Чăваш Республикинче уй-хиртен тыр-пула пухса кĕртме пуҫланă

В Чувашской Республике началась уборочная страдаУтă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕрпӳ районне ĕҫлĕ визитпа кайнă. Унта Ертӳҫĕ вырма ĕҫĕсемпе паллашнă.  «Воддорстрой» ТМЯО хĕрӳ ĕҫҫи вăхăчĕ пырать. Муниципалитет пĕрлешĕвĕнче пуҫласа уй-хире тыр-пул пухса кĕртме тухнă хуҫалăх. Ҫак кун регион Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле ҫулҫӳревре Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Курчаткин, район ертӳлĕхĕ хутшăннă.

«Воддорстрой»  ТМЯО учредителĕ Анатолий Федоров хăйĕн сăмахĕнче пĕтĕмпе хуҫалăхăн кăҫал уй-хиртен 5400 га ҫĕр лаптăкĕнчен тыр-пула пухса кĕртмелле тенĕ. Вĕсенчен 4800 га ҫĕр лаптăкĕ Ҫĕрпӳ районĕнче, 600 га вара Канаш районĕнче тесе хыпарланă. Пурĕ уйра 7 комбайн кĕрлет. Вĕсем пурте хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ. «Ир-ирех ĕҫе кӳлĕнетпĕр, каҫ кӳлĕмччен хирте тăрăшатпăр, типĕ ҫанталăк тăнине кура, вăхăтра тухăҫа пухса кĕртессишĕн вăй хуратпăр», тенĕ ертӳҫĕ сăмаха вакланă май. «ВДС» ТМЯО пĕтĕмпе 10 пин тонна тыр-пул пухса типĕтсе кĕртме плана кĕртнĕ.

Хуҫалăхра тăрăшакансем кĕрхи культурăна акса хăварма ҫĕр лаптăкĕсене те сухаласах пыраҫҫĕ. Выльăх апатне хатĕрлессипе те ҫине тăрсах ĕҫлеҫҫĕ.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫĕр ĕҫченĕсем технологисене пăхăнса тимленине курса ĕненнĕ, уншăн хуҫалăхра тăрăшакансене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Тырă туллин пиҫсе ҫитнĕ. Специалистсемпе калаҫнă май, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки те ыйтса пĕлнĕ Ертӳҫĕ. Механизаторсем хăйсен ĕҫĕпе питĕ кăмăллă пулни тӳрех сисĕннĕ. Вырма пуҫланнă ятпа регион Пуҫлăхĕ хуҫалăхра тăрăшакансене чун-чĕререн саламланă, тухăҫа ҫухатусăр тирпейлĕ пухса кĕртме чĕнсе каланă.

«Ҫакăн йышши уйсене курсан, манăн чун хĕпĕртет. Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх эсир. Тырă пиҫсе ҫитнĕ. Пуҫтарма вăхăт. Ҫантăлăкпа туллин усă курма пĕлмелле. Вăраха тăсса ĕҫлемелле мар. Енчен те ҫил вăйланас пулсан, пучахран тырă тăкăнать. Ун пек ан пултăр тесен, ҫанталăк лăпкă чухне ĕҫлеме кӳлĕнмелле», – тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăҫал республикăра пурĕ 285 пин га ҫĕр лаптăкĕнчен тыр-пула пухса кĕртмелле. Ҫĕр улмин уйĕ вара 8 пин га йышăнать. Планпа килĕшӳллĕн, 600 пин тонна тырă хатĕрлемелле. Кăтарту паллах, пĕлтĕрхинчен кăштах сахалтарах. Тĕлĕнмелли ҫук, ҫĕршывĕпех ҫакăн пек лару-тăру.     

Ҫулҫӳрев вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ аграри тытăмĕнче вăй хуракансемпе кăҫалхи ҫанталăк пирки сӳтсе явнă.  Хăш-пĕр муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче типĕ ҫанталăк тăрать, тăпра хытнă, нӳрĕк сахал пулнине кура, ӳсен-тăрансем пучах ҫавăрайман.  Асар-писер ҫанталăк сиен кӳни сисĕнкелет уйрăм хуҫалăхсенче.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев лăпкă тăман ҫанталăка пула пăтăрмахсем сиксе тухнă районсенче типĕ пулнишĕн ЧС йышăнса хăварма хушнă. Инкек тӳснисене патшалăх тĕревне парса пулăшмаллине асăннă.    

Фоторепортаж



26 июля 2018
08:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter