Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре право йĕркипе тивĕҫтерессипе тимлекен Координаци канашлăвĕн ларăвне йĕркелесе ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел Координационное совещание по обеспечению правопорядка в Чувашской Республике Утă уйăхĕн  26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре право йĕркипе тивĕҫтерессипе тимлекен Координаци канашлăвĕн ларăвне йĕркелесе ирттернĕ.   

«Чӑваш Республикинче патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе право сыхлавӗн тытӑмӗсем пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑн хутшӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑн ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парас, обществӑри йӗркелӗхе тивӗҫтерес тӗллевпе тӑвакан пӗрлехи ӗҫ регионти общество-политика тӑнӑҫлӑхне тата нацисем хушшинчи килӗшӳлӗхе шанчӑклӑн упрама, криминаллӑ лару-тӑрӑва асӑрхаса тӑма, преступлени тӑвассипе шеллевсӗр кӗрешме май парать. Чӑваш Енре лӑпкӑлӑхпа тӑнӑҫлӑха сыхласа упрас, саккунлӑхпа право йӗркине ҫирӗппӗн тытса пырас тӗлӗшпе тӑвакан ӗҫ республикăра кирлĕ пек шайра пулса пырать», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ларăва уҫнă май.  

Обществăна право йĕркипе тивĕҫтерессине тĕрлĕ канашлусенче сахал мар тишкернине хыпарланă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. Калăпăр, районсемпе хуласенче ҫур ҫулти ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе анлă канашлу ирттереҫҫĕ, унта та вырăнти халăхпа  ыйтăва сӳтсе явнине хыпарланă вăл сăмаха тăсса.

«2018-мĕш ҫулта йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ 4 процента ҫити пĕчĕкленнĕ.  Уйрăмах паянхи пурнăҫ таппинче халăх хушшинче профилактика ĕҫне йĕркелес ĕҫ тивĕҫлĕ пулса пырать. Айăплисене вăхăтра тупса палăртса явап тыттарасси те куҫкĕретех йĕркеллĕ пулса пырать», – тесе каланă Михаил Игнатьев.   Право хуралĕнче тăрăшакансене тухăҫлă ĕҫленĕшĕн мухтаса тав тунă регион Пуҫлăхĕ.

Кун йĕркинчи ыйтусене тишкернĕ май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев экстремизм, наци хăрушсăрлăхĕ, тупăш пирки хыпарсене пытарнине, терроризм, ҫула ҫитмен ҫамрăксем хушшинчи йĕркесĕрлĕх пирки тарăн чарăнса тăнă, кашнинпе тĕплĕн тишкерӳсем пулмаллине асăнса хăварнă.  

Чи ҫивĕч ыйтусем тавра калаҫнă май, вĕсемпе туллинрех ĕҫлеме сĕннĕ.

2018 ҫулта ултă уйăх хушшинче экстремизм енĕпе 8 тĕслĕхе тупса палăртнă.   Вĕсенчен 7-шне «Интернет» ҫыхăнăвĕнче сарнине асăннă. Кун пек киревсĕр ĕҫсене туххăмрах тупма май килнĕ. Ҫула  ҫитмен ҫамрăксем йĕрке пăсасси пур-ха. Кăтарту курăмлă ӳсни сисĕнет, 10,3 процент пысăк тенĕ ертӳҫĕсем паянхи ларура, чи нумай йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ вара Вăрнар районĕнче тесе хыпарланă.  Пĕтĕмĕшле палăртас пулсан, регионта йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ чакнă пулин те, пур-пĕрех Муркашра, Шупашкарта, Вăрмарта, Ҫĕрпӳре, Канаш хулинче ҫитменлĕхсем чылай.

«Ҫула ҫитмен ҫамрăксене хӳтĕлесси  патшалăх приоритечĕ. Пирĕн, юлташсем кулленех сыхă тăмалла. Асăрхаттару ĕҫĕсене вĕсемпе йĕркелемелле. Кун пирки никамăн та манма юрамасть», – тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.  

Ҫынсем пĕрлешсе хăйне евĕр усал ĕҫ тăвакан ушкăнсем йĕркелесе пыраҫҫĕ. Вăл ĕҫе ачасене те явăҫтарма тăрăшаҫҫĕ. Ытларах япăх ҫемьесенче ӳсекеннисем вăл ушкăна лекес хăрушлăх пур. «Пурин те лайăх ăнланмалла, енчен те йĕрке пăссан, шеллесе тăмĕҫ, саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттарĕҫ», – тесе ҫирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев.

Республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче профилактика ĕҫне йĕркелессипе анлă плансем йышăнса хăварма чĕнсе каланă.

Чăваш Енри шалти ĕҫсен министерствинче тăрăшакан пай пуҫлăхĕ Владимир Шихранов тата Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Анатолий Тимофеев, Раҫҫей Федерацин ҫыхăну сферинчи асăрхав службин Чăваш Енри Управленийĕн  ертӳҫи Татьяна Евдокимова кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе тарăн докладсем туса панă.   Тĕплĕ калаҫăва ҫакăн пекех Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов хутшăннă.  Ҫула ҫитмен ҫамрăксем хушшинче ар ҫыхăнăвĕ сарăлассинчен йĕркеленĕ ĕҫ планĕ пирки каласа кăтартнă, профилактика  мероприятийĕсем усал пăтăрмахсене сирме пулăшнине хыпарланă.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина финанс ыйтăвĕсемпе ҫыхăннă самантсем пирки чарăнса тăнă, усал ĕҫсем патне хăшĕ-пĕрисем саккунсенчен хăрамасăрах туртăнас хăрушлăх та пуррине асăнса хăварнă.  

«Анализ пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх ҫакă паллă, регионта лару-тăру пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Кăтартусем ырă енне улшăнса пыни сисĕнет. Ҫамрăксем усал ĕҫсем патне туртăнманни куҫкĕретех. Чăваш Республикинче тĕрлĕ халăх ҫыннисем пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе пурнăнаҫҫĕ», — тесе уҫăмлатнă калаҫăва  Владимир Шихранов.

Кăҫал ултă уйăх хушшинче регионти шалти ĕҫсен министерствин ĕҫченĕсем пĕтĕмпе обществăлла майпа йĕркеленĕ 949 мероприятинче халăха йĕркепе тивĕҫтернĕ, вĕсенче 932 пин  ҫын хутшăннă пулнă.

 «Мероприятисен вăхăтĕнче Чăваш Енре чрезвычайлă лару-тăру пулман, йĕрке пăснă тĕслĕхсене те тупса палăртман», — тесе ырă хыпара каланă Владимир Шихранов. Сăмаха май, республикăра ҫынсем усал хыпар сарассинчен кулленех сыхă тăнине палăртнă вăл.   Паянхи пурнăҫра тепре чухне «Интернет» ҫыхăнăвĕнче йĕрке пăснă тĕслĕхсене асăрхама пулать тенĕ ятарлă специалистсем. 

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов, Чăваш Енри ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Елена Сапаркина, Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министерствинче пай пуҫлăхĕ пулса ĕҫлекен Александр Макаров, Федерацин Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳҫи Александр Полтинин тĕплĕ докладсем туса панă.  Юлашки ҫулталăк ҫурă хушшинче Чăваш Республикинче чăнласах та йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ сахаллансах пырать тенĕ вĕсем. Йĕрке пăсакансене те ҫийĕнчех тупса палăртма май килнĕ, кăтарту 100 процентпа танлашать тенĕ Александр Полтинин.

Пĕр йĕркесĕрлĕх пирки чарăнса тăнă ертӳҫĕ. 14 ҫула ҫитичченех  ача право йĕркине пăснăшăн учета лекнĕ.  Врач-психиаторсем кулленех тĕрĕслесе тăнă, шăпăрлана ятарлă учрежденире сипленĕ, ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ. Ача икĕ хутчен те вăрланă тĕслĕхпе айăпа кĕнĕ. Каярах ҫула ҫитсен, ҫамрăк хĕрачапа ар ҫыхăнăвне лекнĕ. Чăваш Енри   СУ СК РФ ертӳҫин шухăшĕпе, енчен те маларахри тапхăрсенче ҫамрăкпа тăтăшах профилактика ĕҫне йĕркелесе пынă пулсан, тен усал ĕҫ те сиксе тухман та пулĕччĕ тенĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă, тепре чухне сăтăр тăвакансем усал ĕҫсем тума укҫапа та илĕртнине, уншăн та намăсланманнине палăртнă.     

Вице-премьер ЖКХ ыйтăвĕсем пирки те  сăмах пуҫарнă, унта та тепре чухне йĕрке пăснă тĕслĕхсене тупса палăртма пулать тенĕ вăл. 2017-мĕш ҫулта пурĕ ЖКХ тытăмĕнче йĕрке пăснă тĕслĕхе 26  тупса палăртнă. Хăшĕ-пĕрисемпе Cуда ĕҫ хучĕсене  тăратнă тесе хыпарланă вăл.

2018-мĕш ҫулта пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра пурĕ прокуратура пайĕнче тимлекенсем 10 тĕрĕслев ирттернĕ. Управляющий компанисем йĕрке пăснă тĕслĕхсем – 16, «Раҫҫей Почти» федерацин патшалăх учрежденийĕ Чăваш Енри уйрăмĕ те  йĕркене пăхăнманни сисĕнет тенĕ, вĕсене те явап тыттарма йышăнса хăварнă тесе хыпарланă.

Михаил Игнатьев халăхран пухăнакан укҫапа тĕлли-паллисĕр тăкакланма никамăн та ирĕк ҫук тесе асăрхаттарнă.  «Хăй вăхăтĕнче таса чунпа ĕҫлеменнисене лицензи парассине прахăҫланă пулнă. Халĕ вара ҫак ĕҫ мĕнле пулса пырать? Енчен те йĕркене ҫирĕп пăхăнмаҫҫĕ пулсан, ЖКХ ĕҫлекенсен тĕп ĕҫ хутне каялла тавăрма май пур»,  тепĕр хут аса илтерсе каланă Михаил Игнатьев.   

Раҫҫей УФНС  Чăваш Енри ертӳҫи Марина Петрова  пĕр кунлăх ĕҫлекен фирмăсем пирки чарăнса тăнă,   вĕсене ҫийĕнчех йĕрке пăснăшăн асăрхав службисемпе пĕрле ҫирĕп явап тыттарма май килнине асăннă. Пĕр сăмахпа калас пулсан, республикăра йĕрке хуҫаланни куҫкĕретех пулса пырать тенĕ ертӳҫĕ.  

Кăҫал 6 уйăх хушшинче пурĕ 77 тĕрĕслев ĕҫне йĕркеленĕ налук пайĕнче тăрăшакансем. Пĕтĕмлетӳсем тунă тăрăх, хушма укҫа 562,3 млн бюджета хывма май килнине хыпарланă вăл.

Патшалăхăн налук сферинче йĕрке хуҫалантăр тесе сахал мар тăрăшнине палăртнă Михаил Игнатьев.  «Патшалăхпа шӳтлеме юрамасть. Бюджета туллин пухасси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Паянхи пурнăҫра налук тытăмĕнче ĕҫлекенсен условисем пĕтĕмпех йĕркеллĕ, тĕрĕслевсем тума май та пур»,  ҫирĕппĕн каланă регион Пуҫлăхĕ.

Фоторепортаж



26 июля 2018
18:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter