Тĕнчипе паллă Aptiv корпораци Чăваш Республикинче инвестициллĕ проект пурнăҫа кĕртме шут тытнă

Международная корпорация Aptiv рассматривает возможность реализации инвестиционного проекта на территории ЧувашииУтă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «ПЭС/СКК» АО представителĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Асăннă общество халăхсен хушшинче Aptiv корпораци ятпа анлă сарăлнă.

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă.

«ПЭС/СКК» АО генеральнăй директорĕ Стивен Готье пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем Чăваш Республикинче электротехника хатĕрĕсене калăплакан производство хута ярасшăн.  Тирпейленсе тухакан таварсем автомашина тăрăмĕнче анлăн усă курăнассине хыпарланă сумлă хăна.  Промышленноҫ производствипе вĕсем ĕҫлеме хатĕррине каланă.

Палăртнă кун ертӳҫĕсем республикăри уйрăм предприятисенче пулнă, вĕсен ĕҫĕсемпе паллашнă. Проектсем пирки тĕплĕнренх компани ертӳлĕхĕпе сӳтсе явассине каланă.  

Енчен те плана кĕртнĕ пек пĕтĕмпех ĕҫ-пуҫ йĕркеленсен, халăх валли ҫĕнĕ 600-800 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленесси куҫкĕретех. Проекта пурнăҫа кĕртес тесен вара, 120 млн яхăн тăкакланма тивет.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев проекта компани ертӳлĕхĕ ырласан, регион производство уҫма условисем пĕтĕмпех хатĕрлесе тăратма витĕм кӳме пултарасса шантарса каланă.  

Палăртса хăваратпăр,  Aptiv компани тĕнчипех анлă сарăлнă, пысăк производствăсем курăмлă таварсем автомашинăсем валли калăпласа кăлараҫҫĕ. Раҫҫей рынокĕнче вĕсем 1995-мĕш ҫултанпах ĕҫлеҫҫĕ.  

Фоторепортаж



26 июля 2018
15:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter