Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Советская Чувашия» тата «Хыпар» хаҫатсен тĕп редакторĕсене интервью панă

Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Советская Чувашия» хаҫатăн генеральнăй директорне – тĕп редакторне Владимир Васильева тата «Хыпар» хаҫатăн директор–тĕп редакторне Татьяна Вашуркинăна интервью панă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ журналистсен актуаллă ыйтăвĕсем ҫине хуравланă.

 Халăха экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтересси, Шупашкарти хăш-пĕр строительство объекчĕсем пирки, сĕт хакĕ, усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсем, пенси саккунĕнчи ҫĕнĕлĕхсем хăйсен хуравĕсене тупнă. Пĕр пухăннă пек чухне ытти пăшăрхантаракан ыйтусене те тарăн сӳтсе явнă.

Хисеплĕ ентешсем, тĕплĕнрех уҫă калаҫу пирки хыпарсене хаҫатсен ҫитес номерĕсенче вуласа пĕлме пултаратăр.  

Фоторепортаж



26 июля 2018
13:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter