Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче ĕҫлекен старостăсен право статусне ҫирĕплетĕҫ

Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем икĕ саккун проектне ырласа хăварнă. Вĕсенчен пĕри – 2019-мĕш ҫулта ĕҫ рынокĕнчи регионсенчи уйрăмлăха кăтартса паракан коэффициент. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче ҫулсерен регионсем ҫирĕплетекен коэффициента Раҫҫей Федерацийĕн Налуксен кодексĕнче пăхса хăварнине асăннă.  

Ҫакă ют ҫĕршывсенчен ĕҫлеме килекен граждансене ытларах пырса тивнине, НДФЛ ҫыхăннă ĕҫ хучĕ тенĕ вице-премьер.  Ҫынсем виза илмесĕрех, предприятисемпе организацисенче ĕҫлесен, патент витĕмлĕхĕпе усă курма ирĕк пулать.  

Ют ҫĕршывсенчен килекенсен йышне йĕркелес, республика хыснинчи тупăша чакарас мар тесе, саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн, 2019 ҫулта регионăн хăйĕн коэффиценчĕ 2 танлашĕ, апла пулсан кăтарту 2015-2018-мĕш ҫулхисемпе танлашасси куҫкĕретех. Кăҫалхи налук регионти коэффициента пăхса 4046,4 танлашать. «Раҫҫей Экономика министерстви прогноз тунă тăрăх, ҫитес ҫул кăтарту 4200 танлашма пултарать», тенĕ вице-перемьер.  

2018 ҫулта утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕн пĕрлештернĕ пайне ҫак кăтартусенчен  тупăш 10,8 млн кĕнине хыпарланă ертӳҫĕ.  

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева федераци саккунĕсемпе килĕшӳллĕн, Чăваш Енре вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ҫĕнĕлĕх кĕртме ĕҫ хутне тăратнă. Саккун проекчĕ вара ял старостисем пирки ăнлантарать. Ӳлĕмрен староста  пулса ĕҫлекенсен ял поселенийĕсенче право статусĕ пулĕ. Вĕсем вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене ӳлĕмрен ял поселенийĕнче халăхпа пĕре татса пама пултараҫҫĕ. Ял тăрăхĕнче староста пулма кашнин ирĕк пур, анчах та чи хастаррисене муниципалитет пĕрлешĕвĕ халăх сĕнĕвне шута илсе суйласа лартать. Чи матуррисене ҫынсем пĕр сасăллă пулса ҫак ĕҫе шанма ыйтаҫҫĕ вырăнти пуҫлăхсенчен.  Вĕсен ĕҫлемелли тапхăрĕ вара икĕ ҫултан пĕчĕк мар е тата 5 ҫултан ытлашши пулмалла мар.

Староста пулса тахҫанах вырăнти ҫынсем халăхăн ыйтăвĕсене татса парас ĕҫе хутшăнаҫҫĕ. Вĕсем хăйсен ирĕкĕпе мĕнпур ĕҫе пĕтĕм чунран пурнăҫласа пыраҫҫĕ. Кăтарту та сахал мар, пĕтĕмпе 1,7 пин ытла старостăна шута илнĕ регионта.

«Ҫак ҫынсем хисепе халăх хушшинче тивĕҫнĕ. Вĕсен авторитечĕ те пысăк. Пирĕн тĕллев условисем йĕркелесси, халăхпа пĕрле тухăҫлă ĕҫлеччĕр тесе майсем тупса парасси», тенĕ сăмаха пĕтĕмлетнĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Ҫĕнĕ хыпара лайăх ăнлантарса пама чĕнсе каланă министерство ĕҫченĕсене Пĕрлехи информаци кунĕнче вырăнти халăхпа курнăҫнă чухне.  



25 июля 2018
13:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter