Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче бюджет енĕпе ҫыхăннă ĕҫ хучĕсене тарăн тишкернĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Бюджет енĕпе ҫыхăннă ĕҫ хучĕсене тарăн тишкернĕ.  Республикăри районсемпе хуласене субсиди парса тивĕҫтермелли йĕрке ҫинчен тĕплĕн сӳтсе явнă.  

Республика Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, федераци тата республика хыснинчен Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Планпа килĕшӳллĕн тивĕҫтермелли укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене тишкернĕ. Уйрăм объектсене тĕпрен ҫĕнетме тĕрев парасси пирки канашланă.  

Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Анатолий Тимофеев 2018-2020-мĕш ҫулсем валли йышăннă планпа килĕшӳллĕн, пурĕ регионта культурăпа кану учрежденийĕсене – 34, муниципалитет харпăрлăхĕ ҫинче шутланакан объектсене те чылай юсама пăхса хăварнă тенĕ.

Виҫĕ ҫул хушшинче пĕтĕмпе 486,7 млн тăкаклама палăртнă. Вăл шутран федераци хыснинчен – 339,8 млн, республика бюджетĕнчен 142,5 млн тенкĕ куҫарма пăхса хăварнă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Вырăнти хыснаран тĕрев куҫасси те паллă, кăтарту 4,4 млн танлашать. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсене пурĕ виҫĕ ҫул хушшинче 298,9 млн субсиди мелĕпе тивĕҫтермелле тунă, вĕсенчен федераци центрĕнчен 210,5 млн, республика хыснинчен – 88,4 млн куҫĕ.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев укҫа-тенкĕне вăхăтра муниципалитетсене куҫарса памаллине, объектсене туллин пурнăҫа кĕртмеллине чĕнсе каланă. Строительство ĕҫĕ пуҫлансан пăтăрмахсем сиксе ан тухчĕр тесен, проектпа смета хучĕсене ҫирĕп тĕрĕслев витĕр кăларма хушнă.  

Ялсенче инфратытăма ҫĕнетме Чăваш Республикин бюджетĕнчен сахал мар укҫа тăкакланать.  Субсиди парса тивĕҫтермелли мерăсем пирки ҫирĕп йĕрке пăхса хăварнă.

Социаллă сферăна ҫĕнетме республика хыснинчен 2018 ҫул валли 137 млн уйăрнă. Проектсене конкурспа килĕшӳллĕн йышăнса хăварнă. Ялсенче тирпей-илем кĕртме, тавралăха ҫĕнетсе улăштарма ҫав тери кăсăклă пуҫаруллă проектсем хатĕрленĕ. Пĕтĕмлетӳ тунă хыҫҫăн, пурĕ республикăра 231 проекта ырланă. Кун пирки ырă хыпара Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артомонов тĕплĕнрех каласа кăтартнă.  Проектсем ытларах социаллă сферăпа ҫыхăннă тенĕ вице-премьер. Кăтарту 142 танлашать тенĕ вăл. Коммуналлă хуҫалăх тытăмĕпе ҫыхăннисем – 38 проект, ачасен кану вырăнне йĕркелеме палăртнисем – 17, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтермелли – 4 проект тата ыттисем те.

Программа халăхăн пурнăҫ условине ялсенче лайăхлатас тесе ĕҫлет. Ӳлĕмрен те ҫак ĕҫсене йĕркелесе пыма тĕллев лартăпăр тенĕ хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.  Вырăнти халăха ытларах та ытларах пуҫаруллă проектсем хатĕрлеме ыйтнă.

Чи лайăх ĕҫлекен муниципалитета тупса палăртас тесе ҫулсерен конкурс йĕркелеҫҫĕ.  Мала тухнисене республика хыснинчен укҫа куҫарасси те кун йĕркинчех.  Кăҫал конкурса пĕлтĕрхипе иккĕмĕш хут йĕркелесе ирттернĕ. Чи паха ĕҫ опычĕсене тупса, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартса параҫҫĕ. Палăртса хăвармалла, конкурс чи малтан регион шайĕнче йĕркеленсе иртет, кайран вара федераци шайне тухать.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче конкурса пурĕ 44 заявка тăратнине хыпарланă.  Вĕсенчен вуннăшĕ мала тухнине, федераци конкурсне хутшăнма ирĕк илнине пĕлтернĕ. Пĕтĕмпе конкурс ҫĕнтерӳҫисене тĕрев пама патшалăх енчен республика хыснинче 1,2 млн пăхса хăварнă. 



26 июля 2018
07:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter