕçĕпе пĕрре кăна мар ĕнентернĕ. Кăткăс условисенче хăйсене хĕрхенмесĕр ĕçлени республикăра пурăнакан мĕнпур çын хисепне çĕнсе илме май панă. Патшалăх влаҫ органĕсемпе Раҫҫей МЧС ĕҫченĕсем пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлени паллă, кăтартусем те ырă енне куҫса пыраҫҫĕ. Республика ытти субъектсем хушшинче тĕслĕх вырăнĕнче», – палăртнă регион Пуҫлăхĕ. 

Фоторепортаж



24 июля 2018
16:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter