Конкуренцине аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раҫҫей ФАС ертӳҫин ҫумĕ Даниил Фесюк тĕплĕн сӳтсе явнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев и заместитель руководителя ФАС России Даниил Фесюк обсудили вопросы развития конкуренцииУтă уйăхĕн  27-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн монополие хирĕҫле службин ертӳҫин ҫумĕпе Даниил Фесюкпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем Раҫҫей Президенчĕ 2017 ҫулта раштав уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ Указ пирки сăмахланă, конкуренцине аталантарассипе йышăннă Наци планне пурнăҫа кĕртес ыйтусем тавра чарăнса тăнă.  

Раҫҫей ФАС ертӳҫин ҫумне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ региона ĕҫлĕ визитпа килсе ҫитнĕшĕн тав тунă, конкуренци ĕҫне вăй илтерме пысăк витĕм кӳрессине асăннă.

«Пурсăмăрăн та пĕрле тăрăшса ĕҫлесе, ҫитĕнӳсем тăвассишĕн вăй хумалла»,  тенĕ Раҫҫей ФАС пуҫлăхĕн ҫумĕ. Сăмаха май, Чăваш Республикинче конкуренци пысăк пулнине палăртнă.  Ытти регионсем хушшинче Чăваш Ен малта пыраканнисенчен пĕри тесе асăннă. Ӳлĕмрен те республика хăйĕн ҫитĕнĕвĕсемпе палăрассипе пĕрре те иккĕленмĕпĕр тенĕ сумлă хăна. Калаҫу вăхăтĕнче пуҫлăхсем ЖКХ пирки, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕҫлекенсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пырас ыйту та кун йĕркинче тăнине палăртнă.  

Михаил Игнатьев республикăри влаҫ органĕсенче тăрăшакансем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса тухăҫлă ĕҫлесе пыма яланах хатĕр тесе каланă.  

Фоторепортаж



27 июля 2018
11:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter