Ларăва пухăннисем прокуратура службин кăҫалхи пĕрремĕш ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в расширенном заседании коллегии прокуратуры ЧувашииЧăваш Республикинче прокуратура тытăмне йĕркелесе янăранпа 96 ҫул ҫитнине халалласа йĕркеленĕ мероприятинче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă.  Ĕҫе пухăннисем прокуратура службин Кăçалхи пĕрремĕш ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.  «Прокуратура  обществăри йĕркелĕхпе саккунлăха шантаракан тытăм шутланать. Паян Чăваш Ен прокуратурин органĕсенче пысăк ăсталăхлă тата хăйсен ĕçне чунпа парăннă юристсем тăрăшаççĕ, вĕсем мĕнпур тытăмра саккуна пăхăннине витĕмлĕ сăнаса тăраççĕ. Эсир преступниксемпе тата коррупципе ăнăçлă кĕрешетĕр. Служба тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçласа пынăран республикăра общество-политика тăнăçлăхĕ упранать, çынсем патшалăх влаç органĕсен ĕçне пысăка хума пуçларĕç. Прокуратура ĕçченĕсем малашне те граждансен социаллă прависемпе экономика ирĕклĕхне тата патшалăх интересĕсене тивĕçлĕ хӳтĕлессе шанатăп»,  палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. 

Пĕрлехи координаци канашлăвĕсем оперативлă майпа йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене уҫăмлатма май параҫҫĕ тесе каланă регион Ертӳҫи сăмаха малалла тăснă май.

Чи пахи  республикăри прокуратура ĕҫченĕсем нормативлă база йĕркине ҫирĕп йĕркелесе пыма витĕм кӳни. Ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче тăрăшакансем йышăнакан ĕҫ хучĕсене вĕсен служби ҫирĕп тĕрĕслев витĕр кăларать. «Пĕтĕмпех ҫаксем халăхăн пурнăҫ условийĕсене лайăхлатассипе ҫыхăннă, саккунсен базине вăйлатма май параҫҫĕ», тенĕ Михаил Игнатьев.

«Право хуралĕн органĕсен ретĕнче прокуратура мĕн пур тытăмăн правăна хирĕҫле пулăмсемпе кĕрешессипе ҫыхăннă ĕҫне йĕркелесе пырас тĕлĕшпе тĕп вырăнта. Пурлăхсемпе, ҫĕрсемпе ҫыхăннă ыйтусене татса парассинче те вĕсем сахал мар тĕрĕс йышăнусем туса хăварма витĕм кӳни сисĕнет. Паянхи пурнăҫ таппинче ĕҫ укҫин парăмĕ пирки те ыйту кун йĕркинче. «Сăрă» схемăпа ĕҫлекенсемпе те сахал мар кĕрешме тивет. Коррупци тăвассинчен вĕсем ялан сыхă тăраҫҫĕ. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ҫынсене тĕрĕс ҫул ҫине тăма пулăшаҫҫĕ»,  палăртнă регион Пуҫлăхĕ.   

Республикăра халăхăн пурнăҫ условине лайăхлатас тĕллевпе курăмлă ĕҫсем йĕркелесе пынине асăннă вăл. Калăпăр, 20172018-мĕш ҫулсенче регионти ҫулсене тĕпрен ҫĕнетсе улăштарса пыма, 9,5 млрд пăхса хăварнă. Кăтарту та ҫук мар, ҫулсем ҫинче инкек пулнă тĕслĕхсен шучĕ куҫкĕретех чакса пырать. Ытти ҫулхисенчен 26 процент пĕчĕкрех пулни те ҫакнах ҫирĕплетет.

Пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси вара ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче тесен те йăнăш мар. Тракторсеv тăвакан заводăн шăпи ырă енне куҫса пырать, ĕҫ укҫине вăхăтра тивĕҫтереҫҫĕ, халăх кăмăллă. Хальхи вăхăтра специалистсене предприятисем хапăл тусах йышăнаҫҫĕ.   

Ҫынсем хушшинче тепĕр кăлтăк тăрса юлнă-ха. Организацисенче «сăрă» схемăпа ĕҫ укҫине халăха тивĕҫтереҫҫĕ. Кун пирки пăшăрханса палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Яланхиллех хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа республикăн прокурорĕ Василий Пословский тĕплĕ доклад туса панă. Ертӳҫĕ   хăш-пĕр пайра сахал мар пысăк ҫитĕнӳсем тунине хыпарланă. Строительствăпа, граждансен правине хӳтĕлессинче, ЖКХ, ĕҫлев тата ытти ыйтусемпе тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварма витĕм кӳнине асăнса хăварнă.   Ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче тăрăшакансем пĕр-пĕринпе кулленех тухăҫлă ĕҫлесе пынине ырласа хăварнă.

2018-мĕш ҫулта ултă уйăхра йĕрке пăснăшăн 6,5 пин ĕҫ хутне Суда тăратнă тесе хыпарланă прокурор. Кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем пулнине те асăнса хăварнă. Уголовлă майпа пурĕ 90 ĕҫ пуҫарнă.  Кăтарту маларахри ҫулсенчен самай пысăкрах тесе сăмаха тăснă вăл.

Василий Пословский хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева кирек-епле ыйтăва та уҫăмлатма майсем тупнăшăн, пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫленĕшĕн тав тунă.   

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов кăҫал ҫур ҫулта пурĕ Чăваш Енре 46 саккун йышăнса хăварнине хыпарланă. Ҫак ĕҫе тĕрĕслевпе асăрхав службисем хастар хутшăннă тенĕ, экспертиза кăларас ĕҫре тимлĕ пулнине асăннă.   

Раҫҫей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Енри Управленийĕн Ертӳҫи Александр Полтинин ҫапларах каланă: «Прокуратура сотрудникӗсен умне уйрӑм требованисем лартаҫҫӗ, вӗт тунӑ преступленисемшӗн наказани парасран пӑрӑнса юлма май паман принцип тухӑҫлӑн пурнӑҫланасси ытларах чухне сирӗн професси ӑсталӑхӗнчен тата компентентлӑхӑртан килет. Чăваш Республикин прокуратурин ĕçченĕсем хӑйсен тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ, вӑхӑт чӗнӗвӗсем ҫине пӗлсе тата хӑвӑрт ответ параҫҫӗ, прокурор асӑрхавӗн ӗҫне тӑтӑшах лайӑхлатса пыраҫҫӗ»,  тенĕ.

Ларăва пухăннисем ытти актуаллă ыйтусем пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. Прокуратура влаҫӑн тӗрлӗ юппипе ҫыхӑнса ӗҫлекен ҫӳллӗ шай республикӑри саккунлӑхпа право йӗркине малалла ҫирӗплетмелли тухӑҫлӑ ӗҫӗлӗн шанчӑклӑ никӗсӗ пулса тӑнине каланă ларăва пухăннисем.   

Фоторепортаж



27 июля 2018
15:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter