Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче ĕҫлев сыхлавĕ пирки тарăн сӳтсе явнă

Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ ĕҫлев сыхлавĕ пирки ыйтупа Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев тарăн доклад туса панă. Кулленхи пурнăҫра тепре чухне предприятисемпе организацисенче тăрăшакансем сусăрланни сисĕнкелет.  Ĕҫ йĕркине ҫирĕп пăхăнманнипе ҫакăн пек пăтăрмахсем сиксе тухнаҫҫĕ тенĕ Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ хăйĕн докладĕнче. Ĕҫ вырăнĕсенче тивĕҫлĕ условисем яланах пулмалла, пĕр сăмахпа калас пулсан йĕрке хуҫаланмалла. Ҫакнах тĕрĕслевпе асăрхав службисенче тăрăшакансем те ҫирĕппĕн палăртнă.

Пирĕн республика кăтартăвĕсене пăхас пулсан, лару-тăру япăх мар. Калăпăр, кăҫал ултă уйăх хушшинче пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен 1,7 хут инкек пулнă тĕслĕхсен шучĕ сахалланнă.  Апла пулсан, регионта организацисенче саккуна пăхăнса ĕҫлени, ĕҫлев сыхлавĕн йĕркисене ҫирĕп пăхăнни куҫкĕретех.

Кăтартăва Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсемпе танлаштарас пулсан ҫапларах: Чăваш Республики 4-мĕш вырăнта тăрать, маларахрисем Тутарстан Республики, Пенза, Саратов облаҫĕсем.  Михаил Игнатьев кӳршĕллĕ регионсен паха ĕҫ опычĕпе паллашма сĕннĕ вырăнти пуҫлăхсене. Ҫитĕнӳсем пысăк пулччĕр тесен, мĕнле ĕҫленине анализ тума хушнă, вĕсенчен вĕренсе пыма сĕннĕ.  Юлашки ҫулсенче ĕҫ сыхлавĕ валли укҫа-тенкĕ нумай уйăрни куҫкĕретех. Ҫулталăкне 1,38 млн тăкакланă.  

«Кăтарту ҫав тери лайăх. Ĕҫпе тивĕҫтерекенсем ыйтăва тимлĕх уйăрни паллă», тенĕ министр, куншăн предприятисемпе организацисен ертӳҫисене мухтаса тав сăмахĕсем каланă.   

Чăваш Енри Патшалăх ĕҫлев инспекцийĕн тĕп инспекторĕ Алексей Метелкин тĕрĕслевсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă хăйĕн сăмахĕнче. 2014-2018-мĕш ҫулсенче пурĕ мĕнпур организацисенчен 81 процентне тĕпрен тĕрĕслев витĕр кăларнă тенĕ ертӳҫĕ. 2019 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа отчетсем пулмасан, саккун йĕркине пăсни шутланать тесе хыпарланă, йĕрке пăсакансене ҫирĕп явап тытма тивет тесе асăрхаттарнă.

«Организацисен хăйсен патĕнче тăрăшакансене «сăрă» схемăпа ĕҫлеттерме юрамасть. Саккун пуриншĕн те пур. Ҫынсен прависене пăсма вара никамăн та ирĕк ҫук. Ҫакна лайăх ăнланмалла. Пирĕн тĕллев – халăхăн прависене хӳтĕлесси», – тесе ҫирĕппĕн каланă  республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. 



26 июля 2018
06:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter